Республикӑра
![]() Куславккара ача пахчи валли пристрой тума тытӑннӑ та ӑна паянхи кунччен те вӗҫлеймен. «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗсем ку ыйтӑва тишкернӗ. Хулари «Комаровка» микрорайонта шкул пур, ача пахчи вара ҫук. Ашшӗ-амӑшӗ ачисене хула варринчи ача пахчине илсе ҫӳрет. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче 2-мӗш шкул ҫумне пристрой тунӑ. Унта 40 ача валли вырӑн пулмалла. Анчах шӑпӑрлансем халӗ те унта ҫӳремеҫҫӗ-ха. Строительство ӗҫӗсем пӗтнӗ-ха, хатӗр-хӗтӗрӗн пӗр пайне туяннӑ, анчах уншӑн тӳлемен. Пӗтӗмпе тата 4 миллион тенкӗ тӳлемелле. 10,5 пин тенкине тӳленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пӑрачкав районӗнчи ача пахчинче пилӗк ҫын кӑшӑлвируспа чирлесе ӳкнӗ. Кун пирки район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Евгений Лебедев оперативлӑ штаб ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, воспитательницӑн упӑшки шапаша ҫӳренӗ, унта кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӑл килсен арӑмӗ те чирлесе ӳкнӗ, анчах килте ларман, ӗҫе тухнӑ. Ҫапла 5 ҫын инфекциленнӗ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра 10 шкулти 11 класс дистанци мелӗпе вӗренет, училище-техникумра – 3 ушкӑн. Куславкка районӗнчи Энтри Пасар шкулне вара карантина хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 19 сехетре ҫӑлавпа шырав пульчӗ ҫине хыпар ҫитнӗ: Атӑл леш енчи «Прометей» кану бази ҫывӑхӗнче арҫын ҫухалса кайнӑ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна тӳрех тухнӑ. Пӗрисем юрҫӳренпе кайнӑ, тепӗр ушкӑн ҫынсене шырамалли ятарлӑ хатӗрпе каярахпа ҫитнӗ. Ҫанталӑк сивӗ тӑрать те питӗ хӑрамалла. Шӑнса кӳтесси те инҫех мар-ҫке-ха. Юрать-ха, ҫухалнӑ арҫынна часах тупнӑ. Ӑна полици ӗҫченӗсем патне илсе ҫитернӗ. Арҫынна тухтӑрсене сывлӑхне тӗрӗслеттерме сӗннӗ. Анчах вӑл васкавлӑ медпулӑшу чӗнтерме хирӗҫ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Прокуратура тунӑ сӑн Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Этмен ялӗнче пурӑнакансем шыв ҫуккипе нушаланаҫҫӗ. Вӗсен шыв патне кӳршӗ ялсене ҫӳреме тивет. Хӑш чухне пӗвере вак касаҫҫӗ. Ял ҫыннисем мӗнле нушаланнине видео ӳкерсе тӗнче тетелне лартнӑ. Ҫакна прокуратура асӑрханӑ. Хальлӗхе яла машинӑпа шыв кӳрсе килеҫҫӗ, ҫынсем кӗленчесене, бидона тултараҫҫӗ. Ялта башня ҫук. Кун пек чухне саккунпа килӗшӳллӗн вырӑнти влаҫӑн пусӑсем тумалла е шыв кӳрсе килсе памалла. Хӑшӗ-пӗри килте пусӑ чавнӑ-ха, анчах унта та шыв сахал. Ялта пурин те килте ҫӑл ҫук. Мӑн Этмен ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ку ыйтӑва татса пама тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Карӑклӑ тата Юмансар ялӗсен хушшинче кашкӑрсен кӗтӗвне асӑрханӑ. Ҫакна шкул автобусӗнче пыракан ҫынсем курнӑ. Пӗтӗмпе 17 кашкӑр пулнӑ. ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ку вырӑнтан ачасем шкула ҫӳреҫҫӗ, ҫынсем утаҫҫӗ. Ҫав кунах вырӑнти администрацие кун пирки пӗлтернӗ. Тӳре-шара мерӗсем йышӑннӑ. Сунарҫӑсем 7 кашкӑра персе вӗлернӗ, тепӗр 10-шӗ тарнӑ. Сӑмах май, нумаях пулмасть Хӗрлӗ Чутай районӗнче Африка мурӗпе чирлӗ хир сыснисене тупнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Ковали Админов" сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрмар районӗнчи Кавал ялӗ ҫывӑхӗнче овчарка хуҫине тӑваттӑмӗш кун кӗтет. Ял халӑхӗ уншӑн пӑшӑрханать. Йытӑ начарланса кайнӑ, пластик кӗленче кӑшлама тытӑннӑ. Овчарка паянхи кун та хуҫине кӗтет, ниҫта та каймасть. Анчах ҫынсене те хӑйӗн патне пыртармасть. Ҫынсем ӑна ҫитерме тӑрӑшаҫҫӗ-ха, анчах патне пыма хӑраҫҫӗ. «Ахӑртнех, хуҫи таҫта кайнӑ. Йытта питӗ шел, питӗ начарланнӑ. Ахӑртнех, ӑна кӳршӗ ялтисем килсе янӑ», - тенӗ ял ҫынни. Вырӑнти халӑх хӑйсен хушшинче ӑна «Ковалинский Хатико» ят панӑ. Вӗсем йытӑн хуҫи тупӑнасса шанаҫҫӗ. Унчченхиех пулӗ-и вӑл е ҫӗнни-и – пӗлтерӗшлӗ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() novosti-saratova.ru сайтри сӑн Йӗпреҫ районӗн сучӗ 33 ҫулти арҫын тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Арҫын ҫул ҫинче пӑтӑрмаха ҫакланнӑ та тарнӑ, машинине вара вӑрласа тарнӑ тесе евитленӗ. Пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫак арҫын ВАЗ-210930 рулӗ умӗнче пулнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. «Нурӑс – Патӑрьел – Елчӗк» ҫул ҫинче вӑл руле итлеттереймен, кювета чӑмнӑ. Арҫын яваплӑхран пӑрӑнас тесе машинӑран тухнӑ та тарнӑ, полицие пырса машинӑна вӑрланӑ тесе пӗлтернӗ. Суд арҫынна 200 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Приговор вӑя кӗмен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() astrakhanfm.ru сайтри сӑн Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи тӑватӑ регион федераци хыснинчен укҫа илӗ. Унпа ялсене атлантарӗҫ. Хушӑва РФ премьерӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ. Ҫак йышра Чӑваш Ен те пур. Раҫҫейре ялсене аталантарма 2,47 млрд тенӗ уйӑрӗҫ. Вӗсене 22 регион хушшинче пайлӗҫ. Ку укҫапа ялсенче шкулсем, ача пахчисем, спорткомплекссем, бассейнсем тата ытти тӑвӗҫ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, 7 пин ытла ӗҫ вырӑнӗ хатӗрлӗҫ. Кунсӑр пуҫне 1,16 млрд тенкӗ ял ипотекине субсидилеме уйӑрӗҫ. Чӑваш Енри ялсене аталантарма 14 млн та 105 пин те 400 тенкӗ уйӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫал Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси ялӗнчи шкулта пушар пулнӑранпа 60 ҫул ҫитет. Ҫавна май инкек пулнӑ вырӑнта часавай уҫасшӑн. Кун пирки РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков Аслӑ экономика ларӑвӗнче пӗлтернӗ. 1961 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пулнӑ пушарта 110 ҫын вилнӗ: 106 ача тата 4 аслӑ ҫын. Ҫав кун физика вӗрентекенӗпе икӗ ача кинофильм кӑтартма хатӗрленнӗ. Вӗсен айӑпне пула шкул ҫунма тытӑннӑ. Аслӑраххисем, вӑйлӑраххисем ҫеҫ урама тухса ӗлкӗрнӗ. Вилнисене тепӗр кун тӑванла масар ҫинче пытарнӑ. Унта чи ҫывӑх ҫыннисене ҫеҫ кӗртнӗ. 1994 ҫулта пушар вырӑнӗнче палӑк лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен паттарлӑхне халалланӑ ҫулталӑкӑн логотипне, брендбукне суйланӑ. Ку пирки ЧР Культура министерстви пӗлтерет. Конкурса 40 ӗҫ килнӗ. Малтан комисси чи вӑйлӑ 3 ӗҫе суйланӑ, унтан вӗсене Шупашкарти икӗ шкулта вӗренекенсем хакланӑ. Вӗсен шухӑшне шута илсе ҫӗнтерӳҫе суйланӑ. Шупашкарта пурӑнакан Игорь Леонтьевич Андреевӑн ӗҫӗ чи лайӑххи пулса тухнӑ. Вӑл – ӳнерҫӗ, мадельер, Раҫҫей ӳнерҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ. Автора 400 пин тенкӗ парӗҫ. Тата логотипӑн правине пӗтерме тепӗр 100 пин тенкӗ хушӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гордеев Денис Викторович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |