Пӑтӑрмахсем
Паян ҫурҫӗр иртни пӗр сехетре тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пулӑшу ыйтса ҫырнӑ. Унта 45 ҫеккунта пыракан видео та вырнаҫтарнӑ. Пабликра ҫырнӑ тӑрӑх, Шупашкар районӗнчи Ишек ялӗнче пурӑнакан чирлӗ ҫын патне реанимаци машини чӗнсе илнӗ. Ҫул ҫук пирки машина кирлӗ ҫӗре ҫитеймен, вӑл лачакана путса ларнӑ. Тухтӑрсем чирли патне ҫуран утса ҫитнӗ-ха, анчах кайран автомобиле тӗксе (туртса) кӑларасса кӗтме тивнӗ. Машина пӗр сехет ытла ларнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл тепӗр ҫын патне кайма пултарнӑ. Ишек ялӗ пӗчӗк те мар, 100 ытла ҫын пурӑнать тесе пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Паян, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнче авари пулнӑ. Шел те, унта пӗр ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Паян ирхи 6 сехет те 45 минутра Етӗрне районӗнче «Сӑр» автоҫулӑн 15-мӗш ҫухрӑмӗнче «ГАЗель» тата «Шупашкар – Етӗрне» маршрутпа ҫӳрекен микроавтобус ҫапӑннӑ. Аварире грузовикри пассажир, 42 ҫулти арҫын, вилнӗ. Микроавтобусра тӑватӑ пассажир пулнӑ. Телее, вӗсем аманман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкар районӗнчи Ишлей шкулӗнче директор пулса ӗҫленӗ арҫын хӑйӗн тивӗҫне тӳрӗ чунпа пурнӑҫлас вырӑнне саккуна пӑснӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫитӗнекен ӑрӑвӑн пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗпе тӗрӗс утма, сапӑр ҫын пулма вӗрентме тивӗҫ этем ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӗҫе вӑл хӑйӗн паллаканӗсене, виҫӗ ҫынна, тӗрлӗ должноҫе илнӗ. 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа 2019 авӑн уйӑхӗччен вӑл икӗ хуралҫӑпа урай ҫӑвакан пӗр ҫынна ӗҫе йышӑннӑ. Хут ҫинче пӗр ҫынсем пулнӑ, ӗҫне пурнӑҫлаканӗсем — теприсем. Хайхисен тӑванӗсемпе паллаканӗсем. Экс-директора пуҫиле мелпе явап тыттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗ тата йӗрке хуралҫисем халӑхран пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Вӗсем чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче кӑнтӑрла Шупашкар районӗнчи Анатри Макаҫ ялӗ патӗнчен иртсе кайнӑ водительсенчен видеорегистратора ҫырӑнса юлнӑ файлсене ыйтаҫҫӗ. Ӗнер кӑнтӑрла иртни икӗ сехетре паллӑ мар водитель ҫул хӗррине наркӑмӑшлӑ япала, гидрохлорид, тӑкса хӑварнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫул хӗрринче тем пӑсланнине асӑрхакансем ятарлӑ службӑсене шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Вырӑна йӗрке хуралҫисем тата тӗрлӗ служба ӗҫченӗсем васкаса ҫитнӗ. Территорие тасатнӑ, наркӑмӑшлӑ япалана сиенсӗрлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Паян, чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, 9 сехет те 55 минутра М-7 ҫулӑн 62-мӗш ҫухрӑмӗ ҫинче авари пулнӑ. Шупашкар районӗнчи Апаш ялӗ ҫывӑхӗнче, Ҫӗрпӳ хули еннелле кайнӑ ҫӗрте, «Форд Транзит» микроавтобус трактор ҫине пырса тӑрӑннӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире пилӗк ҫын тӗрлӗрен суранланнӑ. Вӗсене тухтӑрсем медпулӑшу панӑ. Вайлах аманманнисем пулман. Халӗ аварири ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Маршруткӑн малти пайӗ сиенленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Паян, чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ирхи 4 сехетре Пӑрачкав районӗнчи Ряпино ялӗнче пушар тухнӑ. Шел те, инкекре ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Унта йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн икӗ хӗрарӑмӑн тата икӗ арҫыннӑн виллисене тупнӑ. Вӗсем 32-62 ҫулсенче пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем пушара икӗ автоцистернӑпа сӳнтернӗ. Юрать, ҫулӑм кӳршӗ ҫуртсем ҫине куҫман. Вырӑнта Следстви комитечӗн следователӗсем ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Шупашкар хулинчи Ярославль урамӗнчи ҫуртсенчен пӗрин ҫывӑхӗнчи пӗчӗк вӑрманта ача виллине тупнӑ. Тин ҫеҫ ҫуралнӑскере полиэтилен хутаҫа чикнӗ. Ача виллине асӑрханӑ вырӑна пакунлисем васкаса ҫитнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тин ҫеҫ ҫут тӗнчене килнӗ хӗрачана амӑшӗ наушник пӑралукӗпе пӑвса вӗлернӗ. Пӗчӗк ачана вӗлернине пӗлсен тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ вӗсем хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Хӑй тӗпренчӗкӗ ҫине алӑ хума хӑйнӑ амӑшне пӗлекенсене йӗрке хуралҫисемпе ҫыхӑнма сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
cheboksary.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта слесарь-юсавҫӑ ӗҫре сарӑмсӑр вилнӗ. РФ Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет. Слесарь-юсавҫӑ ҫӳп-ҫапа преслакан станок ҫине ӑнсӑртран ӳкнӗ. Ку инкек чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 12 сехет тӗлнелле пулнӑ. 54 ҫулти арҫын ҫавӑнтах вилнӗ. Вырӑна оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ҫийӗнчех ҫитнӗ. Вырӑна тӗплӗн тӗрӗсленӗ, инкеке курнӑ ҫынсенчен ыйтса пӗлнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Судпа медицина экспертизи те ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр ҫын хӑйне чӗртсе ярас тенӗ. «Про Город» хаҫат пӗлтернине шута илсе «В Татарстане» тӗнче тетелӗнчи МИХ хыпарланӑ тӑрӑх, пӑтӑрмах хулари Винокуров урамӗнче пулса иртнӗ. Инкеке асӑрхакансем хаҫатҫӑсене пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын хӑйне чӗртсе янӑ. Ҫавна курнӑ ҫын арҫыннӑн курткине хывса илнӗ. Хӑйне чӗртсе янӑ арҫын вырӑнтан тапса сикнӗ. Пӑтӑрмах пирки МИХ пӗлтернӗ хыҫҫӑн ку ӗҫпе Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем кӑсӑкланнӑ, вӗсем тӗпчеҫҫӗ иккен. Ҫак йӗркесен авторӗ сӑмах май, ведомствӑн сайтӗнче официаллӑ комментари хальлӗхе асӑрхамарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
osnmedia.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарти пӗр хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Унӑн банк картти ҫинчен 35 пин тенкӗ укҫа ҫухалнӑ. Ҫав кун хӗрарӑм карттӑ ҫинчи укҫапа 500 тенкӗлӗх тавар ҫеҫ туяннӑ. Укҫа ӑҫта кайнине пӗлес тесе 41 ҫулти хӗрарӑм мобильлӗ приложение кӗрес тенӗ. Анчах приложени уҫӑлман, логинпа пароль тӗрӗс мар тесе кӑтартнӑ. Каярах хӗрарӑм ҫакна пӗлнӗ. Унӑн 14 ҫулти ывӑлӗ амӑшӗн телефонӗпе усӑ курнӑ. Мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнра яш реклама асӑрханӑ. Унта укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ. Каччӑ администраторпа ҫыхӑннӑ, лешӗ ӑна ставкӑпа укҫа тума май пуррине пӗлтернӗ. Яшран ҫав ҫын ачан амӑшӗн банк карттин реквизичӗсене ыйтса пӗлнӗ, унтан карттӑ ҫинчи укҫана вӑрланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |