Сумлӑ сӑмах
Сывлӑх
Гинеколог патне пынӑ пике хӗрлӗхе ҫухатса ӗлкӗрнипе ӗлкӗрменнине йӗрке хуралҫисем пӗлесшӗн. Тӗлӗнтермӗш пуҫарупа РФ Следстви комитечӗ ҫӗршывӑн Сывлӑх сыхлав министерствине тухнӑ. Пакунлисем 16 ҫула ҫитмен хӗрсем арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫпа пурӑннипе пурӑнманнипе кӑсӑкланаҫҫӗ. Ҫапла туни пикесене такам пусмӑрланипе пусмӑрланине палӑртма пулӑшать имӗш. Ҫапла, пусмӑрҫӑсемпе (вӗсем вара — ют ҫынсем кӑна мар. Тӑван ашшӗсем те хӑйсен хӗрӗсене тапӑнни, ар ҫыхӑнӑвне кӗни пирки илтме тивет) кӗрешмелле. Кун пирки нимле калаҫу та пулма пултараймасть. Анчах ҫак сӗнӗвӗн ухмахла енӗ те нумай. Енчен 15-ри хӗрпе 15-ри каччӑ хӑйсен кӑмӑлӗпе арлӑ-арӑмлӑ пурӑнаҫҫӗ пулсан? Тата тути ҫинче амӑш сӗчӗ типмен яшсем хӗрарӑмпа пурӑннине пакунлӑ ҫав этемсем епле палӑртасшӑн-ши? Ара, вӗсем те вунултта ҫитмен-ҫке. Е вӗсен пуҫарӑвӗ пурне те пырса тивмӗ-и? Ҫапла вара пикисене хӳтӗлесе яшӗсене айккинче хӑварасшӑн-им? РФ Следстви комитечӗн уйрӑм преступленисене тӗпченине тӗрӗслекен управленийӗн пуҫлӑхӗ Евгения Минаева Лента.ру информаци агентствипе калаҫнӑ чух ҫул ҫитменнисемшӗн пӑшӑрханса пупленӗҫи пулнӑ-ха. |
Сывлӑх
![]() Нумаях пулмасть ЧР Сывлӑх сыхлавӗн ӗҫченӗсем специалисчӗсем «Пӗрремӗш фармацевтика фирми» тулли мар яваплӑ общество ертӳҫипе тӗл пулнӑ. Вӗсем «фанфурик» ыйтӑвне сутса явнӑ. Ҫак аптека сетӗнче «фанфурик» сутас енӗпе йӗрке йышӑннӑ. Фармацевтсене ачасемпе ҫул ҫитмен ҫамрӑксене спирт шӗвекне сутма чарнӑ. Кунсӑр пуҫне малашне вӗсем пӗр ҫынна 1-2 спирт настойкинчен ытларах сутмӗҫ. Палӑртмалла: республика ҫыннисем «фанфурик» сутнипе кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ, кун пирки кирлӗ ҫӗре ҫӑхавлаҫҫӗ. Йӗрке тӑвас тесе общество организацийӗсем, тухтӑр-нимеҫӗсем профилактика рейчӗсем ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫынсене грипран вакцинаци тӑвас ӗҫ малалла пырать. Ҫак кунсенче, ЧР влаҫӗсене официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, маршрутка водителӗсене прививка тунӑ. Прививкӑна 50 водитель тутарнӑ. Ҫакна Хулари клиника центрӗн килӗшӗвӗпе пурнӑҫланӑ. Ара, грипп сарӑлнӑ вӑхӑтра водительсен те сыхӑ пулмалла вӗт. Чир сывлӑш урлӑ хӑвӑрт ерет. Прививка тумашкӑн 45 тата 47-мӗш маршрутпа ҫӳрекен водительсем килнӗ. Вӗсем кунӗпех ҫынсемпе хутшӑнаҫҫӗ. Эппин, вӗсен чирлес хӑрушлӑх пӗчӗк. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Елчӗк районӗн прокуратури вӗренӳ учрежденийӗсене тӗрӗсленӗ. Хӑш-пӗр вӗрентекен грипран прививка туманни ҫиеле тухнӑ. Прокуратура ку ҫитменлӗхе ҫийӗнчех пӗтерме хушнӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн, вӗренӳ учрежденийӗнче ӗҫлекен ҫынсен грипран вакцинаци тумалла. Анчах Елчӗк районӗнчи хӑш-пӗр вӗрентекен ҫакна пурнӑҫламан, хирӗҫленӗ. Ку йӗркене районти 15 шкулта пӑснӑ. Шкулсен ертӳҫисене йӗркене пӑснине ҫийӗнчех пӗтерме хушнӑ. Кун хыҫҫӑн 60 ҫынна явап тыттарнӑ. 2 ҫын вара прививка тума килӗшмен, ҫавӑнпа ӗҫрен хӑйсен ирӗкӗпе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Пӗчӗк Лиза Петрова йывӑр чирӗпе 10 уйӑх ытла кӗрешет. Вӑл чылай сипленнӗ, темиҫе операци тӳссе ирттернӗ. Анчах лару-тӑру лайӑх еннех улшӑнман-ха. Лизӑн урине татас мар тесе тухтӑрсем операци тунӑ. Анчах нумаях пулмасть вӗсем хӑраххине татма тивесси пирки каланӑ. Метастаза ӳпкине те ҫитнӗ. Халӗ Лиза Тутарстанри пульницӑра выртать. Хӗрача ыратнипе питӗ вӑйлӑ аптӑрать, ӑна яланах эмел параҫҫӗ. Умӗнхи операци ӑнӑҫлах иртмен – уринче усал шыҫӑ юлнӑ. Ҫавӑнпа амӑшӗ ирӗк парсан ҫитес эрнере урине тама палӑртаҫҫӗ. Анчах ҫывӑх ҫыннисем парӑнасшӑн мар – Мускава ҫитесшӗн. Ҫемьере Лизӑсӑр пуҫне тепӗр 5 ача. Хаклӑ эмел туянмашкӑн вӗсен укҫа ҫук. Халӗ Лизӑна пулӑшу кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре ВИЧ-инфекципе кӗрешекен комисси йӗркелесшӗн. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова ЧР Министрсен Кабинетне ҫак комиссие йӗркелемелли проекта пӑхса тухма сӗннӗ. Мӗн енӗпе ӗҫлӗ ку комисси? ВИЧ-инфекцие сарӑлма парас мар енӗпе ирттерекен мероприятисене йӗркелӗҫ. Сӑмах май, Чӑваш Республикинче ВИЧ-инфекципе чирлесси, Раҫҫейрипе тата Атӑлҫи федераци округӗпе танлаштарсан, 4 хут пӗчӗкрех. Пирӗн республикӑра ку инфекци 1744 ҫыннӑн пур. Ку таранччен пӗтӗмпе 2207 ҫын ВИЧ-инфекципе чирлине тупса палӑртнӑ. Вӗсенчен 518-шӗ вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Алла Самойлова красноармейскисене лайӑх тӑвасшӑн Чӑваш Енӗн Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницине Красноармейскинчи район пульниципе пӗрлештересшӗн. Ӗнер ку ыйтупа районта халӑха пухса калаҫнӑ. «Красноармейски районӗнчи ҫынсене медицина пулӑшӑвӗ кӳрессине лайӑхлатас тесе эпир ҫакӑн пек йышӑнатпӑр. Кунти пульницӑна сыхласа хӑварасшӑн, сиплев учрежденийӗн пухӑнса кайнӑ парӑмне татасшӑн», — ӗнентернӗ министр районтисене. Красноармейски тухтӑрӗсем Васкавлӑ пулӑшу пульницинчи хальхи вӑхӑтри технологисемпе усӑ курма пултарнине те палӑртнӑ вӑл. Ансӑр спецалистсем вара района ҫитсех ҫынсене консультаци пулӑшӑвӗ кӳрӗҫ. Фельдшерпа акушер пункчӗсем, ҫемье врачӗн офисӗсем малтанхиллех ӗҫлӗҫ. Икӗ пульницӑна пӗрлештерессине Алла Самойлова министр халӑх ырлӑхӗшӗн тӑрӑшнипе сӑлтавланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Халӑх фрончӗн эксперчӗсем Раҫҫейри васкавлӑ медпулӑшу машинисем мӗнле лару-тӑрура пулнине тишкернӗ. Вӗсен пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, 1\3 пайӗ наци стандарчӗпе килӗшсе тӑмасть. Наци стандартӗнче конструкци, машинӑсене медицина хатӗр-хӗтӗрӗпе тивӗҫтерес требованисене палӑртнӑ. Чӑваш Енре ку енӗпе васкавлӑ медпулӑшусен 15 проценчӗ килӗшсе тӑмасть. Ҫакӑ савӑнтарать: кӑҫал пирӗн республикӑна вӗр ҫӗнӗ 13 васкавлӑ медпулӑшу машини ҫитнӗ. Тепӗр улттӑшӗ ҫулталӑк вӗҫлениччен килмелле. «03» автопарка тӗпрен ҫитес ҫулхи пӗрремӗш ҫурринче ҫӗнетесшӗн. Ку енӗпе чи япӑх лару-тӑру — Чукотка автономи округӗнче. Унта машинӑсен 80 проценчӗ стандартпа килӗшсе тӑмасть. Раҫҫейри 26 регионта ҫеҫ васкавлӑ медпулӑшу автопаркӗ ГОСТпа 100 проценчӗпех килӗшсе тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Вячеслав Рафинов депутат юнпа пулӑшнӑ Чӑваш парламенчӗн депутачӗ, ачасен экс-хӳтӗлевҫи, унччен тата маларах Шупашкар районти пульницӑн экс-тӗп тухтӑрӗ сайра тӗл пулакан ушкӑнри юн кирлӗ ҫынна пулӑшма килӗшнӗ. Республикӑн Патшалӑх Канашӗнче социаллӑ политика, наци ыйтӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ырӑ кӑмӑлӗ пирки парламентӑн сайтӗнче хыпарланӑ. Вячеслав Рафинов — нумай ҫул тухтӑрта ӗҫленӗ ҫын. Специальноҫпа вӑл — анестизиолог. Депутат пулӑшнӑ ҫын Шупашкар хула администрацийӗнче МИХсемпе тата ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫлекен управлени пуҫлӑхне Александр Жукова юн кирлине маларах тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗччӗ. Хӗрӗх урлӑ тӳре-шарана пӗрремӗш ушкӑнри ҫуклӑ резуслӑ юн кирлӗ, ырӑ кӑмӑллисене пулӑшма ыйтатпӑр тесе ҫырнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шорккари кинеми-мучисем Шупашкар районӗнчи Шорккари ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакансем утса сывлӑха ҫирӗплетесшӗн. Скадинави утти текен меслетпе вӗсем паян пурте пӗрле пулса уҫӑлма тухнӑ. Икӗ алла пӗрер туя тытни организмри мӗнпур мышцине ӗҫлеттерет тенӗрен мучи-кинемисем хулӑ касса тунӑ патаксем ҫине таянса асфальт ҫулпа утса ҫаврӑннӑ. «Утса ҫӳресен чӗре те лайӑхрах ӗҫлет, юн та лайӑхрах чупать, апат та лайӑхрах анать», — теҫҫӗ Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн Шорккари уйрӑмӗнче канлӗх тупнӑ ватӑсем. Уҫа сывлӑша кинеми-мучисене ваттисен ҫурчӗн ӗҫченӗсем эрнере 3—4 хутчен илсе тухаҫҫӗ. Пӗччен ларса юласран урапапа ҫӳрекен сусӑр та ыттисемпе пӗрле уҫӑлма хаваспах тухать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.06.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Таланцев Зиновий Михайлович, паллӑ купса ҫуралнӑ. | ||
| Кошкин Исак Федорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуларнӑ. | ||
| Ижутов Николай Степанович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ, летчик, полковник ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |