Республикӑра
![]() Кӑҫал Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси ялӗнчи шкулта пушар пулнӑранпа 60 ҫул ҫитет. Ҫавна май инкек пулнӑ вырӑнта часавай уҫасшӑн. Кун пирки РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков Аслӑ экономика ларӑвӗнче пӗлтернӗ. 1961 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пулнӑ пушарта 110 ҫын вилнӗ: 106 ача тата 4 аслӑ ҫын. Ҫав кун физика вӗрентекенӗпе икӗ ача кинофильм кӑтартма хатӗрленнӗ. Вӗсен айӑпне пула шкул ҫунма тытӑннӑ. Аслӑраххисем, вӑйлӑраххисем ҫеҫ урама тухса ӗлкӗрнӗ. Вилнисене тепӗр кун тӑванла масар ҫинче пытарнӑ. Унта чи ҫывӑх ҫыннисене ҫеҫ кӗртнӗ. 1994 ҫулта пушар вырӑнӗнче палӑк лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен паттарлӑхне халалланӑ ҫулталӑкӑн логотипне, брендбукне суйланӑ. Ку пирки ЧР Культура министерстви пӗлтерет. Конкурса 40 ӗҫ килнӗ. Малтан комисси чи вӑйлӑ 3 ӗҫе суйланӑ, унтан вӗсене Шупашкарти икӗ шкулта вӗренекенсем хакланӑ. Вӗсен шухӑшне шута илсе ҫӗнтерӳҫе суйланӑ. Шупашкарта пурӑнакан Игорь Леонтьевич Андреевӑн ӗҫӗ чи лайӑххи пулса тухнӑ. Вӑл – ӳнерҫӗ, мадельер, Раҫҫей ӳнерҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ. Автора 400 пин тенкӗ парӗҫ. Тата логотипӑн правине пӗтерме тепӗр 100 пин тенкӗ хушӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Красноармейски районӗнче сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекс пур-ха, анчах унта бассейн ҫук. Чи ҫывӑххи Ҫӗрпӳ хулинче вырнаҫнӑ. Е Канаш районӗнчи Шӑхасана ҫитмелле. Инҫе ҫав. Ҫитес вӑхӑтра Трак енче те бассейн пулӗ. Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Красноармейски районӗнче пулнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне бассейн ыйтӑвне тепӗр хутчен ҫӗкленӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр утӑ уйӑхӗнче те Элтепер Трак тӑрӑхне кайсан бассейн пуласси пирки сӑмах тапратнӑ. «Кунта бассейн пулмаллах, манӑн шухӑшпа, ыйту сиксе тухмалла мар. Тумалла», - тенӗ Олег Николаев. Бассейна кӑҫалах тума тытӑнӗҫ. Малтан проектпа смета документацийӗ патшалӑх экспертизи витӗр тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин Граждан оборонипе чрезвычайлӑ лару-тӑру ӗҫӗсен комитечӗн ертӳҫине Вениамин Петрова ӗҫрен кӑларӗҫ. Ҫакӑн пек йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян вырнаҫтарнӑ. Ӗҫлӗ хутра уҫӑмлатнӑ тӑрӑх, Вениамин Иванович нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ӗҫлеме пӑрахӗ. Ӑна ӗҫрен кӑларнине патшалӑх граждан службинче пулмалли ӳсӗмӗ иртнипе сӑлтавланӑ. Вениамин Петров нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 65 ҫул тултарнӑ. ГКЧС ертӳҫинче вӑл 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнченпе вӑй хунӑ. Пӗлтӗрхи кӗркунне ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() губкин-усп.рф сайтри сӑн Депутатсем нумай ачаллӑ ҫемьене ҫӗр лаптӑкӗ вырӑнне укҫа пама сӗннӗ. Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗнче ҫак ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Нарӑсӑн 1-мӗшӗ тӗлне Шупашкарта нумай ачаллӑ 6181 ҫемье ҫӗр илме черетре тӑрать. Ҫавӑн чухлӗ ҫӗр лаптӑкӗ хатӗрлеме майӗ те ҫук-мӗн. Пӗрремӗшӗнчен, хула ҫывӑхӗнче 4045 лаптӑк, 265 гектар чухлӗ, ҫитмест. Иккӗмӗшӗнчен, пур лаптӑксенче инженери, транспорт инфратытӑмӗ ҫук. Ҫаксене шута илсе депутатсем «Чӑваш Республикинче нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗ парасси ҫинчен» саккуна пӑхса тухма, лаптӑк вырӑнне пӗр хутчен укҫа пама сӗннӗ. Ку укҫапа пурӑнмалли условисене лайӑхлатма пулӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑн ӳкерчӗкӗ 2021 ҫул. 21-мӗш ӗмер. 21-мӗш регион. Хитре хисепсем. Нумаях пулмасть Ҫӗмӗрлере 21-мӗш ача ҫуралнӑ. Ҫак ятпа телейлӗ ашшӗ-амӑшне хӑйне евӗр сертификатпа чысланӑ. 21-мӗш ҫуралнӑ ачана илемлӗ ят панӑ. Вӑл – Анастасия. Нарӑсӑн 9-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче сайра тӗл пулакан ятлӑ арҫын ача кун ҫути курнӑ – Янис. Ят пирӗн пата Латвирен килнӗ. Ҫав кунах Ҫӗмӗрлери ЗАГСра тепӗр ҫемье ача ҫуралнине ӗнентерекен документ илнӗ. Вӑл - Данила Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() bitnovosti.com сайтри сӑн Етӗрне районӗнче 62 ҫулти хӗрарӑм суд сакки ҫине ларнӑ. Вӑл хӗрне ҫӗҫӗпе суранлатнӑ. Куншӑн суд ӑна тӗрмене хупмасӑр 3 ҫуллӑха айӑпланӑ. Суд ларӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗр раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӑл хӗрӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Лешӗ ачине воспитани паман-мӗн, килтен тӑтӑшах тухса кайнӑ, темиҫе кун ҫухалса ҫӳренӗ. Хӗрарӑм судра хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Судья прокуратура шухӑшӗпе килӗшсе хӗрарӑма тӗрмене хупмасӑр 3 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳ районӗн тӗп пульници те кӑшӑлвируспа чирлисене йышӑнма пӑрахӗ. Вӑл ковид-госпиталь пек чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӗҫлеме тытӑннӑ. Халӗ юлашки пациентсене сывалса ҫитнӗ май киле ӑсатаҫҫӗ. Ҫӗннисене вара йышӑнмаҫҫӗ. Икӗ хутлӑ корпусра 3 уйӑх ҫурӑ кӑшӑлвируспа чирлӗ пациентсене сипленӗ. Стационарта хирурги, терапи, педиатри, реанимаци уйрӑмӗсем кӑшӑлвирус режимӗнче ӗҫленӗ. 3,5 уйӑх ҫурӑра 800 пациента сыватнӑ. Пульницӑра дезинфекци тунӑ, анчах хальлӗхе тухтӑрсем унта хӳтӗлев костюмӗпе ҫӳреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер Чӑваш Енре тата тепӗр автономи учрежденийӗ туса хунӑ. Вӑл «Чӑваш Республикин патшалӑх органӗсен ӗҫӗ-хӗлне йӗркелессипе ӗҫлекен республика служби» ятлӑ пулӗ. Ӑна «Чӑваш Республикин Элтеперӗн Администрацийӗн автобази» бюджет учрежденийӗ вырӑнне йӗркеленӗ. Автономи учрежденийӗ республикӑн патшалӑх органӗсем йышӑнакан административлӑ ҫуртсене тытса тӑнипе пӗрлех вӗсене транспортпа тивӗҫтерӗ. Чӑваш Ен Элтепрӗн Администрацийӗн автобазин харпӑрлӑхӗнче пулнӑ мӗнпур пурлӑх ҫӗнӗ учреждение куҫӗ. Аса илтерер: ӗнер Туризма аталантаракан агентство йӗркеленӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑри бизнес-инкубатор тата Ҫамрӑксен пуҫарӑвӗсен центрӗ яш-хӗр хушшинче конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Вӗсене республикӑри туризм брендне /логотипне/ хатӗрлеме сӗнеҫҫӗ. Конкурса шкул ачисем, студентсем, ӗҫлекен ҫамрӑксем, автор коллективӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ӗҫсене нарӑсӑн 15-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗччен mail@rbi21.ru электронлӑ почтӑна йышӑнаҫҫӗ. Е ҫак адреспа пымалла: Шупашкар хули, 12-мӗш «Б» ҫурт, 4-мӗш хут. Ыйтса пӗлмелли телефон: (8352) 49-99-95. Конкурса пушӑн 25-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Финала тухнӑ 10 ҫын диплома, парнене тивӗҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |