Харпӑр шухӑш
Республикӑра
Совет саманинчен пуҫласа пӗр 20-30 ҫул хушши ҫуллахи тата хӗллехи вӑхӑтсемпе пурӑнтӑмӑр эпир. Ку куҫарусем урӑх пулмаҫҫӗ ӗмӗрте те! Пӗртен-пӗр май-меслет — Мускав вӑхӑчӗпе сывпуллашасси! Вырӑнти вӑхӑтпа пурӑнма пуҫламалла пирӗн. Анчах, пирӗнтен хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ регионпа Тутарстанпа! Тутарстанпа пӗрле вырӑнти вӑхӑтпа пурӑнма пуҫласан тин ку вӗр-ҫӗнӗ пархатарлӑх ӗмӗрлӗхе ҫирӗпленӗ! Чӑннипех те, Тутарстан хӗвелтухӑҫ енчен Пушкӑртстан Республикипе чикӗленет. Пушкӑртстан Мускавран икӗ сехет малта пурӑнать (+2). Тутарстанӑн пӗр сехет малта пурӑнмалла-ха, ӗнтӗ, Мускав вӑхӑчӗпе пурӑнакан регионсенчен (+1). Темӗншӗн Тутарстанӑн Мускав вӑхӑчӗпе пурӑнмалла? Чӑваш Республикинче вырӑнти вӑхӑт хуҫаланма тытӑнать, тейӗпӗр! Паллах, пурӑнӑпӑр пӗр ҫул. Кайран, каллех Мускав вӑхӑтне таврӑнма тивӗ, мӗншӗн тесен хирӗҫлекенсен йышӗ ӳссе кайӗ! Чукун ҫулпа Горький облаҫӗнчи Пильна станцийӗнчен Тутарстанти Свияжск станцине ҫити икҫӗр километртан ытларах мар республикӑмӑрӑн сарлакӑшӗ. Шӑмӑршӑран вырӑнти вӑхӑтпа пурӑнакан Чӗмпӗре ҫитме каллех Тутарстанӑн Ҫӗпрелӗ витӗр каймалла! | ||
Республикӑра
![]() Ӗнер, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри ятлӑ-сумлӑ ҫынсене патшалӑх наградисемпе чысланӑ. Ҫав кун Правительство ҫуртӗнчи чыслава 19 ҫын тивӗҫнӗ. Вӗсен йышӗнче тӗрл сферӑра тӑрӑшакансем пур. Тӗслӗхрен, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистки Нина Яковлева Хисеп орденне тивӗҫнӗ. Ҫав наградӑпа ӑна РФ Президенчӗ Владимир Путин хисеп тума йышӑннӑ. Нина Яковлева — Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш АССР халӑх артистки. «Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни» ята Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин директорӗн ҫумне — илемлӗх ертӳҫине Морис Яклашкина панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Ӗнер, Республика кунӗнче, Шупашкара шыв ҫийӗн ҫӳрекен «Валдай» карап килсе ҫитнӗ. Хӗрлӗ тата сарӑ шарсемпе капӑрлатнӑскере тӳре-шара тата хула ҫыннисем кӗтсе илнӗ. Карап Шупашкартан Хусана ҫӳреме тытӑнӗ. Анчах, «Советская Чувашия» хаҫат Инстаграмра хыпарланӑ тӑрӑх, халех мар, кӑшт каярах. Регламентпа ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫа йӗркелеме пӗр уйӑхран кая мар иртӗ. «Валдай» хальлӗхе Шупашкарти юханшыв порчӗн причалӗсенчен пӗринче ларӗ. Каярахпа караппа туристсене Хусана турттарма тытӑнӗҫ. Ҫул укҫи 800 тенкӗ пулӗ. Хусана карап 3 сехетре илсе ҫитерӗ. Сӗнтӗрвӑрри тата Куславкка хулисенче малтанласа вӑл чарӑнмӗ, мӗншӗн тесен унта причалсене хатӗрлесе ҫитермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Вӑрмар районӗнчи Кӗтеснер ялӗнче ҫӗртмен 16-мӗшӗнче Ленин урамӗнчи ҫуртӑн тӑрри ҫунма пуҫланӑ. 22 сехет ҫурӑра пушар тухнине Владимир Димитриев полицейски асӑрханӑ. Вӑл ун чухне кӳршӗ ялтан таврӑннӑ. Пушар пирки тӳрех ҫӑлавҫӑсене пӗлтернӗ. Пӗр тӑхтамасӑр вӑл алӑкран шаккама тытӑннӑ. Пӳртре отпуска килнӗ мӑшӑр, вӗсен 4-ри хӗрӗ тата 9 ҫулти тӑванӗ ҫывӑрнӑ. Шакканине илтсе вӗсем вӑраннӑ, урама тухса ӗлкӗрнӗ. Полицейски ирчченех унта пулнӑ, пушара сӳнтерме пулӑшнӑ. Кайран вӑл ӗҫе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтри сӑн Паян республикӑра вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ. Чылай чухне шӑрӑх ҫанталӑк танӑ хыҫҫӑн лайӑх ҫумӑр ҫумасть. Паян Вӑрмар районӗнче пӑр, ҫумӑр ҫунӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку паян 15 сехет те 50 минутра пулнӑ. Сӑмах май, нумаях пулмасть Тутарстанра пӑр ҫунӑ. Унта хӑш-пӗр тӑрӑхра пахча ҫимӗҫе пӗтернӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе шӑрӑх ҫанталӑк пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен комплекслӑ центр ҫынсене тӗрлӗ енлӗ пулӑшу кӳрет. Пӗччен ватӑсене социаллӑ ӗҫченсем киле кайса пулӑшаҫҫӗ. Ачаллӑ ҫемьесемпе тата йывӑрлӑха лекнӗ хӗрарӑмсемпе те ӗҫлеҫҫӗ. Ӳрӗк ватӑсем центра пырса тӗрлӗ ал ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ, зарядка тӑваҫҫӗ, тӗрлӗ мероприятие хутшӑнаҫҫӗ. Нумаях пулмасть центрта килсӗр-ҫуртсӑр ҫынна пулӑшнӑ. Асӑннӑ арҫын Шупашкара Челепир облаҫӗнчен килнӗ. Унӑн ҫумӗнче нимле документ та пулман. Паспорта та вӑл ҫухатнӑ. Шупашкарти комплекслӑ центр ӗҫченӗсем ҫав этеме паспорт тата пенси страхованийӗн свидетельствине туса пама пулӑшнӑ. Чӑваш Ен митрополийӗпе Шупашкар епархийӗпе калаҫса татӑлса ҫав ҫына Улатӑрти арҫынсен мӑнастирне пурӑнма ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() mosk.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри ҫамрӑксене 2020 ҫулшӑн патшалӑх премине пама йышӑннӑ. Асӑннӑ укҫана наукӑра, техникӑра тата производствӑра; вӗрентӳре, воспитани парас ӗҫре тата ҫамрӑксен политики енӗпе, ҫавӑн пекех физкультурӑпа спортра тӑрӑшакансене; нимеҫӗсене; ҫынсенче патриотизм туйӑмӗ вӑратас енӗпе тимлекенсене; ҫамрӑксен юхӑмне аталантарассипе ӗҫлекенсене панӑ. Литература, культура тата ӳнер енӗпе тӑрӑшакансенчен Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн аслӑ инженер-программисчӗ Антон Назаров, асӑннӑ учрежденин гуманитари ӑслӑлӑхсен литературин заведующийӗ Виктория Николаева, Гелюся Степанова библиотекарь «Чувашская Республика: летопись столетия» проектпа палӑрнӑ. Журналистика енӗпе И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем Дмитрий Заграничный, Виктория Кислова, Вячеслав Краснов, Роман Куракин, Николай Филиппов «Студенческое онлайн ток-шоу «Среди крыш» (чӑв. «») проектшӑн патшалӑх премине тивӗҫнӗ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Ӳсӗр тракторист ҫӑмӑл машина ҫине пырса кӗнӗ та ним пулман пекех ҫав вырӑнтан кайнӑ. Машина хуҫи суда тавӑҫ тӑратасшӑн, кӳнӗ такакшӑн укҫа шыраса илесшӗн. Ку ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнчех пулнӑ. 19 сехет те 30 минутра Хӗрлӗ Чутайри пӗр ялта ӳсӗр тракторист кил умӗнче ларакан «Киа» ҫине пырса кӗнӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл унтан кайнӑ. Тепӗр кунхине тракторист ҪҪХПИе трактора штрафстоянкӑран илсе кайма пынӑ. Ҫӑмӑл машина хуҫине кӳнӗ тӑкака вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе саплаштарасшӑн мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Пӗлтӗр утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Вӑрӑмпуҫ ялӗнче 6-ри арҫын ачапа 5 ҫулти йӑмӑкӗ аслӑк ҫинче шӑрпӑкпа вылянӑ. Утӑ ҫунма тытӑннӑ, сарай ҫине куҫнӗ. Ачасем ҫулӑма сӳнтереймен, тухса тарнӑ, кун пирки никама та каламан. Пушар тухнине амӑшӗ кая юлса курнӑ. Ҫулӑм вите-сарая тӗп тунӑ, кӳршисен хуҫалӑхӗ ҫине куҫнӑ. Вӗсен те ҫунса кайнӑ. Кӳрши тӑкака саплаштармалла тесе суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд ун майлӑ пулнӑ: ачасен амӑшне 1 миллион та 103 пин те 405 тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне расхутсемшӗн тӳлемелле: 18 пин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
13 ҫынна Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ медальпе чысланӑРеспубликӑра
![]() Чӑваш Енри 13 ҫынна Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ медальпе чысланӑ. Вӗсенчен 9-шӗ окоп чавнӑ, 4-шӗ ҫак ӗҫ паттӑрлӑхне упраса хӑварас ӗҫе тӳпе хывнӑ. Медале информполитика министрӗ пулнӑ Валентина Андреева /халӗ «Регнум» информагентство шеф-редакторӗ/, Раҫҫей историкӗ Модест Колеров /«Регнум» тӗп редакторӗ/, Василий Цыфаркин /Вӑрмар/, Иван Криков /Вӑрмар районӗ, Энӗшпуҫ/ тивӗҫнӗ. Иван Криков Энӗшпуҫри ҫар мухтавӗн музейне ертсе пырать, Василий Цыфаркин Вӑрмарти историпе таврапӗлӳ музейӗн ертӳҫи шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ | ||
| Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |