Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Сывлӑх

Сывлӑх

Муркаш районӗнчи Ахмане ялӗнче фельшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Ял ҫыннисем куншӑн савӑнса пӗтереймеҫҫӗ. Унта 500 яхӑн ҫын сипленме ҫӳрӗ.

Ахмане ялӗнчи кивӗ медпункт темиҫе ҫул ӗҫлемен ӗнтӗ, унта медӗҫчен пулман. Ҫӗнӗ ФАПра вара медицина колледжӗнчен кӑҫал вӗренсе тухнӑ специалист ӗҫлӗ. Унта ҫӳрекен 477 ҫынран 75-шӗ ачасем.

Кивӗ медпункт ӗҫлемен чухне вырӑнти халӑх Москакассине медицина пулӑшӑвӗ илме кайнӑ. Вӑл вара ҫывӑхра мар, 2 ҫухрӑм утмалла.

Палӑртса хӑварар: юлашки виҫӗ ҫулта Муркаш районӗнче пилӗк ФАП уҫӑлнӑ.

 

Сывлӑх

«Ылтӑн кӗркунне поэтсемпе писательсен кӑна мар, вируссен те юратнӑ тапхарӗ», — палӑртнӑ ӗнер, авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Енри Сывлӑх сыхлавӗн министерствинче ирттернӗ селекторлӑ канашлура. Унта сыватмӑшсен тӗп тухтӑрӗсем ҫывхарса килекен грипп тата ОРВИ тапхӑрӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ. Ҫак амаксенсен хӳтӗленме вӗсем прививка туса хӑтӑлмаллине аса илтернӗ, кун пирки халӑха май пур таран ытларах пӗлтермеллине палӑртнӑ.

Вакцинаци — паянхи кун чи витемлӗ мел, прививка тунисен 80-90% гриппа вуҫех чирлемест. Аптӑраса ӳксен те темччен нушаланмасть. Унсӑр пуҫне прививка ҫынна 12 уйӑх таран гриппа ОРВИрен упрать. Палӑртма кӑмӑллӑ: ӗнерхи кун тӗлне республикӑри 182 пин те 372 ҫын прививка туса сезон чир-чӗрӗнчен хӳтӗленнӗ. Тепӗр самант: пӗлтӗр Чӑваш Енре пурӑнакансен 42,3% прививка тунӑ, кӑҫал ку йыша 43% ҫитерме палӑртнӑ.

 

Сывлӑх

Канаш районӗнчи икӗ ялта фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Ку ял ҫыннисемшӗн чӑн-чӑн савӑнӑҫ пулнӑ.

Калининри тата Сухайкассинчи ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗсене авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. ФАПсене кунта питӗ хӑвӑрт ҫӗклесе лартнӑ. Вӗсене кӑҫал ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ҫеҫ хута яма тытӑннӑ.

Кӗҫех кунашкал савӑнӑҫ Тӑрӑн ялӗнче пурӑнакан ҫынсем патне ҫитӗ. Кӑштахран унта та ҫӗнӗ ФАП уҫма палӑртнӑ.

Сӑмах май, юлашки виҫӗ ҫулта Канаш районӗнче республикӑра пурнӑҫланакан тӗллевлӗ программӑпа килӗшӳллӗн 12 фельдшерпа акушер пункчӗ уҫнӑ. Ку – хальхисене, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫнисене, шутламасӑр.

 

Сывлӑх

Кӑҫалхи ултӑ уйӑхри кӑтарту пӗрре те лӑплантармасть: ВИЧ-инфекциллисен йышӗ 12,9 процент ӳснӗ. Кун пирки ВИЧ профилактики енӗпе иртнӗ канашлура ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн ҫумӗ Алексей Кизилов пӗлтернӗ.

Кӑҫалхи ҫур ҫулта ВИЧ-инфекциллисен йышӗ 100 пин ҫын пуҫне 13,34-пе танлашнӑ. Пӗлтӗр ку кӑтарту 22,4-па танлашнӑ. Чӑваш Енре ВИЧ-инфекциллисен йышӗ виҫӗ ҫул ӳссе пырать ӗнтӗ. Ҫапах пирӗн регион ку чир кӑтартӑвӗпе малтисен йышне кӗмест.

Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ВИЧ-инфекциллисен 57 проценчӗ – арҫынсем. Юлашки ҫулсенче ку чир аслӑраххисене ерет. Ҫак ушкӑна 30-39 ҫулсенчисем тата аслӑраххисем кӗреҫҫӗ.

 

Сывлӑх
Кураври самант
Кураври самант

Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн реабилитаци уйрӑмӗнче Чӑваш Енри хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗн грант проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланакан "Тимлӗхпе сывататпӑр" куравӗ уҫӑлнӑ. Тӳрех палӑртар: ку ахаль выставка мар, арт-терапилли.

Выставкӑра Клавдия Виноградовӑн хӑйне евӗр картинисем вырӑн тупнӑ. Автор хӑй те ӑна уҫма хутшӑннӑ, хӑйӗн чун киленӗҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ.

Клавдия Виноградова мӗн ӗмӗр тӑршшӗпех «Электроприбор» савӑтра ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Пенсие кайсан вӑл флористсен курсӗнче вӗреннӗ, батикпе кӑсӑкланса кайнӑ. Хӑйӗн картинисене чунне парать, вӗсене ҫамӑллӑн ӳкерет. Усал шыҫӑ тупса палӑртнӑ пациентсене унӑн картинисем илем тӗнчине илӗртеҫҫӗ, чире парӑнтарма шанӑҫ кӳреҫҫӗ, хавхалантараҫҫӗ.

Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, арт-терапи паянхи кун реаблитацири чи лайӑх меслетсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Онкологире вара вӑл — сыватакан пултарулӑх, вӑл этем чунне илемлӗ ӳнер урлӑ витӗм кӳрет.

 

Сывлӑх

Кӗҫех Шупашкарти пӗр пульницӑна юсӗҫ. Кун валли ятарласа укҫа уйӑрнӑ. Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.

Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ хушура палӑртнӑ тӑрӑх, РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствине Мӑкшӑ тата Чӑваш республикисенчи сывлӑх сыхлавӗн организацисене юсамашкӑн Президентӑн резерв фондӗнчен укҫана — 103 миллион та 523 пин тенке — уйӑрӗҫ.

Уйӑрнӑ укҫа-тенкӗрен 26 миллион та 523 пин тенки Чӑваш Енри Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине юсамашкӑн кайӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44304
 

Сывлӑх

Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем планшетпа ӗҫлеме пуҫланӑ. Малашне вӗсем пациентсем пирки планшет урлӑ хыпар илӗҫ.

Планшетсем васкавлӑ медпулӑшу подстанцийӗсене кӑҫалхи ака уйӑхӗнче килме пуҫланӑ. Ҫулталӑк вӗҫне пӗтӗм подстанцие ҫак хатӗрпе тивӗҫтерме палӑртнӑ. Ҫавна май тухтӑрсене ятарласа унпа усӑ курма вӗрентеҫҫӗ.

Гаджетсем информацие онлайн-мелпе илме май параҫҫӗ. Ҫавӑн пекех кӗске маршрут суйлама пулӑшаҫҫӗ.

Хальлӗхе кунашкал мелпе Мускаври, Питӗрти, Тутарстанри, Сарӑту облаҫӗнчи васкавлӑ медпулӑшу подстанцийӗсем усӑ кураҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/44050
 

Сывлӑх

Улатӑрта Республикӑри онкодиспансерӑн филиалӗ уҫӑлӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприяти ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 11 сехетре Улатӑр районӗн тӗп пульницинче пулӗ.

Кунашкал филиал пӗрремӗш хут уҫӑлать. Улатӑрта онколог пур, ҫапах вӑл ӑна улӑштармасть. Филиала уҫса халӑха тивӗҫлӗ пулӑшу парасшӑн.

Онкологи диспансерӗн филиалӗ мӗншӗн шӑпах Улатӑрта уҫӑлать-ха? Мӗншӗн тесен район Шупашкартан инҫетре вырнаҫнӑ. Унта пациентсене ятарлӑ графике пӑхӑнса йышӑнӗҫ.

Онколог пӳлӗмӗнче диспансер учетне туса пырӗҫ, пациентсене тимлӗн сӑнӗҫ. Филиала уҫнӑ ҫӗрте ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов, Республикӑри онкодиспансерӑн тӗп тухтӑрӗ Лидия Воропаева пулӗҫ.

 

Сывлӑх

Шупашкарти травматалоги, ортопеди тата эндопротезировани центрӗнче экзоскелета тӗрӗслеҫҫӗ. Вӑл кӳмере ларакан сусӑрсене ура ҫине тӑма пулӑшать.

Кунашкал аппарата Шупашкарсӑр пуҫне Раҫҫейри темиҫе хулара – Мускавра тата Екатеринбургра – тӗрӗслеҫҫӗ. Ӑна Сколковӑри ӑсчахсем шухӑшласа кӑларнӑ.

Экзоскелет медицина реабилтацийӗ тата социаллӑ адаптаци валли кирлӗ. Пациентсем сывлӑхне лайӑх енне улӑштарма май туса панӑшӑн питӗ савӑнаҫҫӗ. Малтан вӗсем бруссем ҫине тренировка ирттереҫҫӗ, унтан костыльпе утма хӑнӑхаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/43862
 

Сывлӑх

Чӑваш Енре фельдшерпа акушер пункчӗсене кӑҫал та тӑвасшӑн. малалла аталантарасшӑн.

Республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Светлана Ананьева кӑҫал 25 ФАП уҫмаллине пӗлтернӗ. Ҫакна та палӑртмалла: 2013 ҫултанпа пурӗ 128 ФАП ҫӗнӗрен хӑпартса лартнӑ. Сывлӑх сыхлав министерствинчи тӳре-шара республикӑри кашни тӑваттӑмӗш фельдшер пунктне ҫӗнетнӗ.

Сӑмах май, Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра 46 фельдшерпа акушер пунктне тухтӑрсем ҫитменнине эпир ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ку ыйтӑва ҫак уйӑхӑн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин коллегийӗн ларӑвӗнче хускатнӑччӗ. Аса илтерер, 46 ФАПра фельдшер ҫукчӗ. Вӑрнар районӗнче ҫак ыйту уйрӑмах ҫивӗч. Владимир Викторов министр коллегинче каланӑ тӑрӑх, Вӑрнар районӗнче «Мобильлӗ фельдшер» пилот проекчӗ ӗҫлеттерсе ярасшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/ru/node/24426
 

Страницӑсем: 1 ... 132, 133, 134, 135, 136, 137, 138, 139, 140, 141, [142], 143, 144, 145, 146, 147, 148, 149, 150, 151, 152, ...178
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр — унта усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ туссем тупатӑр, Пуҫри «таракансене» йӗркене кӗртессишӗн ан тӑрӑшӑр, юратнӑ ҫынна та ку енӗпе ан тарӑхтарӑр - кӑмӑл хуҫӑлӗ кӑна. Ку эрнере кӑмӑл вара лайӑх, ҫӑлтӑрсем лайӑх хыпар е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулассине систереҫҫӗ.

Утӑ, 26

1939
86
Ева Лисина, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1942
83
Назаров Андрей Кузьмич, патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ.
1980
45
Афанасьев Егор Афанасьевич, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та