Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ИТ-специалистсем

Республикӑра
digital.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
digital.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре ҫитес виҫӗ ҫулта 3 пин ИТ-специалист ҫитмӗ. Ҫакӑн пек пӗтӗмлетнӗ республикӑн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви регионти пысӑк ИТ-компанисене явӑҫтарнӑ ыйтӑм тӑрӑх.

«Ку вӑл пысӑк цифра. Ҫавӑнпа та эпир ИТ-компанисемпе тата вӗренӳ заведенийӗсемпе пӗр шухӑшлӑ пулса кадрсене хатӗрлес ыйтупа ӗҫлеме палӑртатпӑр», — тенӗ ведомство ертӳҫи Кристина Майнина.

 

Экономика
oko-planet.su сӑнӳкерчӗкӗ
oko-planet.su сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре ИТ-специалистсене ытларах вӗрентсе кӑларма тытӑнӗҫ.

Паянхи куна илсен, республикӑн экономикине 350-а яхӑн ИТ-специалист кирлӗ. Суту-илӳпе промышленность палати шухӑшланӑ тӑрӑх, 2022 ҫул тӗлне ун пек специалистсен йышӗ икӗ хута яхӑн ӳсӗ, тепӗр майлӑ каласан, Чӑваш Ен экономикинче ИТ-кадрсем 700 ҫын таран кирлӗ пулӗҫ.

Республика ертӳҫи Олег Николаев ЧР Вӗренӳ тата Цифра аталанӑвӗн министерствисене вӑтам тата аслӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче квота шутне ӳстермеллине хушса каланӑ.

Паянхи куна илсен, ИТ-специалистсене 7 техникумпа 5 аслӑ шкулта хатӗрлеҫҫӗ. 21 шкул ИТ-классем йӗркелес проекта хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем 2022-2023 ҫулсенче ӗҫлесе каймалла. Ачасем валли ИТ-лагерьсем, хакатонсем йӗркелеме, вӗренекенсене ИТ-предприятисене илсе кайса кӑтартма палӑртаҫҫӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 28

1927
99
Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
88
Александр Аксар, чӑваш ҫыравҫи, литература тӗпчевҫи, журналист ҫуралнӑ.
1954
72
Порфирьев Николай Анатольевич, чӑваш журналисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1957
69
Людмила Сачкова, чăваш çыравçи çуралнă.
1966
60
Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри вилнӗ.
1986
40
Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1990
36
Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй