Республикӑра
![]() time56.ru сайтри сӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи почта уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ икӗ уйӑхра кӗсйине 800 пин ытла тенкӗ чикнӗ. Кун пирки ЧР прокуратури пӗлтерет. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, 2020 ҫулхи ҫӗртме-утӑ уйӑхӗсенче вӑл суя документсем хатӗрленӗ. Ҫапла вӑл почта уйрӑмӗн кассине хӑйӗн 860 пин тенкине хунӑ имӗш. Документсене хатӗрленӗ хыҫҫӑн ҫав укҫа пуҫлӑхӑн счечӗ ҫине куҫнӑ. Хӗрарӑм ӑна ӗҫри компьютерпа усӑ курса куҫарнӑ. Приговор вуланӑ чухне хӗрарӑм тӑкакӑн пӗр пайне саплаштарнине, унӑн пӗчӗк ачасем пулнине шута илнӗ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 ҫуллӑха айӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри агропромышленность комплексӗн ветеранӗсен союзӗн председательне Александр Самылкина «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑлӗҫ. Кун пек хушӑва Олег Николаев Элтепер паян алӑ пуснӑ. Александр Петрович 1951 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Иккӗмӗш Липовка ялӗнче ҫуралнӑ. 1978 ҫулта Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумӗнчен, 1985 ҫулти Горькинчи аслӑ парти шкулӗнчен, 1996 ҫулта Мускаври патшалӑх социаллӑ университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Коминтерн ячӗллӗ колхозри колхозникран председателе ҫитнӗ. Унтан райком тытӑмӗнче, районти ҫыхӑну узелӗн пуҫлӑхӗнче, Чӑваш Республикин Почта ҫыхӑнӑвӗн управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче, ЧР Патшалӑх Канашӗн аппаратӗнче ӗҫленӗ, чӑваш парламенчӗн депутачӗ те пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() rg.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре пурӑнакан тепӗр ҫын миллионера тухнӑ. «Столото» пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 5 миллион ытла тенкӗ выляса илнӗ. Анчах хальлӗхе укҫана илес ыйтупа килмен-ха. Паян «Спортлотора» пирӗн ентеше ӑннӑ. Вӑл 28, 8, 21, 13, 34, 4 хисепсене пӗлсе суперпарнене, 5030476 тенкӗ, выляса илнӗ. «Столото» пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫын укҫа патне килмен. Ҫакӑ ҫеҫ паллӑ: вӑл билета киоскра 400 тенкӗпе туяннӑ. Сӑмах май, кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан ҫын лотерейӑра 4,2 миллион ытла тенкӗ выляса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян ирхине 7 сехетре Красноармейски районӗнчи Карайра шыв башни йӑтӑнса аннӑ. Тӳрех каламалла: ӑна пӗлтӗр ҫеҫ республика хыснинчи укҫапа лартнӑ. ЧР Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, подряд организацийӗ башньӑна лайӑх ҫирӗплетмен, япӑх ҫанталӑкра ӗҫленӗ. Подрядчик ҫӗнӗ башня туяннӑ вӑхӑтра ял ҫыннисем шывсӑр ан ларччӑр тесе вӑхӑтлӑха киввине вырнаҫтарӗҫ. Подрядчик ҫӗнӗ башня саккас панӑ ӗнтӗ, ӑна гаранти срокӗпе тӳлевсӗрех лартса парӗҫ. Палӑртмалла: кӑҫал республикӑра 99 башньӑна юсама укҫа уйӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Инфомполитика министерствинчен Цифра министерстви туса хурӗҫ. Ҫакӑн пек йышӑну проектне республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче ырланӑ. Улшӑнусемпе цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Кристина Майнина паллаштарнӑ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, министерство ҫинчен калакан положенире улшӑнусем пулӗҫ. Федераци шайӗнчи евӗрех пирӗн регионта та Информполитика министерстви вырӑнне Цифра министерстви туса хурӗҫ. Министерство цифра аталанӑвӗпе ҫине тӑнипе пӗрлех патшалӑх вӑрттӑнлӑхне тата ӗҫри информацие хӳтӗлессипе те ӗҫлеме пуҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ҫӗнтерӳ уявӗ ячӗпе Чӑваш Енри ветерансене те укҫа парӗҫ. Палӑртмалла: ку хавхалантарӑва 2019 ҫултанпа Раҫҫейри мӗнпур ветерана параҫҫӗ. Вӑл 10 пин тенкӗпе танлашать. Ку укҫана республикӑри 254 ветеран тивӗҫӗ. Укҫана илес тесен нимӗн те ҫырмалла мар. Ветерансене ӑна ака уйӑхӗнче пенси укҫипе парӗҫ. Республикӑра пурӑнакан 254 ветеранран 52-шӗ – сусӑр, 202-шӗ вӑрҫа хутшӑннӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр 10 пин тенке республикӑра 404 ветеран тивӗҫнӗ. Шел те, вӗсен йышӗ кашни ҫулах сахалланса пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пушара хирӗҫле ятарлӑ режим туса хурасшӑн. Кун пек йышӑнӑва ӗнер республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче тишкернӗ. Документӑн проектне унта ыралнӑ. Ятарлӑ режим вӑхӑтӗнче кӑвайт чӗртме, кӑмрӑк ҫинче апат хатӗрлеме, вӑрманта тата ун ҫывӑхӗнче ҫӳп-ҫап ҫунтарма юрамӗ. Вӑрман тата ял хуҫалӑх тӗлевӗллӗ ҫӗрсем ҫывӑхӗсенчи ҫӗр лаптӑкӗсенче те типӗ курӑка ҫунтарма чарӗҫ. Пушар хӑрушлӑхӗ IV и V класа ҫитсен вӑрмансене кӗме те юрамӗ. Йӗркене епле пӑхӑннине тӗрӗслесе тӑрӗҫ. Каланине итлеменнисене явап тыттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Чӑваш Енре пушарта шар курнӑ ҫынсене укҫан пулӑшма палӑртнӑ. Ку проектпа ӗҫлев министрӗ Алена Елизарова Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче паллаштарнӑ. Пушарта ҫуннӑ ҫемьене кашни ҫын пуҫне 10-шар пин тенкӗ парасшӑн. Енчен те хуралтӑ таврашӗ (мунча, гараж, сарай тата ытти) ҫунса кайсан кӑшт сахалрах укҫа парӗҫ. Ун чухне пулӑшу 5 пин тенкӗпе танлашӗ. Республика хыснинче ҫынсене кунашкал пулӑшу пама укҫа пӑхса хунӑ ӗнтӗ. Аса илтерер: Канашри Разин урамӗнчи ҫуртра пушарта шар курнӑ ҫынсене укҫан пулӑшнӑ. Ун чухне ҫуртӑн тӑрри ҫуннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть Красноармейски районӗн администрацийӗ 2,4 млн тенкӗ тӑракан машина туянма хатӗрри пирки, ҫавна май аукцион иртесси ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Ун чухне хыпарланине аса илес тӗк, администраци ҫырнӑ условисем Toyota RAV4 машина пекрех пулнӑ. Виҫӗ кунранах, ӗнер, аукциона пӑрахӑҫланӑ. Ахӑртнех, ку хыпар массӑллӑ информаци хатӗрӗсене ҫитнипе те ҫыхӑннӑ. Машинӑна вырӑнти «Финанс тата хуҫалӑх енӗпе тивӗҫтерекен центр» хысна учрежденийӗ туянасшӑн пулнӑ имӗш. Пресс-релизра палӑртнӑ тӑрӑх, транспорт район администрацине мар, ҫак центра кирлӗ. Администраци пуҫлӑхӗ кун пирки пӗлсен ку йӗркесӗрлӗхе пӑрахӑҫлама хушнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Яндекс.Дзен сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре Чернобыль атом станцийӗнчи инкек пулнӑранпа 35 ҫул ҫитнӗ май тӗрлӗ мероприяти ирттерӗҫ. Ун валли ӗҫ ушкӑнне тата меопиятисен планне йӗркеленӗ. Ӗс ушкӑнӗн председателӗ пулма республикӑн вице-премьерӗ – вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Алла Салаевӑна шаннӑ, председатель ҫумӗ пулма – ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрне Алёна Елизаровӑна. Асӑннӑ йыша «Чернобыль» союзӑн республикӑри президентне Виктор Байдулова та кӗртнӗ. Аса илтерер: инкек 1986 ҫулхи ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Инкеке пӗтерме хутшӑннисенчен хӑшӗсем пирӗн хушӑмӑрта ҫук ӗнтӗ, юлнисен те сывлӑхӗ ҫирӗпех мар. Мероприятисен планне Республикӑри вӑрҫӑ ветеранӗсен клиника госпителӗнче Уҫӑ алӑксен кунне ирттерессине, радиацие пула шар курнисемпе вӗсен ҫемье членӗсене тухтӑрсем тӗрӗслессине те кӗртнӗ. Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнче хурлӑхлӑ митинг иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |