Республикӑра
![]() Шупашкар хулинче пурӑнакансем Террористсене пула вилнисене асӑнмалли куна хутшӑнӗҫ. Вӑл мероприятие авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Ӑна Бесланти шкула авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 15 ҫул каялла террористсем ярса илнӗ куна асӑнса йӗркелӗҫ. Тӗп мероприятисем П.П. Хусанкай ячӗллӗ ячӗллӗ культура керменӗнче пулӗҫ. Ҫав кун шкулсенче класс сехечӗсем иртӗҫ, вулавӑшсенче — калаҫусемпе кинолекторисем. Шупашкарти общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсенче волонтёрсем террора хирӗҫле хутсем валӗҫӗҫ. Тӗп лапам, маларах каларӑмӑр ӗнтӗ, П.П. Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗ пулӗ. Унта 17 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен «Бесланская трагедия. 10 лет спустя» (чӑв. Беслан трагедийӗ. 10 ҫул иртсен) фильм кӑтартӗҫ. Росгвардин управленийӗ, Кинологи службин центрӗ, Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерстви ятарлӑ программӑсем хатӗрлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |