Сывлӑх
![]() Канаш районӗнчи икӗ ялта фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Ку ял ҫыннисемшӗн чӑн-чӑн савӑнӑҫ пулнӑ. Калининри тата Сухайкассинчи ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗсене авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. ФАПсене кунта питӗ хӑвӑрт ҫӗклесе лартнӑ. Вӗсене кӑҫал ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ҫеҫ хута яма тытӑннӑ. Кӗҫех кунашкал савӑнӑҫ Тӑрӑн ялӗнче пурӑнакан ҫынсем патне ҫитӗ. Кӑштахран унта та ҫӗнӗ ФАП уҫма палӑртнӑ. Сӑмах май, юлашки виҫӗ ҫулта Канаш районӗнче республикӑра пурнӑҫланакан тӗллевлӗ программӑпа килӗшӳллӗн 12 фельдшерпа акушер пункчӗ уҫнӑ. Ку – хальхисене, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫнисене, шутламасӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Кӑҫалхи ултӑ уйӑхри кӑтарту пӗрре те лӑплантармасть: ВИЧ-инфекциллисен йышӗ 12,9 процент ӳснӗ. Кун пирки ВИЧ профилактики енӗпе иртнӗ канашлура ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн ҫумӗ Алексей Кизилов пӗлтернӗ. Кӑҫалхи ҫур ҫулта ВИЧ-инфекциллисен йышӗ 100 пин ҫын пуҫне 13,34-пе танлашнӑ. Пӗлтӗр ку кӑтарту 22,4-па танлашнӑ. Чӑваш Енре ВИЧ-инфекциллисен йышӗ виҫӗ ҫул ӳссе пырать ӗнтӗ. Ҫапах пирӗн регион ку чир кӑтартӑвӗпе малтисен йышне кӗмест. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ВИЧ-инфекциллисен 57 проценчӗ – арҫынсем. Юлашки ҫулсенче ку чир аслӑраххисене ерет. Ҫак ушкӑна 30-39 ҫулсенчисем тата аслӑраххисем кӗреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Кураври самант Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн реабилитаци уйрӑмӗнче Чӑваш Енри хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗн грант проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланакан "Тимлӗхпе сывататпӑр" куравӗ уҫӑлнӑ. Тӳрех палӑртар: ку ахаль выставка мар, арт-терапилли. Выставкӑра Клавдия Виноградовӑн хӑйне евӗр картинисем вырӑн тупнӑ. Автор хӑй те ӑна уҫма хутшӑннӑ, хӑйӗн чун киленӗҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Клавдия Виноградова мӗн ӗмӗр тӑршшӗпех «Электроприбор» савӑтра ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Пенсие кайсан вӑл флористсен курсӗнче вӗреннӗ, батикпе кӑсӑкланса кайнӑ. Хӑйӗн картинисене чунне парать, вӗсене ҫамӑллӑн ӳкерет. Усал шыҫӑ тупса палӑртнӑ пациентсене унӑн картинисем илем тӗнчине илӗртеҫҫӗ, чире парӑнтарма шанӑҫ кӳреҫҫӗ, хавхалантараҫҫӗ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, арт-терапи паянхи кун реаблитацири чи лайӑх меслетсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Онкологире вара вӑл — сыватакан пултарулӑх, вӑл этем чунне илемлӗ ӳнер урлӑ витӗм кӳрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Кӗҫех Шупашкарти пӗр пульницӑна юсӗҫ. Кун валли ятарласа укҫа уйӑрнӑ. Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ хушура палӑртнӑ тӑрӑх, РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерствине Мӑкшӑ тата Чӑваш республикисенчи сывлӑх сыхлавӗн организацисене юсамашкӑн Президентӑн резерв фондӗнчен укҫана — 103 миллион та 523 пин тенке — уйӑрӗҫ. Уйӑрнӑ укҫа-тенкӗрен 26 миллион та 523 пин тенки Чӑваш Енри Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине юсамашкӑн кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем планшетпа ӗҫлеме пуҫланӑ. Малашне вӗсем пациентсем пирки планшет урлӑ хыпар илӗҫ. Планшетсем васкавлӑ медпулӑшу подстанцийӗсене кӑҫалхи ака уйӑхӗнче килме пуҫланӑ. Ҫулталӑк вӗҫне пӗтӗм подстанцие ҫак хатӗрпе тивӗҫтерме палӑртнӑ. Ҫавна май тухтӑрсене ятарласа унпа усӑ курма вӗрентеҫҫӗ. Гаджетсем информацие онлайн-мелпе илме май параҫҫӗ. Ҫавӑн пекех кӗске маршрут суйлама пулӑшаҫҫӗ. Хальлӗхе кунашкал мелпе Мускаври, Питӗрти, Тутарстанри, Сарӑту облаҫӗнчи васкавлӑ медпулӑшу подстанцийӗсем усӑ кураҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Улатӑрта Республикӑри онкодиспансерӑн филиалӗ уҫӑлӗ. Савӑнӑҫлӑ мероприяти ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 11 сехетре Улатӑр районӗн тӗп пульницинче пулӗ. Кунашкал филиал пӗрремӗш хут уҫӑлать. Улатӑрта онколог пур, ҫапах вӑл ӑна улӑштармасть. Филиала уҫса халӑха тивӗҫлӗ пулӑшу парасшӑн. Онкологи диспансерӗн филиалӗ мӗншӗн шӑпах Улатӑрта уҫӑлать-ха? Мӗншӗн тесен район Шупашкартан инҫетре вырнаҫнӑ. Унта пациентсене ятарлӑ графике пӑхӑнса йышӑнӗҫ. Онколог пӳлӗмӗнче диспансер учетне туса пырӗҫ, пациентсене тимлӗн сӑнӗҫ. Филиала уҫнӑ ҫӗрте ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов, Республикӑри онкодиспансерӑн тӗп тухтӑрӗ Лидия Воропаева пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарти травматалоги, ортопеди тата эндопротезировани центрӗнче экзоскелета тӗрӗслеҫҫӗ. Вӑл кӳмере ларакан сусӑрсене ура ҫине тӑма пулӑшать. Кунашкал аппарата Шупашкарсӑр пуҫне Раҫҫейри темиҫе хулара – Мускавра тата Екатеринбургра – тӗрӗслеҫҫӗ. Ӑна Сколковӑри ӑсчахсем шухӑшласа кӑларнӑ. Экзоскелет медицина реабилтацийӗ тата социаллӑ адаптаци валли кирлӗ. Пациентсем сывлӑхне лайӑх енне улӑштарма май туса панӑшӑн питӗ савӑнаҫҫӗ. Малтан вӗсем бруссем ҫине тренировка ирттереҫҫӗ, унтан костыльпе утма хӑнӑхаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре фельдшерпа акушер пункчӗсене кӑҫал та тӑвасшӑн. малалла аталантарасшӑн. Республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Светлана Ананьева кӑҫал 25 ФАП уҫмаллине пӗлтернӗ. Ҫакна та палӑртмалла: 2013 ҫултанпа пурӗ 128 ФАП ҫӗнӗрен хӑпартса лартнӑ. Сывлӑх сыхлав министерствинчи тӳре-шара республикӑри кашни тӑваттӑмӗш фельдшер пунктне ҫӗнетнӗ. Сӑмах май, Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра 46 фельдшерпа акушер пунктне тухтӑрсем ҫитменнине эпир ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ку ыйтӑва ҫак уйӑхӑн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин коллегийӗн ларӑвӗнче хускатнӑччӗ. Аса илтерер, 46 ФАПра фельдшер ҫукчӗ. Вӑрнар районӗнче ҫак ыйту уйрӑмах ҫивӗч. Владимир Викторов министр коллегинче каланӑ тӑрӑх, Вӑрнар районӗнче «Мобильлӗ фельдшер» пилот проекчӗ ӗҫлеттерсе ярасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Пысӑк предприятисен хай вӑхӑтӗнче поликлиникӑсем пулнӑ-ха. Самани улшӑнса кайсан вӗсем хупӑнса пӗтнӗ. Унччен ӗҫленӗ сывлӑх пункчӗсем те паян пур ҫӗрте те ҫук. В.И. Чапаев ячӗллӗ савутра сывлӑх пунктне вара яланах ӗҫлеттернӗ. Талӑкӗпех ӗҫлекен предприятире ун пекки кирлине шута илсе тытса тӑнӑ ҫав пӳлӗмпех ҫырлахман, халӗ унта поликлиника уҫнӑ. Тухтӑрсем патне савут ӗҫченӗсем йӑпӑр-япӑр каяҫҫӗ. Унти ӗҫ-пуҫпа Чӑваш Енӗн патшалӑхӑн телекуравӗпе радиовӗн журналисчӗсем вырӑна тухсах паллашнӑ. «Хама начар туйрӑм та сывлӑх пунктне килтӗм», — каласа кӑтартнӑ журналистсене Владимир Порфирьев транспортировщик. Тепри юн пусӑмӗ хӑпарса кайнипе пулӑшу ыйтма пынӑ. Чирлӗ ҫынна эмел ӗҫтернӗ хыҫҫӑн виҫӗ кунлӑха пульница хучӗ ҫырса панӑ. Савутри поликлиникӑра фельдшерсем те, терапевтсем те, профпатолог та пур. Шупашкарти клиника пульницинчи тухтӑрсем те унта пырса ҫӳрӗҫ. Поликлиникӑра стоматологи пӳлӗмӗ уҫнишӗн те савут ӗҫченӗсем савӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Сывлӑх
Пӗр хаҫатра нимӗҫ халӑхӗн паллӑ врачӗ ҫинчен интереслӗ информаци пичетленчӗ. Гомотоксикологи никӗслевҫи Ганс Рекович врач 1955 ҫултах организм шлаксемпе тулса ларнин теорине хатӗрленӗ иккен. Вӑл ҫав пулӑмӑн ултӑ стадине кӑларнӑ: 1-мӗш стади — хӑвна вӗҫӗмсӗр е час-часах ывӑннӑ пек туйни; 2-мӗш стади — пуҫ тата сыпӑсем ыраткаланине туйни; 3-мӗш стади — инфекци чирӗсем сырӑнма пуҫлани, час-часах шӑнса чирлени, дисбактериоз, артритсем, простатит тата ыт. те; 4-мӗш стади — ӳт ҫине ӳссе ларнӑ хӑрушӑ мар япаласем: паппиломӑсем, кератомӑсем, кистасем, полипсем, аденомӑсем; 5-мӗш стади — эндокрин тата нерв тытӑмӗсен ӗҫӗ пӑсӑлни, катаракта, глаукома, инфарктсем, инсультсем; 6-мӗш стади — иммунитет вӑйлӑ чакни, усал шыҫӑсем. Пысӑк шайлӑ врачсем шухӑшӗпе кашни чирӗн мӗнле те пулин сӑлтав пур иккен тата нумай чирсен сӑлтавӗ — организм шлаксемпе вараланни, тулса ларни. Анчах организма сиенлӗ япаласенчен тасатас вырӑнне хӑшпӗр ҫынсем таблеткӑсем нумай ӗҫеҫҫӗ пулас — хӑвӑрт сывалмӑпӑр-ши тесе. Ку шухӑшсене мӗншӗн илсе кӑтартрӑм-ха? |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ.
| Воскресенский Виталий Григорьевич, артиллерин генерал-лейтенанчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юхма Мишши, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |