Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ мероприятисем ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта 10 сехетре пуҫланӗҫ. Ирхи 10 сехетре «Ҫӗнтерӳ» мемориал паркӗнчи Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм патне тӳре-шарапа ветерансем чечек хума пуҫтарӑнӗҫ.
12 сехетре Республика тӳремӗпе Шупашкарти гарнизонӑн пӗрлештернӗ полкӗн тата ҫар техникин парачӗ иртӗ. Унта 1000 ытла ҫын хутшӑнмалла. Парада 100 ытла ҫар техникине илсе тухӗҫ.
Ҫӗнтерӳ парачӗ «Вилӗмсӗр полк» пӗтӗм ҫӗршыври акципе малалла тӑсӑлӗ. Вӑл 13 сехетре пуҫланӗ. Унта 20 пине яхӑн ҫын хутшӑнӗ. Унта хутшӑнакансем 11 сехет те 30 минутран Наци вулавӑшӗ умне пухӑнма тытӑнӗҫ. Колоннӑсем 12 сехет те 30 минутра хускалӗҫ.
15 сехетре Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗ умӗнче «Ҫӗнтерӳ вальсӗ» акци иртӗ. 19 сехетре Хӗрлӗ лапамра концерт пуҫланӗ. 21 сехетре Ҫӗнтерӳ салючӗ пулӗ.