Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче 660 грамм таякан, 30 сантиметр тӑршшӗ хӗрача ҫуралнӑ. Вӑл 24-мӗш эрнере ҫут тӗнчене килнӗ. Амӑшӗ ӑна хӑйех ҫуратнӑ. Хӗрарӑм кӑшӑлвируспа чирлени лару-тӑрӑва тата кӑткӑслатнӑ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ, пӗчӗкскере 2 операци те тума тивнӗ. Ачана Президент пепкелӗх центрӗнчи тухтӑрсем пӑхнӑ, унӑн пурнӑҫӗшӗн пӗр уйӑх ҫурӑ кӗрешнӗ. Кӑштахран ача хӑй сывлама, ҫиме хӑнӑхнӑ. Кун хыҫҫӑн тин ӑна тин ҫуралнӑ ачасен патологи уйрӑмне куҫарнӑ. Унта ачапа пӗрле амӑшӗ те выртнӑ. Ачан чӗрипе, куҫӗпе кӑлтӑксем пулнӑран ӑна икӗ операци тунӑ. Кун хыҫҫӑн пепке пульницӑра тепӗр пӗр уйӑх ҫурӑ выртнӑ. Киле кӑларнӑ чухне вӑл 2200 грамм тайнӑ, 46 сантиметр тӑршшӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |