Пӑтӑрмахсем
![]() Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 16 сехетсенче Шупашкарта И.Яковлев проспектӗнчи чарӑнура 262-мӗш маршруткӑна икӗ ӳсӗр арҫын ларнӑ. Хайхискерсем водительпе харкашма тытӑннӑ. Салонра ун чухне 5 пассажир пулнӑ. Тепӗр чарӑнура водительпе пӗр арҫын урама тухнӑ, иккӗшӗ хирӗҫнӗ. Пассажирсем салонран тухса кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра тепӗр арҫын руль умне ларнӑ та тапранса кайма шут тытнӑ, анчах тепӗр машинӑна кӑшт лекнӗ. Ун хыҫҫӑн вӑл микроавтобусран тухса тарнӑ. Пӗр арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл 24 ҫулта. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 22-ри Иван Аранина вара халӗ шыраҫҫӗ. Ҫак пӑтӑрмаха курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫынсем ҫӗҫӗпе те сулкалашнӑ, лектернӗ ҫӑмӑл машинӑн водителӗпе те ҫапӑҫнӑ. Пӗр ҫын каланӑ тӑрӑх, ӳсӗр арҫын салонра пассажирсем пур чухнех транспорта тапратса хускалнӑ. Анчах ку хыпара официаллӑ майпа ҫирӗплетмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() infopro54.ru сайтри сӑн Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри хулинче путвалта арҫын виллине тупнӑ. Вӑл 56 ҫулта пулнӑ. Арҫынна пусмӑрласа вӗлернӗ йӗр пулнӑран кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак тискер ӗҫе 41 ҫулти арҫын тума пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна тытса чарнӑ. Следствие ӗненес тӗк, 41 ҫултискер ҫав арҫынна пӗлнӗ. Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче каҫхине вӗсем хулара тӗл пулнӑ, унтан кӗҫӗнреххин килне кайнӑ. Унта хайхискерсем эрех-сӑра ӗҫнӗ, кайран хирӗҫсе кайнӑ. Кӗҫӗнни аслӑраххине хытӑ хӗненӗ, лешӗ вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пурӑнан пурнӑҫра темӗнле пӑтӑрмаха та ҫакланӑн. Шупашкар хулинчи пӗр ҫемьере ӗнер, пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, ачан ури ӑшӑ батарейи хушшине хӗсӗнсе ларнӑ, килтисем хӑйсем тӗллӗн кӑларайман. Ирӗксӗрех Республикӑн шыравпа ҫӑлав службинчен пулӑшу ыйтма тивнӗ. Урана кӑларнӑ хыҫҫӑн ҫӑлавҫӑсем тухтӑрсене чӗнсе илнӗ, мӗншӗн тесен вӗсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Ӗнерех пӗри тата хваттере кӗреймен. Алӑк ҫӑри уҫӑлманран хӗрарӑм ҫӑлавҫӑсене чӗнсе илнӗ. 2002 ҫулта ҫуралнӑ арҫын Шупашкарти Ленинла комсомол урамӗнчи ҫӑла путнӑ. Ӑна альпинист снаряженийӗпе ҫыхса туртса кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти арҫын арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑма ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ. РФ Следстви комитечӗн управленийӗн тӗпчевҫисем ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Усалланнӑ этеме ҫынна вӗлерме тӑнӑшӑн явап тыттарасшӑн. Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи раштавӑн 15-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫав каҫхине арҫын ӳсӗр пулнӑ. Мӑшӑр пулнӑскерсем уйрӑлнӑ хыҫҫӑн пӗр хваттерте пурӑннӑ. Вӑл арӑмӗ ҫывӑракан пӳлӗме кӗрсе ӑна ҫӗҫӗпе хырӑмӗнчен чикнӗ. Хытӑ ыратнипе вӑранса кайнӑ хӗрарӑм туалета тарса унта питӗренсе ӗлкернӗ. Хӑй вара лавккана тухнӑ ывӑлӗ патне шӑнкӑравланӑ. Арҫын тепӗр ҫӗҫӗ ярса илнӗ, туалет алӑкне ватса кӗнӗ, хӗрарӑма тепӗр икӗ хутчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Унтан киле пырса ҫитнӗ ывӑл ашшӗне тытса чарнӑ, йӗрке хуралҫисем киличчен те ӑна вӗҫертмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ӳсӗр мотоциклиста тытса чарнӑ. Асӑннӑ ҫын йӗрке хуралҫисен аллине «Ӳсӗр водитель» акци вӑхӑтӗнче ҫакланнӑ. Мотоциклпа ҫула тухнӑ ҫын пакунлисем чарӑнма ыйтсан итлемен. «А» категориллӗ права та пулман унӑн. Ҫитменнине тата, маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, руль умне ӗҫнӗ пуҫпа ларнӑ. Ӳсӗр ҫыншӑн тинӗс чӗркуҫҫи таран теҫҫӗ те, мотошлем та тӑхӑнман. Кунсӑр пуҫне унӑн ОСАГО та, водитель удостоверенийӗ те, транспорта регистрациленине ҫирӗплетекен свидетельство та пулман. Мотоцикла патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче те регистрацилемен. Ҫул-йӗр инспекторӗсем транспорта тытса чарнӑ та штрафстоянкӑна илсе кайнӑ. Мотоциклист тӗлӗшпе административлӑ темиҫе ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, пушӑн 7-мӗшӗнче, Кӳкеҫре темиҫе машина аварие ҫакланнӑ. Пӗтӗмпе 5 машина пырса тӑрӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, куншӑн йывӑр тиевлӗ машина айӑплӑ. Водитель тормоз ӗҫлеме пӑрахни пирки каланӑ. Авари каҫхине пулнӑ. КамАЗ водителӗ светофор умӗнче «Хонда» ҫине пырса кӗнӗ. «Хонда» вара «Мерседес» ҫине пырса тӑрӑннӑ. Унтан КамАЗ «Реналтипе» ҫапӑннӑ, вӑл вара – «Патриотпа». КамАЗа Иркутск облаҫӗнче регистрациленӗ. Машинӑн ОСАГО ҫук, вӑл, ахӑртнех, ҫар чаҫӗн машини шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ohrana.ru сайтри сӑн Елчӗк районӗнчи Тускел ялӗнче 56 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Кӗлетки килӗнче выртнӑ, ӑна пусмӑрласа вӗлерни паллӑ, ҫавна май пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку тискер ӗҫе 60 ҫулти пиччешӗ тума пултарнӑ. Ӑна тытса чарнӑ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулнӑ. Пиччӗшӗпе шӑллӗ пӗр килте пурӑннӑ. Вӗсем ҫав кун хирӗҫсе кайнӑ. Асли кӗҫӗннине ҫӗҫӗпе чикнӗ. Пиччӗшӗ ун чухне ӳсӗр пулнӑ. Шӑллӗ сурана пула тӳрех вилнӗ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() million-rublej.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер Шупашкарти йӗрке хуралҫисенчен 28 ҫулти ҫамрӑк пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ. Ҫамрӑк патне палламан ҫын шӑнкӑравласа хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Каччӑна вӑл такамсем ун ячӗпе кредит илесшӗн тесе ӗнентернӗ. «Банк ӗҫченӗ» каччӑна кредит илме, укҫана банк картти ҫине (номерне ултавҫӑсем хӑйсен каланӑ) куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Каччӑ ултавҫӑсене ӗненнӗ. 870 пин тенке ют ҫынсене куҫарса панӑ. Кайран ҫав ҫынсемех телефон номерне ылмаштармалли программӑпа усӑ курса йӗрке хуралҫисем евӗр шӑнкӑравланӑ, 870 пинсӗр юлни пирки полицие пӗлтерме сӗннӗ. Каччӑ шӑп та лӑп ҫавӑн чухлӗ укҫана куҫарса панӑ та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() school3gs.ru сӑнӳкерчӗкӗ Куславкка районӗнчи прокуратура ашшӗ-амӑшне хӳтӗлесе район администрацине ҫырупа тухнӑ тата суда тавӑҫ хатӗрленӗ.Надзор органӗ ачисене апатлантарма тӑкаканнӑшӑн 100 ытла ҫынна бюджетран саплаштарма ыйтать. Прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче шкулсенчи нормативлӑ актсенче чылай кӑлтӑк тупса палӑртнӑ. Тӗрӗсрех каласан, хутсене йӗркеллӗ хатӗрлеменни палӑрнӑ. Ҫӑмӑллӑхлӑ майпа ачасен хӑш категорине тивӗҫтерессине уҫӑмлатман. Апатшӑн Куславкка район администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнчен компенсаци куҫарса парас йӗркене кирлӗ пек йӗркелемен. Сахал тупӑшлӑ, нумай ачаллӑ ҫемьесенчи, сусӑр ачасене ӳстерекенсене компенсаци пама пӑхса хӑварнӑ-ха, анчах ҫав енӗпе парӑм 100 ытла ҫемье умӗнче 200 пин тенкӗрен иртнӗ. Парӑма прокуратура суд урлӑ шыраса илесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() youla.ru сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑр районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм атӑ сутас тесе улталаннӑ. Пушмака вӑл тӗнче тетелӗнчи тӳлевсӗр пӗлтерӳсем вырнаҫтармалли сайтсенчен пӗринче асӑрханӑ. 51 ҫулти хӗрарӑм йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче пулса иртнӗ. Сайтра вӑл атӑ сутасси ҫинчен пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Кӗҫех «туянас кӑмӑллӑ» ҫын та тупӑннӑ. Хӗрарӑмран вӑл укҫа ӑҫта куҫарса памалли пирки ыйтнӑ. Ют ҫынна ӗненсе хӗрарӑм счет ҫинчи 120 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Йӗрке хуралҫисем ултавҫӑна тупса палӑртнӑ. Вӑл Мускав облаҫӗнче пурӑнакан 18 ҫулти каччӑ иккен. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Долгов Василий Архипович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Ижутов Николай Степанович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ, летчик, полковник вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |