Аслӑ шкулта вӗренекен студентка практика тухмалли вырӑн шыраса ултавҫӑсен тӗлне лекнӗ. Ҫав ҫынна тупнӑ. Ӑна Чӗмпӗрте тытса чарнӑ.
5-мӗш курсра ӑс пухакан хӗр пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче полицие пырса заявлени ҫырнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче практика вырӑнӗ шырани пирки пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ.
Пӗр ҫын шӑнкӑравласа вырӑн сӗннӗ. Анчах куншӑн 3200 тенкӗ ыйтнӑ. Студентка укҫа куҫарса парсан тин ултавҫӑ серепине лекнине ӑнланнӑ.
Чӗмпӗрте пурӑнакан 21 ҫулти каччӑна тытса чарнӑ. Вӑл укҫана пӗлӗшӗн карточки ҫине куҫарттарнӑ. Хӑйӗн валли тӗнче тетелӗнче нумай страница уҫнӑ-мӗн.