Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

Кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн Патшалӑх Канашне черетлӗ Ҫырупа тухӗ. Унта регионӑн приоритечӗсене палӑртӗҫ.

Ҫырӑва вуличчен халӑхран сӗнӳ-канаш йышӑнассине пӗлтернӗччӗ. Халӗ Чӑваш Енӗн Элтеперӗн пресс-служби Ҫырӑва хатӗрленӗ чух ҫав сӗнӳ-канаша та шута илнине ӗнентерет.

Республика ертӳҫи калаҫнине итлеме депутатсене ҫеҫ мар, тӗрлӗ тӳре-шарана тата халӑх пӗрлешӗвӗсен хастарӗсене, журналистсене Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне 12 сехете пухӗҫ. МИХсенче ӗҫлекенсен аккредитаци тухмалла. Вӗсем ҫапла ыйтса ҫырнине ag-press@cap.ru электрон пуштӑпа кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче 17 сехетчен йышӑнӗҫ.

Элтепер калаҫнине итлес текенсем валли Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗпе тата Наци радиовӗпе тӳрӗ трансляци пулӗ.

 

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Блаблакар сарӑм маршуткӑсемпе тата автобуссемпе официаллӑ майпа ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫулҫӳрев списокӗнче автобуссем те пур халӗ: вӗсене ятарлӑ паллӑпа паллӑ тунӑ. BlaBlaCar пӗлтернӗ тӑрӑх, BlaBlaCar Pro ятарлӑ сервис, вӑл профессионал перевозчиксене хӑйсен маршрутне сарӑмра кӑтартма май парать.

Тӗрӗссипе, маршруткӑсем Блаблакарта тахҫанах пулнӑ, анчах вӗсем ҫӑмӑл автомашина пек «пытаннӑ». «Халӗ эсир автобуспа каяссине карпулингран ҫӑмӑллӑнах уйӑрса илме пултаратӑр», - ҫапла ӗнентерет сарӑм.

Сӑмах май, унччен компани 120 ҫухрӑм ытларах каякан пассажирсем валли тӳлевлӗ пулассине пӗлтернӗ.

 

Республикӑра

Кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑ ялӗнче такамсем хурам чӳречине ҫӗмӗрсе кӗнӗ те шалта тирпейсӗрлетсе пӗтернӗ. Ҫитменнине, храмра хӗрессем, ҫӗрӗсем, ырӑ чунлӑ ҫынсем хурса хӑварнӑ укҫа тата кагор ҫухалнӑ. Полицейскисен шухӑшӗпе, ҫак ӗҫе темиҫе ҫын тунӑ. Вӗсем ҫавӑнтах 1 кӗленче кагор ӗҫсе янӑ, тепӗр кӗленчи инҫех мар йӑванса выртнӑ. Пӗтӗмпе 5 кӗленче хӗрлӗ эрех вӑрланӑ.

Пакунлисем храма ҫаратнисен йышӗнче ҫак ялтах пурӑнакан, унччен те судпа айӑпланнӑ арҫын пулма пултарассине палӑртнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑталла Шупашкарта ҫул-йӗр патруль службин ӗҫченӗсем ӳсӗр арҫынна чарнӑ. Унӑн ҫумӗнче вӑчӑрасем, хӗрессем, ҫӗрӗсем тултарнӑ хутаҫ пулнӑ. Ӳсӗрскер тӳрре тухнӑ: вӑл священник-мӗн.

28 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/54777
 

Республикӑра

Шӑмӑршӑ районӗнче пурӑнакан арҫын 18 ҫул тултарман хӗрне вӗлерессипе хӑратнӑ, ҫак сӑмахсене каланӑ чухне ун умӗнче ҫӗҫӗпе сулкалашнӑ. Куншӑн 54-ри ашшӗне судра явап тытнӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 ҫул та 4 уйӑхлӑха айӑпланӑ.

Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмах пӗлтӗр юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пулнӑ. Арҫын килӗнче ӳсӗр пулнӑ, 18 ҫул тултарман хӗрӗ умӗнче ҫӗҫӗпе сулкалашнӑ, вӗлерессипе хӑратнӑ. Ача ҫак сӑмахсене чӗре ҫывӑхне илнӗ, ашшӗ чӑнах та вӗлерме пултарни пирки шутланӑ.

Палӑртмалла: айӑпланнӑ арҫын унччен те суд сакки ҫинче ларнӑ. Ун чухне те вӑл ҫынна вӗлерессипе хӑратнӑшӑн ҫакланнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/54779
 

Республикӑра

Чӑваш Енри шырав отрячӗсемпе пӗрлешӗвӗсене кӑҫал та укҫа уйӑрса пулӑшӗҫ. Грант кирлисенчен документсене йышӑнма пуҫланӑ ӗнтӗ. Кӑҫал ҫак тӗллевпе республика хыснинче 525 пин тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.

Шырав отрячӗсене укҫан пулӑшма пирӗн республикӑра 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗнче йышӑннӑччӗ. Ун чухне Михаил Игнатьев Элтепер «О мерах государственной поддержки поискового движения в Чувашской Республике» (чӑв. Чӑваш Республикинче шырав юхӑмне патшалӑх енчен пулӑшасси ҫинчен) хушу кӑларнӑччӗ. Ҫапла вара вӗренӳ организацийӗсем ҫумӗнче йӗркеленӗ шырав отрячӗсене 100-шер пин тенкӗ виҫӗ грант уйӑраҫҫӗ, ҫамрӑксен шырав отрячӗсемпе пӗрлешӗвӗсене — 75-шер пинлӗх виҫӗ грант.

2017—2018 ҫулсенче 12 шырав отрячӗ валли 1 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре ҫамрӑксен патшалӑх премине илме документсем йышӑнаҫҫӗ. Республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кирлӗ хутсене 2019 ҫӳлхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 33-мӗш ҫуртри 36-мӗш пӳлӗме ҫитермелле.

Маттур ҫамрӑксен патшалӑх премине тивӗҫ тесе шухӑшлакан ӗҫӗсене хакласа сӗнекеннисем — министерствӑсемпе ведомствӑсем, муниципалитет районӗсемпе хулисем, пултарулӑх пӗрлешӗвӗсем, организацисем, халӑх пӗрлешӗвӗсем, массӑллӑ информаци хатӗрӗсен редакцийӗсем. Преми валли хутсем тӑратассине ӗҫ коллективӗсенче сӳтсе явмалла.

Преми илес текенсен пӗлтӗрхи ҫитӗнӗвне шута илӗҫ. Патшалӑх премине малтан сакӑр сферӑра панӑ пулсан, 2018 ҫултанпа ҫак хисепе вунна ҫитернӗ. Преми 50 пин тенкӗпе танлашать.

 

Республикӑра

Шупашкарти агрегат савучӗн ятне ылмаштарман. Кун пирки Чӑваш халӑх сайтне «Четра» тулли мар явалӑ обществӑн бренчӗн директорӗ Ольга Шорникова паян пӗлтернӗ.

«Ята ылмаштарни Шупашкарти агрегат савутне пырса тивмӗ. Вӑл малтанхи ятлах юлӗ. Ӗҫлеме те малтанхиллех ӗҫлӗ, унта вӗҫӗмех ҫӗнӗ вакансисем уҫӑлаҫҫӗ», — тенӗ Ольга Шорникова.

«Сбыт компанийӗн ятне ҫеҫ ылмаштарма йышӑннӑ. Вӑл Шупашкарти агрегат савучӗн тата Промтракторӑн продукцине сутать», — тӗплен ӑнлантарнӑ концерн ӗҫченӗсем.

