Шупашкарта пурӑнакан 79 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, унӑн килти телефонӗ ҫине палламан хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ, хӗрӗн тусӗ тесе паллаштарнӑ. Хайхискер мӑнукӗ айӑпӗпе авари пулни пирки каланӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ ан пуҫарччӑр тесен укҫа памалла-мӗн. Кун валли 1 миллион тенкӗ кирлӗ имӗш. Ватӑ хӗрарӑм хӑраса ӳкнипе палламан ҫын мӗн каланине йӑлтах тунӑ. Анчах унӑн ун чухлӗ укҫа пулман, мӗн пуррине парса яма килӗшнӗ.
Кӗҫех ун патне арҫын килнӗ, 300 пин тенке тата апат-ҫимӗҫ илсе кайнӑ. Кӑштахран ватӑ хӗрарӑм мӑнукӗпе нимӗн те пулманнине пӗлнӗ.
Ҫав кунах 83-ри тата 73 ҫулти хӗрарӑмсем полицие пынӑ. Вӗсем те ҫавнашкалах улталаннӑ. Пӗри – 100 пин, тепри 200 пин тенкӗ куҫарса панӑ.