Республикӑра
![]() Раҫҫей Перекет банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмне ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Вӑл — Анастасия Трутнева. Кунта ӗҫлеме пуҫличчен вӑл Владимир облаҫӗнчи уйрӑмӑн управляющийӗн ҫумӗ пулнӑ. Банкӑн Атӑл-Волга банкӗн председателӗ, вице-президенчӗ Петр Колтыпин ҫӗнӗ управляющи пирки «тухӑҫлӑ ертӳҫӗ» тесе хакланӑ. Анастасия Трутнева Иркутскри патшалӑх экономика академийӗнчен 2000 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Унта вӑл экономика факультетӗнчен «Финанс тата кредит» специальноҫа алла илнӗ. Банк тытӑмӗнче 2001 ҫултанпа тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов Улатӑр хулине килӗштернӗ. Кун пирки вӑл паян Фейсбукра пӗлтернӗ. «Улатӑр — пуян историллӗ, «купса предпринимательствин» йӑли-йӗркипе пуян, тӗлӗнмелле, хитре хула», — пӗтӗмлетнӗ вице-премьер. Ҫав вӑхӑтрах ӑна вырӑнти таврапӗлӳ музейӗ экспоначӗсем тусанланни вара шухӑша путарнӑ. Лайӑх енчен министр ҫынсене: ырӑ кӑмӑллӑ та хӑнасене тараватскерсене — палӑртнӑ. Министр Улатӑрта канмалли кунсенче пулнӑ. Унта вӑл халиччен пулса курманнине пытарман. Дмитрий Краснов хулари чиркӳсенче те пулнӑ. ⠀ ⠀ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() activefisher.net сайтри сӑн Етӗрне районӗнче юханшывра тетел лартса пулӑ тытма хӑтланнӑ арҫынна тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пулӑҫа рейд ирттернӗ вӑхӑтра асӑрханӑ. Етӗрне районӗнче пурӑнакан 46 ҫулти арҫын пӑр катмалли хатӗрпе, вӗренпе, пралукпа усӑ курса Вылӑ юханшывӗнче тетел карнӑ. Тетелӗ 30 метр тӑршшӗ пулнӑ. Ҫапла майпа вӑл пулӑ тытнӑ. Арҫын патшалӑха 7 пин тенкелӗх тӑкак кӳнӗ. Браконьер ӗҫӗпе аппаланнӑшӑн арҫынна 2 ҫул таран ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Россельхознадзор тунӑ сӑг Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче тата кӑҫал вилнӗ хир сыснисен Африка мурӗ пулнине палӑртнӑ. Ҫавна май Хӗрлӗ Чутай районӗнче карантин пулнине пӗлтернӗ. Халӗ лару-тӑрӑва Россельхознадзор тӗрӗслесе тӑрать. Карлач уйӑхӗнче сунарҫӑсем 26 хир сысни тытнӑ. Тепӗр пиллӗкӗшне шутне чакарас тӗллевпе пенӗ. Улатӑр районӗнче вилнӗ 5 хир сысни тупнӑ. 36 чӗрчуна тӗпчеве янӑ – вӗсен Африка мурӗ ҫукки паллӑ. Персе вӗлернӗ тата хӑйсем вилнӗ чӗрчунсен те нимӗнле чир ҫук. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ Чӑваш Енре 1081 хир сысни пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ивановсен архивӗнчи сӑн Шупашкар районӗнчи Шӑнкас ялӗнче пурӑнакан мӑшӑр кашни ҫулах кил умне юртан ӑсталанӑ кӳлепесемпе илемлетет. Николайпа Ираида Ивановсем ав халӗ те кӳлепесем хатӗрленӗ. Вӗсем – Юратакансен кунӗпе ҫыхӑннисем. Ҫак илемлӗ вырӑнта сӑн ӳкерӗнме пулать. Ивановсем каланӑ тӑрӑх, ҫак кӗтесе ӑсталама 3 кун кирлӗ пулнӑ. Ӑна вӗсем каҫхине ӗҫ хыҫҫӑн тунӑ. Кил умӗнче юртан хатӗрленӗ чӗресем вырӑн тупнӑ. Кил хуҫи хӑйех гирлянда ӑсталанӑ. Ираидӑпа Николай 37 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем виҫӗ ывӑл ӳстернӗ, халӗ мӑнукӗсемпе савӑнаҫҫӗ. Кӑҫал вӗсен картишӗнче ҫулталӑк палли Вӑкӑр та пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри олимп резервӗн спорт шкулӗсенче тӑрӑшакан тренерсем уйӑхсерен вӑтамран 22 пин тенкӗ ӗҫ укҫи илеҫҫӗ. Ку вӑл хушма пӗлӳ паракан организацисенче илекенсен шалӑвӗнчен 25 процент пӗчӗкрех. Тренерсемшӗн ҫивӗч ыйтӑва Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Стратеги аталанӑвӗ тата проект ӗҫ-хӗлӗ енӗпе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗнче хускатнӑ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, шалу виҫине тишкермеллех. Унтан та ытларах — ку ыйтӑва Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗсемпе пӗрле татса памалла тесе каланӑ. Тренерсен шалӑвӗ Федерацин Атӑлҫи округӗнче чи пӗчӗкки иккен. Раҫсейри вӑтам шалуран вара икӗ хут сахалрах. Республика Элтеперӗ тренерсен шалӑвне педагогсемпе пӗрле ӳстермелле саккун йышӑнсан тӗрӗс. Ҫавӑн пек йышӑнӑва ҫӗршыв шайӗнче тумалла. Хальлӗхе вара ыйтӑва республикӑн Финанс тата Спорт министерствисен пӗр шухӑшлӑн пулса татса пама хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Эрнекун, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Енре «Сигберт» циклон хуҫаланӗ. Вӑл йӗпе юр тата ҫумӑр илсе килӗ. Кун пирки «Погода в Чувашии» пӗлтернӗ. Эрнекун каҫхине тата ирхине пӑрлӑ ҫумӑр ҫума, ҫав кун юр 10-15 сантиметр хулӑнӑш ларма пултарать. Ку вӑл — нарӑс уйӑхӗн ҫур виҫи. Республикӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗсенче, ҫав шутра Шупашкарта та, юр хулӑнӑшӗ 15-20 сантиметрпа танлашӗ. Каҫхине ҫанталӑк хӑвӑрт сивӗтӗ. Канмалли кунсенче пирӗн тӑрӑхра 20 градус таран сивӗтӗ, уяр чухне — 25 градус таран. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи коммунистсем Социаллӑ пулӑшу центрӗ уҫнӑ. Вӑл Кӳкеҫри Теплица урамӗнчи 12-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Чӑваш парламенчӗн депутачӗ Александр Андреев Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, центра пыракансем хӑйсене килӗшнӗ тумтире, пушмака, ача-пӑча валли теттесем суйласа илме пултараҫҫӗ. Центрӑн ӗҫ вӑхӑчӗ — ирхи 9 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен. Вӑл тунтикунтан пуҫласа эрнекунччен ӗҫлӗ. Сӑмах май каласан, Социаллӑ пулӑшу центрӗнче кирек кама та хапӑл туса кӗтсе илӗҫ. Тӑхӑнма чиперех, анчах хӑвӑра кирлӗ мар япаласене илсе пырсан савӑнӗҫ тата тав тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ua-vk.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тинех-тинех! Ҫаплах хакламалла ку йышӑнӑва. Чӑваш Енри «вӑрҫӑ ачисене» республикӑра ҫӑмӑллӑх пама йышӑннӑ. Тӗрӗссипе, ку ыйтӑва пӗрмай хускатнӑ. Республикӑн унчченхи Элтеперӗ ирттернӗ тӗл пулусенчен пӗринче майлӑ самантпа усӑ курса ҫак йӗркесен авторӗ те ашшӗсене вӑрҫӑра ҫухатнисене кӑшт та пулин пулӑшма май ҫук-ши тесе кӑсӑкланнӑччӗ. «Вӑрҫӑ ачисем» пӗлтӗр пурне те кӗртрӗҫ. Ашшӗ хыҫӗнче ӳснисене те, ашшӗсене ҫапӑҫу хирӗнче ҫухатнисене те. Ӗнер республика Элтеперӗ Олег Николаев республикӑн Патшалӑх Канашне тухнӑ Ҫырура «вӑрҫӑ ачисем» пирки аса илнӗ. Унта вӑл пӗлтӗр пирӗн тӑрӑхра «вӑрҫӑ ачисен» статусне ҫирӗплетнине аса илнӗ. Ҫав категорие кӗрекенсене ӳлӗмрен пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳленӗ чухне ҫӑмӑллӑх парӗҫ. Ыйту укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннине кура республика хыснине улшӑну кӗртнӗ чухне ҫавна шута илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрле районне кайсан Сӑр хӳтӗлев чиккине чавнӑ ҫынсене халалланӑ стеллӑна курма пулать. Ӑна кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Палӑртмалла: республикӑра кунашкал стеллӑсем татах пулӗҫ. Чи пысӑк комплекса Куславкка районӗнче, «Атӑл» М-7 ҫул ҫинче, вырнаҫтарӗҫ. Ҫавӑн пекех Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» асӑну паркӗнче, Етерне районӗнчи Ильина Гора ялӗнче палӑксем лартма палӑртнӑ. Аса илтерер: Чаваш Енре 2021 ҫула Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ паттӑр ҫынсене халалланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |