Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта 16 ҫулти яш банк счечӗ ҫинчи ҫын укҫине вӑрланӑ. Вӑл укҫа ачан аслашшӗ пулнӑ. 16-ри яш пӗррехинче 74-ри аслашшӗн банк карттипе лавккана кайнӑ. Лешӗ ӑна хӑйне валли апат-ҫимӗҫ туянса пама ыйтнӑ. Банк картти алла лексен ҫамрӑк хӑйӗн телефонӗ ҫине мобильлӗ приложени вырнаҫтарнӑ. Унтан вӑл аслашшӗн банк картти ҫинчен 320 пин тенкӗ ытла вӑрланӑ. Ҫын укҫине (аслашӗнне пулин те) тытнӑ ҫамрӑка тӗрмене хупса усрамасӑр 1,5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳ районӗнче 46 ҫулти усламҫӑна суд тунӑ. Ӑна ҫыннӑн сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗшӗн, асӑрханмасӑр вӗлернӗшӗн явап тытарнӑ. Пӑтӑрмах 2019 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Арҫын Ҫӗрпӳ районӗнче, «Атӑл» М-7 ҫул ҫинче, кафе тытнӑ. Ӑна 44 ҫулти пӗр арҫын тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫласа пулӑшнӑ. Арҫын ӗҫре ӳсӗр пулнӑ. Ҫавӑншӑн усламҫӑ тарӑхса кайнӑ, иккӗшӗн хушшинче харкашу сиксе тухнӑ. Унтан вӑл алли-урине ирӗке янӑ. Рабочие вӑл 30 хутран кая мар тапса-ҫапса пӗтернӗ. Йывӑр суранланнӑ арҫын киле кайма тухсан ҫул ҫинче вилсе кайнӑ. Суд усламҫӑна 7 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатасшӑн. Суд приговорӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Чулкӑмака ялӗнче инкек пулнӑ. Унта пӗр пӳртре икӗ ҫыннӑн виллине тупнӑ. Халӗ Следстви комитечӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет. Инкекре 81 ҫулти арҫын тата унӑн 83-ри арӑмӗ вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, мӑшӑр сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ. Сӗрӗм газ хатӗр-хӗтӗрӗпе тӗрӗс мар усӑ курнӑшӑн тухма пултарнӑ. Ҫапах следовательсем тӗрлӗ версие тишкереҫҫӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче экспертиза тӑвӗҫ. Хальлехе ҫакӑ паллӑ: карчӑкпа старик вилӗмӗ криминалпа ҫыхӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулинчи хула строительствин тата хуҫалӑхӗн техникумӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ ҫыннӑн хвтатерсӗр юлас хӑрушлӑх пур. Пуҫлӑхра ӗҫленипе пӗрлех вӑл Шупашкар хулин депутачӗ те пулнӑ. Ун пеккисен тупӑша кӑтартакан декларацисем тӑратма тивет. Ҫав ҫын та ҫаплах тунӑ. 2015, 2016, 2017 ҫулсенчи миҫе тенкӗ ӗҫлесе илнине вӑл пытарман. Ҫав вӑхӑтра унӑн тата мӑшӑрӗн тупӑшӗ 5 миллион тенкӗрен кӑшт иртнӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫемье 7 миллион тенкӗ тӑракан хваттер туяннӑ. Ипотекӑпа мар. Ӑна директорӑн арӑмӗн аякри тӑванӗ ҫине ҫыртарнӑ. Лешӗ те пенсири ҫын та, унӑн 7 миллион тенкӗ тӑракан хваттер туянма укҫи-тенки пулман тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хваттере туртса илме прокуратура тавӑҫпа тухнӑ. Ӑна судра пӑхса тухмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулинчи Калинин районӗн сучӗ ют ҫӗршыв ҫыннипе пӗрлешнӗ хӗрарӑма суд тунӑ. Ҫемье ҫавӑрнӑшӑн арҫын 100 пин тенкӗ укҫа тӳленӗ. Хӗрарӑмпа арҫын пӗрлешессе пӗрлешнӗ-ха, анчах вӗсем пӗрле пурӑнман. Тепӗр майлӑ каласан, суя мӑшӑрлану пулнӑ вӗсен. Ют ҫӗршыв арҫыннипе Шупашкар хӗрарӑмӗ 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Котельники хулинчи загсра пӗрлешнӗ. Суйса пӗрлешни арҫынна пирӗн ҫӗршыва килсе тӗпленме кирлӗ пулнӑ. Суя мӑшӑрланӑва прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ. Суд арҫынпа хӗрарӑма уйӑрма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Улттӑн аманнӑПӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи Нӗрӗш ялӗ ҫывӑхӗнче ӗнер икӗ машина ҫапӑннӑ. Вӗсенчен пӗрин рульне правасӑр арҫын тытса пынӑ. Пӑтӑрмах 16 сехет те 5 минутра пулса иртнӗ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «ВАЗ-2111» автомобиль «Лада Хрей» машинӑна ҫул паман. «ВАЗ-2111» рулӗ умӗнче водитель удостоверенийӗсӗр 55 ҫулти арҫын пулнӑ. Икӗ машина ҫапӑнсан водительсем ҫеҫ мар, «Лада Хрей» автомобильте ларса пынӑ хӗрарӑм тата виҫӗ ача аманнӑ. Вӗсем 8, 14 тата 17 ҫулсенче пулнӑ. Вӗсене тухтӑрсем вырӑнтах пулӑшнӑ. Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче кӑнтӑрла Шупашкарти производство предприятийӗсенчен пӗринче ӗҫлекен хӗрарӑм ӗҫре суранланнӑ. Вӑл производство прессӗпе сылтӑм аллинчи икӗ пӳрнине касса янӑ. 49 ҫулти ҫын ӗҫре аманнӑ хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Вӗсем инкек сӑлтавне палӑртӗҫ, судпа медицина экспертизи туса ирттерӗҫ. Предприятири ӗҫ сыхлавӗшӗн яваплӑ ҫынсем хӑйсен тивӗҫне епле пурнӑҫланине те тишкерӗҫ. Тӗрӗслев вӗҫленсен татӑклӑ йышӑну тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() ibresi.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Йӗпреҫ районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Сергей Горбунов тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ вӑл республикӑри ял тӑрӑхӗсенчен пӗринче депутат шутланать иккен. Тӳре-шара пулнӑ ҫынна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, района нумай ачаллӑ ҫемьене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме 2,2 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Ҫурт тума район администрацийӗн пуҫлӑхӗ хӗн паллаканне сӗннӗ, ӑна аукционта ҫӗнтерме пулӑшнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Лешӗ, чӑн та, ӗҫе пурнӑҫланӑ. Ҫемьене ҫӗнӗ ҫурт уҫҫине те тыттарнӑ. Анчах ҫурт санитари нормипе те, строительство нормипе те килӗшсе тӑман. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Шупашкарта ҫӳллӗшӗнчен каллех ҫын ӳкнӗ. Хальхинче – хӗр. Ку пӑтӑрмах Чернышевский урамӗнче пулнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ каласа панӑ. Паян ҫӗрле, ҫур ҫӗр иртсен, Чернышевский урамӗнчи нумай хутлӑ ҫурт умӗнче хӗр виллине тупнӑ. Вӑл 22 ҫулти пек курӑнать. Хӗр 9-мӗш хутран ӳкнӗ. «Васкавлӑ медпулӑшӑва иртен-ҫӳрен ҫын чӗннӗ, вӑл ӳкнине курнӑ. Хӗр ҫавӑнтах вилнӗ», - пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ. Аса илтерер: юпан 19-мӗшӗнче «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта 3-ри ача 13-мӗш хутран ӳкнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти 1-мӗш номерлӗ колонире ӗҫлекенсем учреждение карас телефонӗсем пама хӑтланнӑ ҫынна тытса чарнӑ. Колонире тӑрӑшакансем тӗрме ҫывӑхӗнче пӗр арҫынна асӑрханӑ. Вӑл квадракоптер пулӑшнипе хӳме урлӑ телефонсем каҫарас тенӗ. Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен службин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫыннӑн вӗҫекен аппаратне, карас телефонӗсене туртса илнӗ. Юсанмалли колонире айӑплава ирттерекенсем валли карас телефонӗ илсе кӗртнӗшӗн явап тыттараҫҫӗ. Арҫын та унран пӑрӑнаяс ҫук-тӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |