Елчӗк районӗнче пурӑнакан хӗрарӑмӑн килне ҫуран каяс килмен. Кахалланнипе вӑл ют ҫын машинине хускатса ҫула тухнӑ. Анчах автомобиль сӳнсе ларнӑ.
Машина ҫухални ҫинчен йӗрке хуралҫисене автомобиль хуҫи пӗлтернӗ. Транспортӑн 36 ҫулти хуҫи «ВАЗ-2114» машинӑна Ҫӗньял ялӗнче, хӑйӗн килӗ умне лартса хӑварнине ӗнентернӗ.
Пакунлисем автомобиле ҫывӑх вӑхӑтра тупса палӑртнӑ. Ӑна арҫын патӗнче хӑнара пулнӑ 25 ҫулти хӗрарӑм хускатса кайнӑ. Хӗрарӑм ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, кил хуҫи ҫывӑрса кайнӑ, хӑнан вара килне каясси килнӗ. Ҫуран ҫӳрес килмен унӑн.
Ҫын машинине чӗртсе кайнӑ хӗрарӑм тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.