Хулара
![]() zen.yandex сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан арҫын укҫа хывса пуяс тенӗ те темӗн чухлех парӑма кӗрсе кайнӑ. Халӗ унӑн банка, пӗлӗшӗсене укҫа парса татмалла. Йӑлтах халӑх тетелӗнче укҫа хӑвӑрт ӗҫлесе илмелли пирки хыпарланӑ пӗлтерӗве курнинчен пуҫланнӑ. Вӑл унта хӑйӗн номерне хӑварнӑ. Часах унпа суя брокерсем ҫыхӑннӑ. Арҫын вӗсем каланипе биржа патне кӗме май пултӑр тесе телефонӗ ҫине сарӑм вырнаҫтарнӑ, счечӗ ҫине 15 пин тенкӗ хунӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна пысӑкрах укҫапа выляма сӗннӗ. Арҫын банкран кредит илнӗ, пӗлӗшӗсенчен укҫа ыйтнӑ. Ҫапла вӑл ултавҫӑсене 2 миллион та 960 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах арҫын укҫа-тенке каялла тавӑрайман. Ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнлансан вӑл полицие кайса пулӑшу ыйтнӑ. Кун тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |