Республикӑра
![]() Шар курнӑ ҫемьене сертификат панӑ самант. Йӑл кулаканни — Е. Сапаркина Етӗрне районӗнчи Килтӗшри Бариновсен ҫемйи валли укҫа пухнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, пушара пула кил-йыш пурӑнмалли кӗтессӗр тата хуралтӑсемсӗр тӑрса юлнӑ. Сакӑр ачаллӑ ҫемьене пӗрисем пурӑнма кӗртнӗ. Наталья Баринова тӳре-шарана кӳренет, анчах пулӑшма никам та васкамасть иккен. Шар курнӑ ҫемьере тӗрлӗ шайри тӳре-шара пулнӑ иккен. Чӑваш Енри ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Е. Сапаркина тата «Чаваш Ен» фонд президенчӗ М. Федотов Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗпе А. Ивановапа, Килтӗш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗпе Н. Алексеевпа ҫитни пирки омбудсменӑн сайтӗнче хыпарланӑ. Уполномоченнӑй 100 пин тенкӗлӗх сертификат панӑ. Тӳре-шара парнесем те илсе пынӑ. Анчах ҫемьене пурӑнма кӗтес ҫукки пӑшӑрхантарать, ҫавна май Бариновсем ачисене туртса илесрен хӑраҫҫӗ. Тӳре-шарана вара Наталья Баринова хӑйсен ӗҫне кӑтартасшӑн ҫеҫ тесе хаклать. Ҫурт-йӗр ыйтӑвне татма пулӑшма Михаил Игнатьев Элтепер те шантарнӑ имӗш. Вырӑнти тӳре-шара вара ҫын патӗнче пурӑннишӗн тӳлеме пулнӑ та хальлӗхе тӳлемен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫак кунсенче Вӑрнар районӗн сучӗ «Мунча-прачка комплексӗн» экс-директорӗ тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Арҫынна должноҫӗпе усӑ курса укҫа кӗсьене чикнӗшӗн явап тыттарнӑ. Суд приговорӗ ҫирӗп янӑранӑ: экс-директора ҫирӗп режимлӑ колоние 4 ҫул та 8 уйӑхлӑха ӑсатнӑ. Кунсӑр пуҫне унан комплекса кӳнӗ такака – 1 миллион ытла тенке – саплаштармалла. Следстви тата суд акӑ мӗн пӗлтерет: 2013 ҫулхи ҫӗртмерен пуҫласа 2017 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен вӑл предприяти кассинчен 930 пин тенкӗ илнӗ, унпа вырӑнти 7 ҫынран «Мунча-прачка комплексӗ» валли вутӑ туянма палӑртнӑ имӗш. Ку укҫана вӑл кӗсйине чикнӗ. Ҫавӑн пекех пуҫлӑх 2016 ҫулхи ҫурларан пуҫласа 2017 ҫулхи авӑнччен хӑйӗн автомобильне предприятие тара панӑ, куншӑн 120 пин тенкӗ компенсаци илнӗ. Ӗҫрен кӑларсан та лӑпланман вӑл: интернет-банкинг тытӑмне кӗме май пуррипе усӑ курса предприятирен хӑйӗн счечӗ ҫине 17 пин тенкӗ куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳ тата Канаш районӗсенче пурӑнакан икӗ ҫын ултавҫӑсене аллине лексе шар курнӑ. Хайхискерсем сутса тупӑш тӑвас вырӑнне тӑкак ҫеҫ курнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан 68 ҫулти арҫын ҫӗрулми сутни пирки тӗнче тетелӗнче хыпар лартнӑ. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та банкомат патне пыма ыйтнӑ. Хайхискер таваршӑн укҫа тӳлесе хурассине ҫирӗплетсех каланӑ. Сутуҫӑ япӑххи пирки шутламан, ултавҫа банк карттин реквизичӗсене пӗлтернӗ. Ҫапла майпа унӑн счечӗ ҫинчен 65 пин тенкӗ «ураланнӑ». Канаш районӗнче пурӑнакан 58 ҫулти арҫын ҫапла майпах улталаннӑ. Вӑл утӑ сутнӑ. Ултавҫӑсем ҫав схемӑпах ӗҫленӗ. Ҫак арҫыннӑн карточки ҫинчен 10 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри журналистсен шалӑвӗ пӗчӗк. Федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсемпе танлаштарнӑ та, ҫавӑн пек пӗтӗмлетнӗ. Чи пысӑк ӗҫ укҫи илекен журналистсем Пермь крайӗнче пурӑнаҫҫӗ. HeadHunter агентство пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри журналистсем уйӑхсерен вӑтамран 20 пин тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ. Ҫапла, вӑтамран. Ку йышра пуҫлӑхсемпе вӗсен ҫумӗсем те, ахаль журналистсем те пур. Мари Элта, Ӗрӗнпур тата Киров облаҫӗсенче калем ӑстисем пӗчӗк шалупа ҫырлахма тивет. Маларах асӑннӑ Пермь тӑрӑхӗнче уйӑхсерен вӑтамран 30-шар пире тенкӗ тӳлеҫҫӗ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнче те журналистсен шалӑвӗ пирки хыпарланине вуланисенчен пӗри: «Патшалӑх МИХӗсенче ӗҫлекен журналистсене мӗншӗн пысӑк укҫа тӳлемелле вара? Тарҫӑсене никам та нумай тӳлемест», — тесе йӗпленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян, кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Sputnik информаци агентстви» холдингӑн «Россия сегодня» (чӑв. Раҫҫей паян) журналисчӗпе Асука Токуямӑпа тӗл пулнӑ. Элтеперпе калем ӑсти Чӑваш Енӗн Спорт министерствин олимп резервӗн 3-мӗш спорт шкулӗнче курнӑҫнӑ. Унта паян ЧР Пуҫлӑхӗн кубокне ҫӗнсе илессишӗн турнир тата Атӑлҫи округӗн чемпионачӗ иртнӗ. Асука Токуяма пирӗн республикӑна медицина туризмӗн тӗллевӗпе килнӗ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре тухтӑрсене лайӑх хатӗрлеҫҫӗ. Медицина пулӑшӑвне илме те пирӗн патра ҫӑмӑл тесе шухӑшлать Япони журналисчӗ. Михаил Игнатьев хӑнана республикӑн социаллӑ экономика аталанӑвӗпе паллаштарнӑ, ял хуҫалӑхӗ сывлӑха сыхлас отраслӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ, Японипе туслӑ ҫыхӑну тытма ӗмӗтленнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Етӗрне районӗнчи Килтӗшри ҫемье валли укҫа пухаҫҫӗ. Наталья Викторовна Баринова ятлӑ хӗрарӑм 8 ача ҫуратнӑ иккен. Анчах ҫак кунсенче ҫемье пысӑк шар курнӑ: вӗсен кил-ҫурчӗ хӗл варринче вутпа кӗлленсе ҫӗрпе танлашнӑ. Нушана лекнисене хӗрхенме пӗлекен ҫынсене Бариновсене пӳрт туянса пама ыйтса тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ҫырнӑ. Пулӑшма килӗшекенсене тав тунине те палӑртнӑ. Укҫа куҫарса парас кӑмӑллисем валли счет реквизичӗсене кӑтартнӑ: укҫана илекенӗ Андреева Валентина Никандровна, укҫа илекенӗн счечӗ 40817810111080012557, укҫа илекенӗн банкӗ — «Россельхозбанк» учрежденин Чӑваш Енри филиалӗ, ИНН / КПП 7725114488/ 213002002, БИК 049706752, корреспондент счечӗ 30101810600000000752. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сар.ru сӑнӗ Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спорт министерствинче кӑҫал пурнӑҫа кӗртмелли пысӑк проектсене пӑхса тухса тишкернӗ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать. Пӗр проектне пурнӑҫа кӗртнӗ май республикӑри Олимп резервӗсен спорт шкулӗсене федераци хыснинчен 40 миллион тенкӗ ытла уйӑрса парӗҫ. Ҫавна май халӗ шкулсем спорт оборудованийӗпе хатӗрӗсене туянма заявкӑсем хатӗрлеҫҫӗ. Кӑҫалах пурнӑҫа кӗртмелли тепӗр проект вара — Шупашкарта регион шайӗнчи хоккей центрне тӑвасси. Ӑна Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Чӑваш кадет корпусӗ ҫумне ҫирӗплетӗҫ. Хакӗ — 277 миллион тенкӗ. Центра хӑпартма федераци, республика тата хула хыснисенчен укҫа уйӑрӗҫ. Палӑртса хӑвармалла, Хоккей центрне 2020 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне уҫмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кирек мӗнле пичет кӑларӑмӗ те ҫулталӑка пӗтӗмлетме кӑмӑллать. Ҫавсенчен пӗри, тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫат та, ун пеккине хатӗрленӗ. Алфавитри саспаллисен йӗркипе пухнӑскерте йӗплӗрех те тавлаштаракан самантсене асӑнса тухнӑ. Вӗсенчен пӗрне «Внучка года» (чӑв. Ҫулталӑк мӑнукӗ) ят панӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, юмахри евӗр номинацире РФ Президенчӗн пресс-ҫыруҫин Дмитрий Песковӑн мӑнукне палӑртнӑ. Хӗр пӗрчӗк амӑшӗпе Шупашкарта пурӑнать иккен. Ачан ашшӗ, Песковӑн ывӑлӗ, ун патне Мускавран килсе тӗрлӗ паллӑ вырӑна кӑтартса ҫӳрет иккен. Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Чӑваш Ен ертӳҫи Михаил Игнатьев пресс-ҫыруҫӑн ывӑлӗпе мӑнукне хӑнана чӗннӗ имӗш. Ачана Чӑваш Ен ертӳҫипе ҫивитти тӑрӑх ҫӳрени, Атӑл леш енче ҫунашкапа ярӑнни, Элтепер парнине тивӗҫни питех те килӗшнӗ иккен. Ҫакӑн пирки РФ Президенчӗн пресс-ҫыруҫин ывӑлӗ Инстаграмра фотоотчет пичетленӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ятарлӑ стипендине кӑҫал 1000 ҫамрӑк илсе тӑрӗ. Вӗсен списокӗ паллӑ ӗнтӗ. Уйӑхсерен 1830 тенкӗ паракан тӳлеве тивӗҫнисен шутӗнче — вӗренӳре, тӗпчевре, ӑслӑлӑхра, пултарулӑхра, производствӑра, ертсе пырас ӗҫре, спортра, общество пурнӑҫӗнче, услам-проектсенче палӑртнӑ маттурсем. Пур организаци те чӑннипех те ҫавӑн пек маттурсене тӑратнипе тӑратманни пирки иккӗленекенсем пур та, анчах паянхи сӑмахӑмӑр ун пирки мар. Элтепер стипендине тивӗҫнисен хушшинче шалти ӗҫсен органӗнче тӑрӑшакан 25 ҫамрӑк пур. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ, ялан ҫиле хирӗҫ кастаракан Игорь Моляков полицейскисем стипендие тивӗҫ мар тесе шухӑшланӑран тӗрлӗ ҫӗре ҫыру шӑрҫаланӑ. Ун шучӗпе, стипенди социаллӑ пулӑшу шутланать. Регионти хыснаран вара обществӑри йӗркелӗхе тытса тӑма кӑна укҫа уйӑрмалла. Полицейскиесене стипенди пани федераци саккунне пӑсни пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Муркаш районӗн сучӗн судйи пуҫиле ӗҫӗн материалӗсене улӑштарнӑ. Татьяна Салдыркина икӗ ҫынна ют пурлӑха варланӑшӑн, ют ҫын килне саккуна пӑсса кӗнӗшӗн суд тунӑ. Анчах патшалӑх айӑплавҫи приговора тепре пӑхса тухма янӑ. Кун хыҫҫӑн судья следовтеле хӑйӗн патне чӗнсе илнӗ те официаллӑ документсене ҫыртарнӑ флешкӑна ыйтнӑ. Хайхискер (Татьяна Салдыркина ӗнтӗ) хӑй тӗллӗн хӑш-пӗр самантсене хуратнӑ, документсене улӑштарнӑ. Кайран следователе алӑ пусма ыйтнӑ. Ҫапла майпа ҫӗнӗ хутсене ҫӳлерех асӑннӑ пуҫиле ҫумне ҫирӗплетнӗ, чӑн-чӑннисене вара илсе юлнӑ. Ҫак ӗҫе Салдыркина аппеляцие янӑ. Анчах ултав ҫиеле тухнӑ. Документсене улӑштарнине тӳрех темиҫе ҫын асӑрханӑ, ҫав шутра – прокурор та, айӑпланнӑ ҫын та, хур курнӑ ҫын та. Эксперт та документсене улӑштарнине ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнӗ хутсем ҫине алӑ пуснӑ следователь вара ҫапла ӑнлантарнӑ: судья унӑн йӑнӑшӗсене тӳрлетет тесе шутланӑ, ҫавӑнпа Салдыркина хушнине пурнӑҫланӑ. Чӑваш Енри судьясен квалификациллӗ коллегийӗ Татьяна Салдыркина ку таранччен лайӑх енчен кӑна палӑрнине шута илсе ӑна асӑрхаттару ҫеҫ анӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |