«Чӑвашбройлерӗнче» ӗҫленӗ ҫынсем тинех ӗҫ укҫине илнӗ. Прокуратура пулӑшнипе вӗсен умӗнчи парӑма - 3 миллион тенке - татнӑ. Пӗтӗмпе 40 ҫын шалу илнӗ.
Предприяти панкрута тухнине Арбитраж сучӗ 2018 ҫултах ҫирӗплетнӗ. Унти ӗҫченсен умӗнчи парӑма вара кӑҫал ака уйӑхӗнче татма шантарнӑ. Анчах ку тӳрре тухман.
Организацие тата ертӳҫине административлӑ майпа явап тыттарнӑ, штраф тӳлеттернӗ. Ертӳҫине уголовлӑ майпа та явап тыттарнӑ.