Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.0 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Шишовсем — чи маттур ҫемье

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Софья Савнеш 06.12.2019 18:18 | 431 хут пӑхнӑ
Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре республика шайӗнче иртнӗ «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал чи маттуррисем Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Шишовсем пулнӑ. Вӗсем 7 ачана воспитани параҫҫӗ, мӑшӑр пӗрле 16 ҫул пурӑнать.

«Социаллӑ яваплӑ ҫемье» номинацире Хӗрлӗ Чутайри Барышниковсем мала тухнӑ. Мӑшӑр 5 ача ӳстерет, вӗсенчен 4-шӗ – опекӑна илнисем.

Елчӗк районӗнчи Ҫуткӳль ялӗнчи Лакачовсем «Спортпа туслӑ ҫемье» номинацире ҫӗнтернӗ. Пӑрачкаври Гуцаевсем чи туслӑ ҫемье ятне тивӗҫнӗ. Элӗк районӗнчи Мӑн Куканарти Семеновсем «Пултаруллӑ ҫемье» номинацире мала тухнӑ. Вӗсем воспитани паракан 7 ачаран 2-шӗ – опекӑна илнисем. Ҫӗрпӳри Кузьминсем ӗҫченлӗхӗпе палӑрнӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсем Раҫҫей шайӗнчи конкурса хутшӑнӗҫ.

#конкурссем, #ҫемьесем, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #Ҫӗрпӳ, #Элӗк районӗ, #Мӑн Куканар, #Парачкав, #Хӗрлӗ Чутай

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем «Ҫулталӑк ҫемйи-2018» конкурсра ҫӗнтернӗ
2018, 12, 05
Чи нумай вулакан ҫемьесене палӑртнӑ
2019, 05, 15
«Виръял шевлисене» виръял маррисем те пухӑнӗҫ
2019, 05, 30
Чӑваш ҫӑкӑрне профессорсем пахаланӑ
2019, 09, 19
Александровсем Атӑл тӑрӑхӗнче иртнӗ конкурсра палӑрнӑ
2019, 09, 23

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org