Шупашкарти агрегат савучӗ 2000 ҫулсенченпех «ЧЕТРА» ятпа (ҫак сӑмахӑн акӑлчан версийӗ — «CHETRA») ӗҫленӗ, продукцие ҫапла майпа туса кӑларнӑ, сутлӑха ӑсатнӑ.

 

Республикӑра

Вӑрмар районӗнче пурӑнакан ҫемьере раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫиччӗмӗш ача ҫуралнӑ. Анчах ашшӗпе амӑшӗ хӗр пӗрчине тӳрех ят хуман. Хӑйсем вара килӗшнӗ ята ача ҫут тӗнчене киличченех суйласа хунӑ. Сӑмах май, ачана регистрацилеме пӗр уйӑх параҫҫӗ.

Пӗлтӗр ҫут тӗнчене килнӗ хӗрачана кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Вӑрмарти ЗАГСра регистрациленӗ. Ашшӗпе амӑшӗ ӑна Кристина-Наталия ят панӑ.

Кунашкал тӗслӗх Вӑрмар районӗнче унччен пулман. Палӑртмалла: саккун ачана дефис урлӑ ҫырса икӗ ят хума ирӗк парать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/54755
 

Республикӑра

Республикӑра 2015 ҫул вӗҫӗнче 99 хаҫат тата 38 журнал тухса тӑнӑ. Халӗ, Роскомнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, 69 хаҫат тата 20 журнал тӑрса юлнӑ. Кунсӑр пуҫне 1 бюллетень, 1 сборник, 1 каталог пур.

Эппин, виҫӗ ҫулта республикӑра 50 яхӑн хаҫат-журнал пӗтнӗ. Электронлӑ МИХсен те лару-тӑру лайӑхах мар: вӗсем те чакнӑ. Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре 1 радиопрограмма, 11 радиоканал, 8 телеканал регистрациленнӗ. Тата икӗ информагентство пур.

Тетелти кӑларӑмсене Чӑваш Енри Роскомнадзор уйрӑмӗ урлӑ регистрациленмеҫҫӗ, ҫавна май вӗсем 2018 ҫул вӗҫӗ тӗле регистрациленнӗ 112 МИХсен списокне кӗмеҫҫӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн мӑшӑрӗ шурӑ, тулли приводлӑ кроссоверпа ҫӳреме пуҫлӗ.

Михаил Игнатьев мӑшӑрӗ валли иномарка кредитпа туянасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ . Хусанти KazanFirst кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, автосалона маларах Элтепеи амӑшӑрӗпе тата ывӑлӗпе кайнӑ. Ӗнер вара машинӑна туяннӑ.

Официаллӑ декларацие ӗненсен, Игнатьевсен 2006 ҫулта кӑларнӑ «Mercedes-Benz B170» (B-класс) ҫеҫ пулнӑ.

Сӑмах май, официаллӑ деклараци тӑрӑх хакласан, 2017 ҫулта Михаил Игнатьев 3 миллион та 889 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ, унӑн ытти тупӑшӗ (кунта вклад, дивиденд тата ытти кӗрет) 1 миллион та 66 пин тенкӗпе танлашнӑ. Элтепер мӑшӑрӗ ун чухне 696 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ, урӑх тупӑшӗ 5 пине яхӑн пухӑннӑ. Ҫемьен пӗлтӗрхи тупӑшӗ каярах паллӑ пулӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 340, 341, 342, 343, 344, 345, 346, 347, 348, 349, [350], 351, 352, 353, 354, 355, 356, 357, 358, 359, 360, ...626
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахҫанхи ӗҫсене пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри сирӗн пурнӑҫра стабильлӗх ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланма пултарӗ. Ахӑртнех, эсир тӑрӑшсан лару-тӑрӑва йӗркелеме пултаратӑр. Нимӗн те тумасан лару-тӑру ҫивӗчленӗ ҫеҫ.

Ҫу, 13

1940
85
Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та