Республикӑра
![]() Чӑваш Енре «вӑрҫӑ ачисем» тата хисеплӗ донорсем юристсен тӳлевсӗр пулӑшӑвне илме пултарӗҫ. Паян Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николев Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвне ирттернӗ. Унта тӳлевсӗр юридици пулӑшӑвне илме пултаракан граждансен категорийӗн переченьне анлӑлатма йышӑннӑ. Реестра виҫӗ ҫӗнӗ категорие кӗртме сӗннӗ: «вӑрҫӑ ачисем» статусӗллисем, Раҫҫейӗн тата СССРӑн хисеплӗ донорӗсем, Чернобыльти тата ытти радиаци аварийӗсемпе инкексенче шар курнисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Карӑклӑ ялӗ ҫывӑхӗнче авари пулни ҫинчен, унта 7 ҫын аманни пирки пӗлтернӗччӗ. Вӗсенчен 2-шӗ 3-ри тата 7 ҫулти арҫын ачасем. Аса илтерер: ҫул ҫинче «Лада Приора» малти «Тойотӑран» иртсе каяс тесе ӑна пырса лекнӗ те транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Лада Грантӑпа» ҫапӑннӑ. Ҫав «Лада Грантӑра» Чӑваш Енри паллӑ блогерӑн, чӑвашлӑхшӑн ҫунакан Константин Доброхотовӑн ҫемйи пулнӑ. Костя кун пирки ӗнер Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, вӑл, унӑн мӑшӑрӗ Катя /вӑл та блогер/ аманнӑ. Салонра вӗсен ывӑлӗсем тата Костьӑн амӑшӗ пулнӑ. Пурне те пульницӑна илсе кайнӑ: Катьӑпа ачисене – Шупашкара, Костьӑпа амӑшне – Канаша. Халӗ вӗсем сипленеҫҫӗ. Катя пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасен шок пулнӑ, вӗсене психолог пулӑшӑвӗ те кирлӗ. Ҫемьене пулӑшу кирлӗ. Халӗ вӗсемшӗн укҫа ытлашши мар. Ҫак номерпа пулӑшма май пур: 89196535784. Коестантин Сергеевич Д. тесе ят тухать. |
Республикӑра
![]() prisursky.ru сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «Сӑрҫи» заповедникре ҫулӑм алхасма тытӑннӑ. Пӗтӗмпе 9 гектар вӑрман ҫуннӑ. Пушара ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне сӳнтернӗ. Ҫапах хальлӗхе пушарнӑйсем унтах ӗҫлеҫҫӗ. Унта 63 ҫын, 17 техника хутшӑнать. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енри вӑрмансенче пушар тухнӑ 11 тӗслӗхе шута илнӗ. Пӗтӗмпе 20,56 гектар ҫуннӑ. Вӑрман фончӗн ҫӗрӗ ҫинче 9 тӗслӗх пулнӑ, 11,47 гектар ҫинче ҫуннӑ. 6 тӗслӗхре пушар ҫулӑмпа асӑрханмасар усӑ курнӑран тухнӑ, виҫҫӗшӗнче – аҫа ҫапнине пула. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫак кунсенче Чӑваш Ен тӗп хулинче ҫӗнӗ клуб хутлӑхӗ уҫма хатӗрленеҫҫӗ. Вӑл Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн пулӗ. «Мой социальный центр» (чӑв. Манӑн социаллӑ центр) клуб хутлӑхне хута ярассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем халӗ малалла пыраҫҫӗ. Строительсем тар тӑкнипе пӗрлех йӗркелӳпе ҫыхӑннӑ ытти ӗҫе те пурнӑҫлаҫҫӗ. Ҫӗнӗ учрежденире ваттисем валли тӗрлӗ енӗпе кӑсӑклӑ мероприятисем иртӗҫ. Халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрпа танлаштарсан унти пурнӑҫа ҫулланнӑ ҫынсем хайсене кирлӗ пек йӗркелеме пултарӗҫ. Вӑл Константин Иванов урамӗнче вырнаҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Тӑвай районӗнче пурӑнакан арҫынна телефон вӑрланӑшӑн тытса чарнӑ. Халӗ вӑл унашкал ытти преступление тунипе туманнине тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм 20 пин ытла тенкӗ тӑракан телефонӗ ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Канашри автовокзалта унӑн телефонӗ йӗп те ҫип ҫухалнӑ. Видеокамерӑсене пӑхнӑ та ҫакӑ палӑрнӑ: билет туяннӑ чухне хӗрарӑмпа юнашар арҫын тӑнӑ, вӑл унӑн кӗсйинчен телефон туртса кӑларни курӑннӑ. Халӗ ҫак 42 ҫулти арҫын унашкал ытти преступление тунипе туманнине палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ. Сӑлтавӗ те пур: унӑн ҫумӗнче