Шупашкар районӗнчи 49 ҫулти хӗрарам пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче тӗнче тетелӗнче Таро картпа пӑхни пирки пӗлтерӳ курнӑ. Лешӗ онлайн мелпе ӗҫленӗ.
Хайхи юмӑҫ тӗнче тетелӗнче ҫырӑнса Шупашкар хӗрарӑмӗнчен пӗрмай укҫа куҫарма ыйтнӑ. Пӑснине сирме-мӗн. Лешӗ 900 яхӑн пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Кӑрлач уйӑхӗнче хайхи юмӑҫ тӑрук ҫухалнӑ. Хӗрарӑм полицие кайса пулӑшу ыйтнӑ.
Йӗрке хуралҫисем ҫакна Сочире пурӑнакан 42-ри хӗрарӑм тунине палӑртнӑ. Ӑна тытса чарнӑ, пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарма шантарнӑ. Палӑртмалла: хӗрарӑм унччен судпа айӑпланман.