Тутарстан ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Чӑваш Енре ӗҫлесе пурӑнакан Николай Угаслова «Красноармейски районӗн хисеплӗ ҫынни» хисеплӗ ят пама йышӑннӑ.
Ҫак ыйтӑва асӑннӑ районти Депутатсен пухӑвӗн ҫак эрнери ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Ларӑва Красноармейски район пуҫлӑхӗ — Депутатсен пухӑвӗн ертӳҫи Валерий Петров ертсе пынӑ.
Николай Угаслов Красноармейски районӗн пурнӑҫӗн аталанӑвне хастар хутшӑнать тесе пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем. Угаслов пулӑшнипе Красноармейскинче, Мӑн Шетмӗре тата Алманчӑкра чиркӳсем тӑваҫҫӗ. Шкулсемпе ача пахчисенче котельнӑйсем тума стройматериал уйӑрнӑ. Ҫул-йӗр тума та, культура мероприятийӗсене ирттерме те Николай Угаслов пулӑшать иккен. Ҫавна шута илсе вырӑнти тӳре-шарапа депутатсем ӑна хавхалантарма йышӑннӑ.
Agabazar // 9330-2994
2019.12.01 10:13 | |
Паччăр. | |
Евгений Мадуров // 8914.5.2673
2019.12.04 20:44 | |
Agabazar, паччăр мар - памалла. Николай Фĕдорович чăваш халăхĕн чăн патриочĕ. Эпĕ ăна лайăх пĕлетĕп. Пур чăваш та ун пек пулсанччĕ!!!
Евгений Мадуров. Тутарстан, Аксу районĕ, Аслă Сĕнчел. |