темиҫе сим-карта тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() severpost.ru сайтри сӑн Ывӑлне хӗненӗ амӑшӗ тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Ӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 1 ҫул та 11 уйӑх та 15 кунлӑха янӑ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хӗрарӑм Ҫӗрпӳре килте эрех ӗҫнӗ. Ҫакна 18 ҫул тултарман ывӑлӗ курнӑ та ӑна асӑрхаттарнӑ. Хӗрарӑма ку килӗшмен – арҫын ачана хӗненӗ: ӑна кӑкӑрӗ тӗлӗнчен 3 хутчен ҫапнӑ. Сӑмах май, хӗрарӑма унччен те хӗненӗшӗн суд ӗҫлеттерме йышӑннӑ, анчах вӑл ку тивӗҫе пурнӑҫламан. Хальхинче явап тытатех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхне халалланӑ палӑк Куславкка районӗнчи Куснар ялӗ ҫывӑхӗнче пулӗ. Пӗрремӗш чула ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хунӑ. Унта ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ. Анчах палӑк ҫитес ҫул ҫеҫ пулӗ. «Пысӑк объектсене, Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене, пирӗн ентешсем виҫӗ уйӑх ҫурӑра чавса пӗтернӗ. Ҫавна май асӑну палӑкне те ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт тума палӑртатпӑр», - тенӗ Олег Алексеевич. Ҫапах палӑка кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче уҫмӗҫ. Строительство министрӗ Павел Данилов пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пӗрремӗш тапхӑр ҫеҫ – лапама хатӗрлесси, хӑтлӑх кӗртесси – вӗҫленӗ. Палӑка ҫитес ҫул хӑпартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Мӑнҫурт ялӗнче пурӑнакансем пушарта шар курнӑ ҫемьене нимелле пулӑшаҫҫӗ. Халӑх нумай ачаллӑ ҫемьене инкекпе куҫа-куҫӑн хӑварман. Ҫурта ҫемье нумаях пулмасть хӑпартса лартнӑ пулнӑ. Пушар вара ӑна йӑлтах тӗп тунӑ. Ҫулӑм мунчана ҫеҫ ярса илеймен. Ҫавна май ҫемье пушар хыҫҫӑн унта выртса тӑрать. Ял ҫыннисем кӑмрӑк купине ҫаврӑннӑ пӳрте икӗ кунра тирпейлесе пуҫтарнӑ. Унтан никӗс янӑ. Нимелле ӗҫ вӗресе кӑна тӑнӑ. Палӑртмалла: пушарта шар курнӑ ҫемьере 4 ача: пӗри ҫарта, тепри салтакран таврӑннӑ, иккӗшӗ шкула ҫӳреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшлӑх университетӗнче тата В.И. Чапаев ячӗлл производство пӗрлешӗвӗнче тӑрӑшакансем тӗлӗнмелле резина хутӑшне патентлама пултарнӑ. Асӑннӑ хутӑш пуйӑс чукун ҫулпа пынӑ чухне вӑл чӗтреннине тата сасӑ кӑларнине пӗчӗклетме май парӗ. Рецептпа рельса ҫирӗплетнӗ чух усӑ курма пулать. Ҫакӑ рельссемпе усӑ курас вӑхӑта тӑсма пулӑшӗ. Чукун ҫул вакунӗсенче вара ытлашши шӑв-шав тӑмӗ. Ҫӗнӗлӗхе Чӑваш патшалӑх университетӗнчи Николай Кольцов тата В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗнчи Сергей Сандалов, Николай Ушмарин, Евгений Егоров шухӑшласа кӑларнӑ. Ҫӗнӗлӗхе 2021 ҫул вӗҫлениччен тӗрӗслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Электропуйӑс Канаша чип-чиперех ҫитсе чарӑннӑ. Тепӗр кун ирхине пӑхаҫҫӗ – вакуна такам ӳкерсе пӗтернӗ. Ҫӗрле вандал пуйӑса ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ. Анчах пуйӑс – альбом мар вӗт. Ӳкерчӗксене пула вӑл юрӑхсӑра тухнӑ. Ҫав ҫамрӑка часах тупнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пуйӑс ҫине ӳкернӗ каччӑ 26 ҫулта, Мускавра пурӑнать. Ҫав кун вӑл Канашра пулнӑ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре вӑл никам та ҫук чухне аэрозоль баллонсемпе усӑ курса вакун ҫине ӳкернӗ. Каччӑ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда пӑхса тухма ярса панӑ. Куншӑн 3 уйӑхлӑха арестлеме те пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ. | ||
| Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |