Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.2 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Тӑвай районӗнче пурӑнакан арҫынна телефон вӑрланӑшӑн тытса чарнӑ. Халӗ вӑл унашкал ытти преступление тунипе туманнине тӗрӗслеҫҫӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм 20 пин ытла тенкӗ тӑракан телефонӗ ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Канашри автовокзалта унӑн телефонӗ йӗп те ҫип ҫухалнӑ.

Видеокамерӑсене пӑхнӑ та ҫакӑ палӑрнӑ: билет туяннӑ чухне хӗрарӑмпа юнашар арҫын тӑнӑ, вӑл унӑн кӗсйинчен телефон туртса кӑларни курӑннӑ. Халӗ ҫак 42 ҫулти арҫын унашкал ытти преступление тунипе туманнине палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ. Сӑлтавӗ те пур: унӑн ҫумӗнче темиҫе сим-карта тупнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/73561
 

Республикӑра
severpost.ru сайтри сӑн
severpost.ru сайтри сӑн

Ывӑлне хӗненӗ амӑшӗ тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Ӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 1 ҫул та 11 уйӑх та 15 кунлӑха янӑ.

Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хӗрарӑм Ҫӗрпӳре килте эрех ӗҫнӗ. Ҫакна 18 ҫул тултарман ывӑлӗ курнӑ та ӑна асӑрхаттарнӑ. Хӗрарӑма ку килӗшмен – арҫын ачана хӗненӗ: ӑна кӑкӑрӗ тӗлӗнчен 3 хутчен ҫапнӑ.

Сӑмах май, хӗрарӑма унччен те хӗненӗшӗн суд ӗҫлеттерме йышӑннӑ, анчах вӑл ку тивӗҫе пурнӑҫламан. Хальхинче явап тытатех.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/73580
 

Республикӑра

Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхне халалланӑ палӑк Куславкка районӗнчи Куснар ялӗ ҫывӑхӗнче пулӗ. Пӗрремӗш чула ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хунӑ. Унта ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ.

Анчах палӑк ҫитес ҫул ҫеҫ пулӗ. «Пысӑк объектсене, Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене, пирӗн ентешсем виҫӗ уйӑх ҫурӑра чавса пӗтернӗ. Ҫавна май асӑну палӑкне те ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт тума палӑртатпӑр», - тенӗ Олег Алексеевич.

Ҫапах палӑка кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче уҫмӗҫ. Строительство министрӗ Павел Данилов пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пӗрремӗш тапхӑр ҫеҫ – лапама хатӗрлесси, хӑтлӑх кӗртесси – вӗҫленӗ. Палӑка ҫитес ҫул хӑпартӗҫ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗрпӳ районӗнчи Мӑнҫурт ялӗнче пурӑнакансем пушарта шар курнӑ ҫемьене нимелле пулӑшаҫҫӗ. Халӑх нумай ачаллӑ ҫемьене инкекпе куҫа-куҫӑн хӑварман.

Ҫурта ҫемье нумаях пулмасть хӑпартса лартнӑ пулнӑ. Пушар вара ӑна йӑлтах тӗп тунӑ. Ҫулӑм мунчана ҫеҫ ярса илеймен. Ҫавна май ҫемье пушар хыҫҫӑн унта выртса тӑрать.

Ял ҫыннисем кӑмрӑк купине ҫаврӑннӑ пӳрте икӗ кунра тирпейлесе пуҫтарнӑ. Унтан никӗс янӑ. Нимелле ӗҫ вӗресе кӑна тӑнӑ.

Палӑртмалла: пушарта шар курнӑ ҫемьере 4 ача: пӗри ҫарта, тепри салтакран таврӑннӑ, иккӗшӗ шкула ҫӳреҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/73537
 

Республикӑра

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшлӑх университетӗнче тата В.И. Чапаев ячӗлл производство пӗрлешӗвӗнче тӑрӑшакансем тӗлӗнмелле резина хутӑшне патентлама пултарнӑ.

Асӑннӑ хутӑш пуйӑс чукун ҫулпа пынӑ чухне вӑл чӗтреннине тата сасӑ кӑларнине пӗчӗклетме май парӗ.

Рецептпа рельса ҫирӗплетнӗ чух усӑ курма пулать. Ҫакӑ рельссемпе усӑ курас вӑхӑта тӑсма пулӑшӗ. Чукун ҫул вакунӗсенче вара ытлашши шӑв-шав тӑмӗ.

Ҫӗнӗлӗхе Чӑваш патшалӑх университетӗнчи Николай Кольцов тата В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗнчи Сергей Сандалов, Николай Ушмарин, Евгений Егоров шухӑшласа кӑларнӑ. Ҫӗнӗлӗхе 2021 ҫул вӗҫлениччен тӗрӗслӗҫ.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Электропуйӑс Канаша чип-чиперех ҫитсе чарӑннӑ. Тепӗр кун ирхине пӑхаҫҫӗ – вакуна такам ӳкерсе пӗтернӗ. Ҫӗрле вандал пуйӑса ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ.

Анчах пуйӑс – альбом мар вӗт. Ӳкерчӗксене пула вӑл юрӑхсӑра тухнӑ. Ҫав ҫамрӑка часах тупнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Пуйӑс ҫине ӳкернӗ каччӑ 26 ҫулта, Мускавра пурӑнать. Ҫав кун вӑл Канашра пулнӑ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре вӑл никам та ҫук чухне аэрозоль баллонсемпе усӑ курса вакун ҫине ӳкернӗ.

Каччӑ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда пӑхса тухма ярса панӑ. Куншӑн 3 уйӑхлӑха арестлеме те пултараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/73503
 

Республикӑра

2022 ҫула мӗне халалламалла? Чӑваш Енри тӳре-шара ҫак ыйту пирки шутлама тытӑннӑ. Хальлӗхе темиҫе сӗнӳ пур.

Ҫитес ҫулталӑка паллӑ ентешсене халаллама сӗннӗ. Ахальтен мар, 2022 ҫулта Андриян Николаев космоса ҫӗкленнӗренпе 60 ҫул ҫитет. Пиарщиксем 2022 ҫула Ача ҫулталӑкӗ е Медицина ҫулталӑкӗ тума сӗннӗ.

Ҫулталӑка мӗнле ят парӗҫ? Общество палатинчен, министрествӑсемпе муниципалитетсенчен сӗнӳсем кӗтеҫҫӗ.

Аса илтерер: кӑҫалхи ҫула Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен ӗҫ паттӑрлӑхне халалланӑ.

 

Республикӑра
porezk.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ.
porezk.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ.

Ӗнер пирӗн республикӑра аслатиллӗ ҫумӑр ҫуса иртнӗ, вӑйлӑ ҫил тухса кайнӑ хыҫҫӑн 11 районти 33 ял ҫутӑсӑр юлнӑ. Ҫутҫанталӑка пула 2763 ҫуртра ҫутӑ сӳнсе ларнӑ.

Пӑрачкав салинче, тӗслӗхрен, Сад урамӗнче йывӑҫ ӳксе ҫутӑ пӑралукне татса пӑрахнӑ, Яшин урамӗнче трансформатор подстанцине аҫа ҫапнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн унти 12 урам ҫутӑсӑр юлнӑ.

Паянхи, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнчи, ир тӗлне Йӗпреҫ, Пӑрачкав, Шупашкар, Ҫӗмӗрле районӗсенчи 14 ялта ҫутӑ пулман. Вӗсенчи 1244 ҫуртра ҫынсем электричествӑсӑр лараҫҫӗ. Ҫутӑ парассине кӑнтӑрла тӗлне вӗҫлеме палӑртнӑ.

Ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче те аслатиллӗ ҫумӑр, вӑйлӑ ҫил хыҫҫӑн республикӑри хӑш-пӗр вырӑнта ҫутӑ сӳнсе ларнӑччӗ. Ун чухне 17 пин ҫын ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ.

 

Республикӑра
ru.freepik.com сӑнӳкерчӗкӗ
ru.freepik.com сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри ведомствӑсенчен пӗринче, Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче, кадр резервне кӗртме кандидатсем шыраҫҫӗ. Кадр резервне темиҫе пай валли хатӗрлеҫҫӗ: финанс планлакан тата этноконфесси хутшӑнӑвӗсен пайӗсем валли специалистсен тата йӗркелӳ пайне пресс-секретарь резервне хатӗрлеҫҫӗ. Конкурса хутшӑнас кӑмӑллисен епле документсем тӑратмаллипе министерствӑн сайтӗнчи ҫак ярӑмра паллашма май пур.

Документсене ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗччен ӗҫ кунӗсенче 8 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен тата 13 сехетрен пуҫӑнса 19 сехетчен ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, Ленинград урамӗ, 33-мӗш ҫурт, 36-мӗш пӳлӗм, шӑматкунпа вырсарникун – канмалли кунсем. Министерство ҫуртне хальхи вӑхӑтра картиш енчен кӗртеҫҫӗ.

 

Республикӑра
news.myseldon.com сайтри сӑн
news.myseldon.com сайтри сӑн

Хӗрарӑм таксире телефон тупнӑ та ӑна хӑйӗнпе пӗрле илсе кайнӑ. Хуҫипе ҫыхӑнсан унран 40 пин тенкӗ ыйтнӑ. Телефонӗ вара 15 пин тенкӗ тӑраканскер пулнӑ.

Арҫын таксипе кайнӑ та телефонне манса хӑварнӑ. Таксист номерне шыраса тупнӑ ҫӗре телефон урӑх ҫын аллине лекнӗ. Ку ҫапла пулса иртнӗ: 29 ҫулти хӗрарӑм такси чӗннӗ, водитель вара ӑна йытӑпа лартма килӗшмен. Ку тухса кайнӑ. Таксист ларкӑч ҫинче телефон выртнине курсан хӗрарӑма чӗннӗ. Лешӗ ним пулман пек тав тунӑ та ют ҫын телефонне илсе кайнӑ.

Телефон хуҫи 40 пин пама килӗшмесен вӑл ӑна пӗлӗшне тыттарнӑ. Полици 29 ҫулти хӗрарӑма шыраса тупнӑ тӗле телефон тата тепӗр ҫын аллине лекнӗ. Ҫапла ӑна тупайман та.

Хӗрарӑм тӑкака саплаштарма шантарнӑ, анчах сӑмахне тытайман. Ӑна суд кӗтет.

 

Страницӑсем: 1 ... 182, 183, 184, 185, 186, 187, 188, 189, 190, 191, [192], 193, 194, 195, 196, 197, 198, 199, 200, 201, 202, ...626
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахҫанхи ӗҫсене пурнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫывӑх ҫынсенчен пӗри сирӗн пурнӑҫра стабильлӗх ҫуккишӗн кӑмӑлсӑрланма пултарӗ. Ахӑртнех, эсир тӑрӑшсан лару-тӑрӑва йӗркелеме пултаратӑр. Нимӗн те тумасан лару-тӑру ҫивӗчленӗ ҫеҫ.

Ҫу, 13

1940
85
Егоров Николай Егорович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та