Сывлӑх
![]() Ҫак кунсенче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳрт ялӗнче пурӑнакансем питӗ савӑннӑ. Ара, вӗсен ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ-ҫке-ха. Унччен Ҫичӗпӳртре кивӗ ФАП пулнӑ. Ҫӗннине кӑҫал ҫу уйӑхӗнче тума тытӑннӑ. ФАПа тумашкӑн пӗтӗмпе 2 миллион та 633 пин те 800 тенкӗ уйӑрнӑ. Федераци хыснинчен – 81 пин тенкӗ, ытти – регион хыснинчен. Хатӗр-хӗтӗр, сӗтел-пукан туянмашкӑн 181 пин тенкӗ ытла тӑкакланӑ. Ҫичӗпӳртри ФАПа икӗ ял ҫыннисем ҫӳрӗҫ. Пӗтӗмпе 500 ытла ҫын сывлӑхне тӗрӗслесе тӑрӗ. Унта пӗрремӗш категориллӗ фельдшер Ирина Федорова ӗҫлӗ. Сӑмах май, район пульници 32 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Октябрьскинчи тухтӑр амбулаторийӗ – 8 ытла ҫухрӑмра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ӗнер 19 сехетре Вӑрнар район пульницине харӑсах ултӑ ҫынна илсе пынӑ. Вӗсенчен пӗри уйрӑмах хытӑ аптӑранӑ. Арҫынсем Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкасси ялӗнче пӗр хӗрарӑм патӗнче ӗҫленӗ. Пулӑшакансене кил хуҫи хӗрарӑмӗ кӑмпа яшкипе хӑналанӑ. Хӑй те апата ҫинӗ. Сехет те ҫитмен — хӑнасем те, кил хуҫи хӗрарӑмӗ те хӑйсене начар туйма пуҫланӑ: ӑш пӑтраннӑ, хӑсӑк килнӗ, вар пӑсӑлнӑ. Арҫынсенчен пӗри тӑн ҫухатасси патнех ҫитнӗ. Ҫӗркаҫ улттӑшне те пульницӑн реанимаци уйрӑмӗнче тытнӑ. Паян ирхи сакӑр сехетсенче вӗсене инфекци уйрӑмне куҫарнӑ. Кӑмпа яшки ҫисе нушаланса пӗтнипе пульницӑна лекнисем халӗ хайсене начар мар туяҫҫӗ. Ҫапах та тухтӑрсем чирлисене пӑхсах тӑраҫҫӗ, кирлӗ эмелпе, ытти процедурӑпа вӑхӑтра тивӗҫтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти виҫӗ пульницӑра уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин порталӗнче пӗлтереҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн, Хулари клиника центрӗн тата Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницин тухтӑрӗсем пациентсене йышӑнӗҫ. Республикӑри клиника онкологи диспансерӗнче уҫӑ алӑксен кунне сӗт парӗсемпе тата ӳтпе ҫыхӑннӑ ыйтусене халаллӗҫ. Малтанах ҫырӑнас тесен электронлӑ регистратурӑна кӗмелле. Хӑвӑрпа пӗрле анализсен пӗтӗмлетӗвӗ, полис тат паспорт пулмалла. Специалистсем ирхи 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен йышӑнӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарта вара терапевт, пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ тата ансӑр специалист йышӑнӗ. 1-мӗш поликлиникӑра флюорографи тата маммографи пӳлӗмӗсем ӗҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Паян Шупашкарти 2-мӗш ача-пӑча пульницине кӑнтӑрла ҫитес умӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗн машинисем тата васкавлӑ пулӑшу кӳрекен тухтӑрсем персе ҫитнине, вӗсем сиплев учрежденийӗнче тӗтӗм тухать тесе пӗлтернипе вырӑна васканине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унчченхи хыпарта автор пӗр ачана ҫеҫ урӑх пульницӑна илсе кайнине хыпарланӑччӗ. Анчах Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав урӑхларах хыпарланӑ. Инфекци уйрӑмӗнчи 32 ачана амбулатори килте сипленме янӑ, 64 ачана Шупашкарти ача-пӑчан 3-мӗш пульницине вырттарнӑ, 18 пӗчӗк пациента Республикӑри ача-пӑча пульницине илсе кайнӑ, 12 ачана — Ҫӗнӗ Шупашкарти больницӑн инфекци уйрӑмне. Хӑш ача ӑста лекнине пӗлес текенсем валли министерство талӑкӗпех ӗҫлекен хӗрӳ лини уҫнӑ. Унӑн номерӗ – 8 /8352/ 26-15-15. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Паян Шупашкарти 2-мӗш ача-пӑча пульницине кӑнтӑрла ҫитес умӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗн машинисем тата васкавлӑ пулӑшу кӳрекен тухтӑрсем персе ҫитнӗ. Вӗсем сиплев учрежденийӗнче тӗтӗм тухать тесе пӗлтернипе вырӑна васканӑ. Чӑн та, путвалта мӑкӑрланнӑ. Анчах хыпса ҫунман. Пульницӑра сипленекен 126 ачана, пӗчӗккисемпе пӗрле выртакан 97 амӑшне тата шурӑ халатлисене, пурӗ 66 ҫынна, пульницӑран урама кӑларса тӑратнӑ. Чирлӗ ачасенчен пӗри йывӑр аптӑранине кура ӑна урӑх пульницӑна ӑсатнӑ. Пушарпа кӗрешекенсем тӗтӗмленекен вырӑна часах сӳнтернӗ. Яваплӑ службӑсем инкек сӑлтавне татса калама хальлӗхе тӑхтаҫҫӗ. Вӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, инкек путвалти пӑралуксем пӗрлешнипе тухма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти тӑватӑ пульницӑра уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Ҫак кун ҫынсем унта пырса специалистсемпе канашлама пултарӗҫ. Шӑматкун Хулари 1-мӗш клиника пульници, Хулари 7-мӗш пульница, Республикӑри кардиологи диспансерӗ тата Республикӑри наркологи диспансерӗ пуриншӗн те уҫӑ пулӗҫ. Хулари 1-мӗш клиника пульницин 1-мӗш поликлиникинче ҫынсем пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсемпе тата ансӑр специалистсемпе канашлама пултарӗҫ. Ҫавӑн пекех флюорографи тума май пур. Хулари 7-мӗш пульницӑра терапевтпа, педиатрпа, ансӑр специалистсемпе канашлама май пулӗ. Направлени илсен ЭКГ, УЗИ, рентген, флюорографи тума тата юна пама пулать. Республикӑри кардиологи диспансерӗнче физиотерапевтсем, кардиологсем, наврологсем йышӑнӗҫ. Наркологи диспансерӗнче вара наркотикрен мӗнле хӑталмалли пирки калаҫӗҫ. Пациентсен хӑйсен ҫумӗнче полис, паспорт пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарти икӗ пульницӑна пӗрлештересшӗн. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку икӗ ача-пӑча пульницине пырса тивет. Кун пирки авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов, унӑн ҫумӗ Алексей Кизилов тата ытти тӳре-шара калаҫнӑ. Вӗсем Хулари 1-мӗш ача-пӑча пульници ҫумне ҫирӗплетнӗ пульницӑсенче халӑха пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑве кӳрес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Хулара ачасем валли лайӑх клиника пульници тӑвасшӑн. Унччен вӗсем кашни уйрӑм ӗҫленӗ. Халӗ вӗсене пӗрлештересшӗн. Ку поликлиникӑсем хупӑнассине пӗлтермест. Кашни хӑйӗн вырӑнӗнче юлӗ. Пульницӑсене ансӑр специалистсем тата педиатрсем ҫитменрен пӗрлештереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ӗнер Чӑваш Енӗн Правительство пайташӗсемпе Михаил Игнатьев Элтепер ирттернӗ канашлура ҫул-йӗр ҫинчи инкексем пирки те калаҫнӑ. Республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов унта каланӑ тӑрӑх, ҫул-йӗр ҫинчи инкексенчен самайӑшӗнче ҫынсем васкавлӑ пулӑшу кӳрекен тухтӑрсем ҫитиччен вилеҫҫӗ. Ку вӑл «03» тытӑм майӗпен ҫӳренипе е машина ҫула кая юлса тухнипе ҫыхӑнман. Аварисем йывӑртан этем пурнӑҫӗ инкек вырӑнӗнчех татӑлать. Ҫапах та лӑплантаракан цифра та илсе панӑ министр: ҫул-йӗр ҫинчи инкекре вилекенсен шучӗ кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра 23,3 процент чакнӑ. Тата тепӗр цифра та палӑртнӑ: 100 пин ҫын пуҫне вӑтамран 10,2-ӗн леш тӗнчене ӑсаннӑ. Сӑмах май, пӗрремӗш пулӑшу кӳме ҫул-йӗр инспекторӗсене те вӗрентеҫҫӗ иккен. Владимир Викторов пульницӑна илсе ҫитернисенчен йывӑр суранланнӑ 230 ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма май килнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Муркаш районӗнчи Ахмане ялӗнче фельшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Ял ҫыннисем куншӑн савӑнса пӗтереймеҫҫӗ. Унта 500 яхӑн ҫын сипленме ҫӳрӗ. Ахмане ялӗнчи кивӗ медпункт темиҫе ҫул ӗҫлемен ӗнтӗ, унта медӗҫчен пулман. Ҫӗнӗ ФАПра вара медицина колледжӗнчен кӑҫал вӗренсе тухнӑ специалист ӗҫлӗ. Унта ҫӳрекен 477 ҫынран 75-шӗ ачасем. Кивӗ медпункт ӗҫлемен чухне вырӑнти халӑх Москакассине медицина пулӑшӑвӗ илме кайнӑ. Вӑл вара ҫывӑхра мар, 2 ҫухрӑм утмалла. Палӑртса хӑварар: юлашки виҫӗ ҫулта Муркаш районӗнче пилӗк ФАП уҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() «Ылтӑн кӗркунне поэтсемпе писательсен кӑна мар, вируссен те юратнӑ тапхарӗ», — палӑртнӑ ӗнер, авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Енри Сывлӑх сыхлавӗн министерствинче ирттернӗ селекторлӑ канашлура. Унта сыватмӑшсен тӗп тухтӑрӗсем ҫывхарса килекен грипп тата ОРВИ тапхӑрӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ. Ҫак амаксенсен хӳтӗленме вӗсем прививка туса хӑтӑлмаллине аса илтернӗ, кун пирки халӑха май пур таран ытларах пӗлтермеллине палӑртнӑ. Вакцинаци — паянхи кун чи витемлӗ мел, прививка тунисен 80-90% гриппа вуҫех чирлемест. Аптӑраса ӳксен те темччен нушаланмасть. Унсӑр пуҫне прививка ҫынна 12 уйӑх таран гриппа ОРВИрен упрать. Палӑртма кӑмӑллӑ: ӗнерхи кун тӗлне республикӑри 182 пин те 372 ҫын прививка туса сезон чир-чӗрӗнчен хӳтӗленнӗ. Тепӗр самант: пӗлтӗр Чӑваш Енре пурӑнакансен 42,3% прививка тунӑ, кӑҫал ку йыша 43% ҫитерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ.
| Воскресенский Виталий Григорьевич, артиллерин генерал-лейтенанчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юхма Мишши, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |