Сывлӑх
![]() Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ тӗп тухтӑрсен шалӑвӗпе кӑсӑкланма тытӑннӑ. Чӑваш Енри пульницӑсенчи тӗп тухтӑрсен шалӑвӗ ҫулталӑкра 5 миллиона ҫывхарнӑ. Пуҫлӑхсем ун чухлӗ укҫа илни ахаль тухтӑрсене тӗлӗнтерет пулӗ те, анчах хӑш-пӗр регионта тӗп врачсем тата нумайрах илеҫҫӗ-мӗн. Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ ҫӗршывӑн 17 регионӗнчи шурӑ халатлисен шалӑвӗпе кӑсӑкланнӑ. Тӗп тухтӑрпа ахаль медицина ӗҫченӗн ҫулталӑкри шалӑвӗ хушшинчи уйрӑмлӑх 4 хутран пуҫласа 200 хут таран пулнине асӑрханӑ халӑх фрончӗн хастарӗсем. Чӑваш Енре, Калмӑк Республикинче, Карелинче, Хакас Республикинче, Брянск, Воронеж, Орлов, Пенза облаҫӗсенче тата Камчаткӑра тӗп тухтӑрсен ҫулталӑкри шалӑвӗ 5 мимллиона ҫывхарнӑ. Тувара 65 миллионтан иртнӗ, Тутарстанра 24–25 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() «Русфонд» ыркӑмӑллӑх фончӗ ачасене малалла пулӑшать. Хальхинче Шупашкарта пурӑнакан 11-ти Захар Романова пулӑшу кирлӗ. Вӑл карланкӑн папилломатозӗпе чирлет. Захара операци темиҫе хут та тунӑ. Анчах сиплев вӗҫленмен-ха. Сывалмашкӑн пулӑшу кирлӗ ӑна. Кун валли 5542 номер ҫине «дети» тесе ҫырса ямалла. СМС ҫыру яма 75 тенкӗ илеҫҫӗ. Захар мӗн ҫуралнӑранпах йывӑррӑн сывлать. Карланкинче яланах папилломӑсем ӳсеҫҫӗ те сывлав ҫулне пӳлеҫҫӗ. Виҫӗ уйӑхра реанимацие лекнӗ вӑл. Анчах операцисем тусан та лару-тӑру улшӑнман. Ӑна Мускаври тухтӑрсем сиплеме пуҫланӑ. Ку таранччен ӑна 40 ытла операци тунӑ. Кашнине — наркозпа. Халӗ карланкине ятарлӑ пӑрӑх лартнӑ. Захар шкулта дистанци мелӗпе вӗренет. Унӑн сывалас шанчӑк пур. Анчах укҫа кирлӗ — 3 209 468 тенкӗ. «Коммерсант» хаҫат вулаканӗсем тата Русфонд 552 968 тенкӗ уйӑрӗҫ, «Пӗтӗм тӗнчери финанс клубӗ» банк 280 тенкӗ парӗ. «Пӗрремӗш канал» 2 миллион ытла тенкӗ пухма палӑртнӑ. «Чӑваш Ен» ПТРК 50 пин тенкӗ пухасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Онкологи чи усал чиртен пӗрине пурте пӗлеҫҫӗ. Чире вӑхӑтра палӑртса ҫийӗнчех сиплеме ыттӑнсан амака ҫӗнтерме пулать тесе лӑплантараҫҫӗ-ха тухтӑрсем. Шупашкарта вырнаҫнӑ республика шайӗнчи онкологи диспансерӗ ҫумӗнче тума пуҫланӑ хирурги корпусне специалистсем пысӑк шанӑҫпа кӗтеҫҫӗ. Специалистсенчен ытла вӑл чирлисене кирлӗ тесен те тӗрӗс. Ӗнер, раштавӑн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ултӑ хутлӑ ҫав корпуса тӑвасси епле пынипе паллашнӑ. Ӑна хута янин хакӗ 950 миллион тенкӗпе танлашать. Хирурги объектне 2012 ҫулта тума тытӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра шалти ӗҫсем пыраҫҫӗ-мӗн: стенасене йӗркене кӗртеҫҫӗ, урайсене сараҫҫӗ, электричество, вентиляци, сантехника ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ. Хирурги корпусне туса пӗтерме килес ҫул федераци хысничнен 294 миллион тенкӗ уйӑрасса шанаҫҫӗ. Республика бюджетӗнче 68,7 миллион пӑхса хӑварнӑ. Ҫӗнӗ корпуса хута ярсан ҫулталӑкра 5 пин операци тума май килӗ. Сӑнсем (11) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() «Про Город» тунӑ сӑн Шупашкарти «Садовый» микрорайонта поликлиника пулӗ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ун валли вырӑн хатӗр ӗнтӗ. Ку вырӑн пирки тахҫанах судра тавлашусем пыраҫҫӗ ӗнтӗ. Б.Хмельницкий урамӗнчи 123-мӗш «а» ҫуртра пульница пур-ха. Анчах вӑл пӗчӗк, микрорайона пурӑнма куҫакан халӑха йышӑнса пӗтереймест. Ку ыйтӑва татса панӑ халӗ. Ҫырла тӑкӑрлӑкӗнчи 2-мӗш ҫурта поликлиника хута ямашкӑн панӑ. Унччен ӑна Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗ илесшӗн пулнӑ. Поликлиникӑна туса пӗтерсен вӑл аслисене те, кӗҫӗннисене те йышӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Наиля Зинетуллинӑпа Алла Самойлова министр Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ пулнӑ Наиля Зинетуллина чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен ведомствӑри ҫемҫе пуканпа сывпуллашни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, тивӗҫлӗ хушӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗччӗ. Хӗрӗхе кӑна ҫывхаракан медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Наиля Зинетуллина пирки ун чухнех Шупашкарти пульницӑсенчен пӗрне тӗп тухтӑра куҫать тесе калаҫрӗҫ. Халӗ ку сӑмах тӳрре килни палӑрчӗ. Ӗнер ЧР сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова Шупашкарти 1-мӗш номерлӗ клиника пульницине тӗп тухтӑрпа паллаштарнӑ. Ҫак должноҫе маларах асӑннӑ Наиля Зинетуллинӑна шанса панӑ. Наиля Хайрлисламовна хӑйне ҫӗнӗ вырӑна шаннӑшӑн министра тав тунӑ. Сӑнсем (3) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() «Про Город» архивӗнчи сӑн Улатӑрти тӗп пульница ҫумӗнчи ача ҫураттармалли ҫуртра ҫур ҫул ытла лифт ӗҫлемен-мӗн. Пациентсем тинех ҫӑмӑллӑн сывласа яма пултарӗҫ. Пульницӑра ҫулталӑк вӗҫлениччен лифт ӗҫлесе каймалла. Пӑр Чӑваш Енри Халӑх фрончӗ «сӑмса чиксен» ҫеҫ вырӑнтан тапраннӑ. Халӗ лифта савутра хатӗрлеҫҫӗ. Лифт пирки кӑҫал ака уйӑхӗнче калаҫма тытӑннӑ. Хула ҫыннисем медицина учрежденийӗсенче пациентсене операци пӳлӗмне, бокса илсе каймалли лифт ҫукки пирки ҫӑхав ҫырнӑ. Медсестрасемпе санитаркӑсем ҫуратма хатӗрленекен пациентсене наҫҫилккапа йӑтса хӑпартнӑ. Ку вара хӑрушлӑх кӑларса тӑратать, медсестрасене те йывӑр килет. Хастарсем ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствинчен лифт лартмашкӑн укҫа тупма ыйтнӑ. Кун хыҫҫӑн ведомство аукцион ирттернӗ, унта лифта 2 миллион та 267 пин те 700 тенкӗпе лартма калаҫса татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Пӗтӗмӗшле практика врачӗсене наркотик сиенӗнчен хӑтӑлма ятарлӑ консультацисем пама вӗрентеҫҫӗ. Кун пирки Наркотика хирӗҫ кӗрешекен республика комиссийӗн ларӑвӗнче республикин сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Татьяна Богданова пӗлтернӗ. Лару ӗнер иртнӗ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ. Михаил Игнатьев ӗнентернӗ тӑрӑх, паян «Чӑваш Енре наркотик патне туртӑнас текенсен шучӗ сахалланса пырать, лару-тӑру ку енӗпе аван». Тухтӑрсене вӗрентни патне таврӑнсан, пурӗ 60 тухтӑра тата 45 медицина ӗҫченне ятарлӑ пӗлӳ панӑ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ наркотик сиенӗ пирки массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ытларах материал хатӗрлесе кӑлармалла тесе шухӑшланине пӗлтернӗ. «Обществӑн пӗр шухӑшлӑ пулса кӗрешмелле. Ҫак ӗҫре МИХсенче тӑрӑшакансен, шкулта ӗҫлекенсен, спорт учрежденийӗсен витӗмлӗхӗ пысӑк пулмалла», — тенӗ Михаил Игнатьев. Сӑнсем (6) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Йӗпреҫ районӗнче хальхи вӑхӑтра «Пирӗн ачасен сывлӑхӗшӗн тата хӑрушсӑрлӑхӗшӗн» акци пырать. Вӑл авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ та раштав вӗҫӗчченех тӑсӑлӗ. Акци пирки район администрацийӗнче ҫапларах ӑнлантараҫҫӗ. Эрех ӗҫме халӗ ҫамрӑклах пуҫлаҫҫӗ. Яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫран хӑшӗсем сӑрана эрех вырӑнне хумаҫҫӗ, ӑна ӗҫсен те тем пулмасть тесе шухӑшлаҫҫӗ. Анчах сиенлӗ йӑла пӗчӗкрен пуҫланать. Сӑрана куркапа ӗҫеҫҫӗ. Кашни куркана 300–500 миллилитр сӑра кӗрет. Тепӗр майлӑ каласан, пӗр курка пуҫне 20 грамм алкоголь лекет. Икӗ курка сӑра ӗҫсен этем организмне 40 грамм алкоголь лекет. Ҫакӑн пек ансат арифметикӑпа шутласа ӑнлантарса параҫҫӗ те Йӗпреҫ районӗнче эрех сиенӗ пирки ачасене. Ачасене кӑна мар, аслисене те наркотика хирӗҫле ӗҫлекен районти комисси сӑра сиенӗ пирки аса илтернӗ май унпа айкашмалла марри пирки чӗнсе калать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Малашне пульницӑсене тӗрӗслесех тӑрӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫӗнӗ проект пуҫарнӑ. «Пациентшӑн» ятлӑ вӑл. Проекта ведомство ахальтен пуҫарман. Ҫапла майпа пульницӑри ҫивӗч ыйтусене татса парасшӑн. Проектпа килӗшӳллӗн, пульницӑсенче кашни уйӑхра анлӑ тӗрӗслев пулӗ. Алла Самойлова каланӑ тӑрӑх, чи малтанах Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти поликлиникӑсене ҫитсе курӗҫ. План та хатӗрленӗ. Виҫӗ эрне хушшинче пациентсемпе анкетировани тата ыйтӑм ирттерӗҫ. Пӗтӗмпех шута илӗҫ — черетрен пуҫласа пациентсене мӗнле йышӑнни таранах. Пульницӑна пациентсем министрпа тӗл пулнӑ чухне паллӑ лартӗҫ. Ҫур ҫул иртсен каллех тӗрӗслӗҫ. Проекта пуҫарсан чи малтан Шупашкарти Осипов ячӗллӗ пульницӑна тӗрӗсленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Татьяна Наумова тухтӑр Иртнӗ эрнере Мускавра Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑкри чи лайӑх тухтӑр» конкурс ҫӗнтерӳҫисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура часланӑ. Унта Сергей Агафонкин, Республикӑри онкодиспансерӗн хирурги уйрӑмӗн заведующийӗ, пулнӑ. Унсӑр пуҫне конкурсра пирӗн республикӑри тепӗр икӗ тухтӑр наградӑна тивӗҫнӗ. Республикӑри офтальмологи пульницин тухтӑрӗ Татьяна Юрьевна Наумова «Чи лайӑх офтальмолог» номинацире виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. «Чи лайӑх фтизиатр» номинацире Республикӑри туберкулез диспансерӗн фтизиаторӗ Надежда Алексеевна Апраскина виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Аса илтерер: Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑкри чи лайӑх тухтӑр» конкурс 33 номинаципе иртнӗ. Кӑҫал унта 90 тухтӑр ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. Вӗсене дипломпа тата укҫан хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |