Шупашкар районӗнче пурӑнакан 16 ҫулти каччӑ тивӗҫлӗ канури хӗрарӑмӑн укҫине илнӗ. Вӑл ӑна ҫуртне юсаса пама шантарнӑ. Анчах сӑмахне тытман. Ватӑ хӗрарӑмӑн полицие кайма тивнӗ.
74 ҫулти хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче вӑл дачӑра строительство ӗҫӗсене пурнӑҫлама пулӑшни пирки хыпарланӑ пӗлтерӗве курнӑ. Унти номерпе шӑнкӑравланӑ, каччӑпа карта улӑштармалли пирки калаҫса татӑлнӑ. Лешӗ ӗҫе пурнӑҫланӑ. Кайран вӑл ӑна ҫурта тулаш енчен ҫапма, тӑррине витме хушнӑ. Стройматериалсем туянма тесе каччӑна 135 пин тенкӗ панӑ. Анчах ӗҫе ниепле те пуҫӑнман, вӑл укҫана тавӑрса пама ыйтнӑ.
Каччӑ укҫине хӑйех хуратӑп тесе кинемейрен банк карттине, унӑн пин-кодне ыйтнӑ. Лешӗ килӗшнӗ. Карттӑ ҫинче укҫа пулман. Анчах блокировка пулнӑ. Каччӑ ӑна илме темиҫе хутчен укҫа ыйтнӑ. Кинемей тепӗр 145 пин куҫарса панӑ. Каччӑ укҫана тавӑрмассине вӑл темиҫе уйӑхран тин ӑнланнӑ. Полицейскисем 16-ри каччӑна часах шыраса тупнӑ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ӗҫе ҫуркунне пуҫӑнма шутланӑ, укҫине хӑй пӗлнӗ пек тӑкакласа пӗтернӗ.