Республикӑра
![]() Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче «Чӑвашавтотранс» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн кредиторӗсем черетлӗ пухӑва пуҫтарӑнӗҫ. Унта вӗсем предприяти епле майпа панкрута (ку вӑл 2018 ҫулта пулса иртнӗччӗ) тухнине тишкересшӗн. Ҫак ыйтӑва кун йӗркине кӗртме конкурс кредиторӗсенчен пӗри сӗннӗ. Вӑл — финанспа экономика экспертизишӗн. Экспертиза предприятие панкрута юри кӑларнипе кӑларманнине, ҫавӑнта республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министерстви тата предприятин ертӳҫисен тӳпе еплерех пулнине палӑртма пулӑшӗ. Пухӑва пуҫтарӑннӑ кредиторсем экспертиза тӑвассине, ирттерес пулсан мӗнле укҫапа йӗркелессине татса парӗҫ. Экспертиза ирттерме сӗнекен кредитор тӗрӗслесе тӑракан органсене те явап тыттарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() newstes.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре сехете Мускав вӑхӑтӗнчен 1 сехет куҫармалла-и? Ара, хӗлле час каҫ пулать, ҫулла вара ҫур ҫӗр иртни 2 сехетрех ҫуталать. Ку ыйтӑва ЧР Правительство сӳтсе явма пуҫланӑ, ҫавна май ыйтӑм ирттернӗ. Сасӑлава 22 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӗсен 45 проценчӗ вӑхӑта куҫарнинче уссине курмаҫҫӗ. Тепӗр 37 проценчӗ сехет йӗппине куҫарттарасшӑн. Ыйтӑма хутшӑннисене 13 проценчӗ сезонра куҫарма сӗннӗ. Тепӗр 5 проценчӗшӗн пур-пӗрех-мӗн. Аса илтерер: Чӑваш Ен Правительстви регионта сехете куҫарас ыйтӑва нумаях пулмасть сӳтсе явма пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Кӑрлач уйӑхӗнче Шупашкарти Пепкелӗх центрӗнче ҫине-ҫинех йӗкӗреш ҫуралнӑ. Пӗр уйӑхра 6 йӗкӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министрстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем – 11 арҫын ача тата 1 хӗрача. Ачасене тин ҫуралнӑ ачасен паталогийӗн уйрӑмӗнче сипленӗ, вӗсен сывлӑхне ҫирӗплетнӗ. Тӗслӗхрен, Анна Коробенковӑн ҫемйинче йӗкӗреш – пӗрремӗш ачасем. Ытти амӑшӗсен аслисем пур ӗнтӗ, йӗкӗрешсене килте аппӑшӗсемпе пиччӗшӗсем кӗтеҫҫӗ. Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, йӗкӗреш амӑшӗсенчен пӗрне пепкисемпе киле янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() glavgradus.ru сайтри сӑн Красноармейски районӗнче пурӑнакан хӗрарӑма сӑмакун сутнӑшӑн айӑпланӑ. Юрать-ха, штрафпа хӑтӑлнӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн 30 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак хӗрарӑм чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗнче, 1,5 литр сӑмакуна 200 тенкӗпе сутнӑ. Унӑн хаярлӑхӗ 38,1 процент пулнӑ. Ахӑртнех, вӑл ҫынсен килте туса кӑларнӑ эрехе сутма юраманни пирки пӗлнӗ. Судра хӗрарӑм хайӗн ӗҫӗшӗн ӳкӗннӗ. Ҫапах ку яваплӑхран хӑтарман, ӑна штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫак ҫынсем сноубордпа ярӑнма кайнӑ та чутах юлташӗсӗр тӑрса юлман. Кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче спортсменсен ушкӑнӗ Куславкка районне, республикӑри чи ҫӳллӗ вырӑна, снобуордпа ярӑнма кайнӑ. Ку вырӑна «кайӑк ҫӳллӗшӗнчен» теҫҫӗ халӑхра. Ҫамрӑксем ярӑннӑ, савӑннӑ… Анчах кӑштахран чутах пысӑк инкек пулман. Тахӑш самантра пӗр спортсмен ҫине юр чӑмакки йӑтӑнса аннӑ. Унӑн алли ҫеҫ курӑннӑ. Юлташӗсем ун патне чупса пырса ӑна пулӑшнӑ. Лешӗ юр айӗнче сывлайман та, кӑвакарса кайнӑ. Тусӗсем ӑна чавса кӑларнӑ. Юрать, инкекпе вӗҫленмен. Ҫутҫанталӑкра канма юратакансене асӑрхаттараҫҫӗ: тимлӗ пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() yourma.ru сайтри сӑн «Юрма» агрохолдинга каллех панкрута кӑларма ыйтаҫҫӗ. Арбитраж сучӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн парӑмӗ 1,6 миллиард тенке яхӑн. Суда тавӑҫа Перекет банкӗ тӑратнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче тавӑҫа тӗрӗслеме суд ларӑвӗ ирттерме палӑртнӑ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулӗ. Тавӑҫра 1 миллиард та 695 миллион тенкӗ те 537 пин те 705 тенкӗ ыйтса ҫырнӑ. Сӑмах май, 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Арбитраж судне Тутарстан компанийӗ «Юрмана» панкрута кӑларма ыйтса тавӑҫ ҫырнӑ. Нумаях пулмасть агрохолдингӑн ҫӗнӗ пуҫлӑхӗ ҫитменлӗхсене пӗтересси пирки пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() equipnet.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре пурӑнакан хӗрарӑм ӗҫсӗр тесе халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта шутра тӑнӑ. Хӑй вара ҫав вӑхӑтра ӗҫлесе укҫа ӗҫлесе илнӗ. Хайхискер Канашра Раҫҫей чукун ҫулӗн филиалӗнче тӑрӑшнӑ, пӳлӗмсене тирпейленӗ, ҫунӑ. Куншӑн ӑна укҫа тӳленӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта шутра тӑрса тӑватӑ уйӑх пособи илнӗ. Ҫапла майпа ҫак хӗрарӑм халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центра 24 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫе следовательсем тишкерсе пӗтернӗ. Ӑна кӗҫех Канашри миравай суд пахса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() foto.cheb.ru сайтри сӑн Атӑл леш енче, Сосновкӑра, нумай функциллӗ культурӑпа кану центрне тӑвасшӑн. Шупашкар хула администрацийӗ унӑн проектированийӗ тӗлӗшпе аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Проектировщике 6,1 миллион тенкӗ пама хатӗр. Культура учрежденине Майя Костина ячӗллӗ шкул ҫумӗнче тума палӑртнӑ. Тӗслӗх вырӑнне Ставрополь крайӗнчи Изобильный хулинчи культура аталанӑвӗн центрӗн проектне илӗҫ. Проект тата ӗҫ документацине кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен хатӗрлӗҫ. Аукциона хутшӑнмашкӑн заявкӑсене нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Аукцион нарӑсӑн 5-мӗшӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() moment-istini.com сайтри сӑн Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан 38 ҫулти арҫынна суд тунӑ. Ӑна 18 ҫул тултарман хӗрне тивӗҫлӗ воспитани паманшӑн айӑпланӑ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, 11 ҫулти хӗрне вӑл лайӑх пӑхман. Ача санитари тӗлӗшӗнчен хура пӳртре пурӑннӑ, вӗренме, канма, ҫывӑрма условисем пулман. Ку кӑна мар, хӗрачан куллен апат ҫиме те май пулман. Ӳсӗр ашшӗ унпа тӑтӑшах хирӗҫнӗ, хӗненӗ. Ку тӑрӑ шыв ҫине епле майпа тухнӑ-ха? Пӗлтӗр ҫурла уйӑхӗнче ӑна ашшӗн прависӗр хӑварас ыйтӑва хускатнӑ. Тавӑҫа судра пӑхса тухнӑ чухне ашшӗ хӗрне хӗнени пирки пӗлнӗ. Кун хыҫҫӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ хӗрачан опекунпа пурӑнать. Арҫын унччен судпа айӑпланманнине, хӑйӗн айӑпне йышӑннине шута илсе ӑна 280 сехет ӗҫлеттермелле тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «АвтоВАС» предприяти автовокзалсемпе тата пассажирсене турттарассипе ӗҫлеме пӑрахӗ. Ҫакӑн пирки компани сайтӗнче пӗлтернӗ. Ҫапла йышӑнӑва акционер обществин директорсен канашӗ йышӑннӑ иккен. «АвтоВАС» халӗ автовокзал пулӑшӑвӗ кӳме килӗшекене шырать. Ӑна вӑл автовокзалсене арендӑна парӗ. Хӑйӗн харпӑрлӑхӗнчи хӑш-пӗр пурлӑха сутас кӑмӑллине те пӗлтернӗ. «АвтоВАС» акционерсен обществин икӗ автовокзал тата Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Ҫӗмӗрлере, Улатӑрта, Етӗрнере, Сӗнтӗрвӑрринче тата ытти хӑш-пӗр район центрӗнче и 17 диспетчерпа касса пункчӗ пур. 2019 ҫулта «АвтоВАС» Куславккари тата Пӑрачкаври ҫав пунктсене хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |