Хулара
![]() saratov.doctorbormental.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫын ултавҫӑсен серепине ҫакланнӑ. Унӑн полицирен пулӑшу ыйтма тивнӗ. Акӑ мӗнле пулса иртнӗ: 45 ҫулти арҫын патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл банк ӗҫченӗ имӗш. «Пирӗн банкра кредит заявки хӑварман-и эсир?» - тесе ыйтнӑ унран. Арҫыннӑн ят-шывне те тӗрӗс каланӑ. Лешӗ заявка хӑварманнине пӗлтернӗ. Хайхискер «юмах» ҫаптарма пуҫланӑ: эппин, унӑн ячӗпе такам заявка хӑварнӑ, укҫа-тенке «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма сӗннӗ. Палламан ҫын Ҫӗнӗ Шупашкар арҫыннине полицие, банка каймалла марри пирки асӑрхаттарнӑ. Ӑна банкра ӗҫлекен ҫынсем улталама пултарнӑ имӗш. Арҫын кредит картти ҫинчен 426 пин тенкӗ илсе палламан ҫын каланӑ счет ҫине куҫарнӑ. Каҫхине вӑл кун пирки пӗлӗшне каласа кӑтартнӑ. Ҫавӑн чухне тин вӑл ултавҫӑ аллине лекнине ӑнланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |