Сывлӑх
![]() Чӑваш Енре чӳкӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 5-мӗшӗччен «Донор уйӑхлӑхӗ» донор акцийӗ иртнӗ. Унта ытларах ҫамрӑксене хутшӑнтарма тӑрӑшнӑ. Акцие Республикӑри юн илекен станципе «Сывлӑхлӑ наци» ирттернӗ. Уйрӑмах И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн, Шупашкарти медицина колледжӗн тата ытти вӗренӳ организацийӗн студенчӗсем хастар пулнӑ. Пӗр уйӑхра акцие 600 ытла ҫамрӑк хутшӑннӑ. Вӗсенчен 500-шӗ донор пулса тӑнӑ. Ҫапла майпа 260 ытла литр юн хатӗрленӗ. Юн панӑ студентсене Юн служби сувенирсеме чысланӑ. ЧР Сывлӑх министерстви тунӑ пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, кӑҫал 11 уйӑхра 16 пин ытла ҫын донор пулнӑ. Вӗсем пулӑшнипе 13 пин ытла литр юн хатӗрленӗ. Ҫак тапхӑрта Юн служби тӗрлӗ ҫӗрте 279 донор кунӗ тата акци йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Сывлӑх ҫирӗп пуласси хамӑртан та килет Сывлӑхлӑ пуласси тӗрлӗ хӑнӑхтару-хускану тунинчен кӑна мар, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑннинчен те тӗрӗс апатлануран та килет тесе шухӑшлаҫҫӗ Комсомольскинчи тӗп вулавӑшра. Ҫак кунсенче унта «Сывлӑх» клуб ӗҫлеме пуҫланӑ. Пӗрремӗш занятие пуҫитарӑннисене А.А. Волкова библиограф клубӑн кун йӗркипе паллаштарнӑ. А.П. Андреева тухтӑр тӗрӗс апатланмалли мелсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ, сӑмахне тӗслӗхсемпе ҫирӗплетнӗ. З.А. Галкина врач вара «Хускану вӑл — пурнӑҫ» тесе тӗплӗн ӑнлантарса панӑ. Вӑл ирпе вӑрансан мӗнлерех хускану тумаллине вӗрентнӗ. Вӑл кӑтартнӑ хусканусене пухӑннисем ҫавӑнтах туса пӑхнӑ. З.А. Галкина пухӑннисен ыйтӑвӗсене хуравланӑ. А.А. Волкова библиограф вара «Сывлӑх тата апат-ҫимӗҫ» темӑпа калаҫу ирттернӗ. «Сывлӑх клубне» пухӑннисем унтан пурте пӗрле курӑк чейӗпе сӑйланнӑ. Малашне клуб членӗсем икӗ эрнере пӗрре тӗл пулма калаҫса татӑлнӑ. Юлашкинчен вӗсем физкультурӑпа спорт комплексне бассейна кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ӗлӗк хӗрарӑмсем хирте тырӑ вырнӑ вӑхӑтрах ҫӑмӑлланни те пулнӑ. Халӗ самани урӑх та, пулас амӑшӗсем хӑйсене питӗ перекетлеҫҫӗ. Ача ҫуратма ҫӑмӑл пултӑр тесе тухтӑрсем те вӗсене тем тӗрлӗ сӗнӳ-канаш параҫҫӗ, ҫуратма лайӑхрах пултӑр тесе ятарлӑ зарядка та тутараҫҫӗ. Етӗрнере, ав, пулас амӑшӗсем валли «Тӗлӗнтермӗш кӗтнӗ май» проект шухӑшласа кӑларнӑ. Районти ача-пӑча пултарулӑх центрӗн педагогӗсем амӑш пулма хатӗрленекенсене хырӑмри ачана сӑпка юрри епле витӗм кӳни пирки ӑнлантарма палӑртаҫҫӗ. Заняти раштавӑн 5-мӗшӗнче иртмелле. Сӑпка юрри пирки ӑнлантарнисӗр пуҫне «Ташӑ терапийӗ» тренинг иртӗ. Кӗвӗ-ҫемӗн усси пирки те чарӑнса тӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Федераци шайӗнче йышӑннӑ ҫак программа 2012 ҫултанпа пурнӑҫланма тытӑнчӗ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ӗнер правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура ку программа республикӑри ялсене епле пулӑшнине те сӳтсе явнӑ. Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова ялсене ҫавӑнтанпа 239 врач ӗҫлеме кайнине пӗлтернине эпир ӗнер хыпарланӑччӗ. Аса илтеретпӗр, ялти сиплев учрежденийӗсене специалистсемпе комплектлассине 16,6 процент таран ӳстерме май килнӗ-мӗн. Тухтӑрсенчен чылайӑшӗ Канаш, Патӑрьел, Шупашкар тата Муркаш районӗсенчи сиплев учрежденийӗсем тӑрӑх сапаланнӑ. Вӗсем хӑш-хӑш районта ҫитменни пирки те эпир пӗлтернӗччӗ. Тӗллевлӗ вӗрентме кӑҫал 9 интернпа килӗшӳ алӑ пуснӑ. Интернатура пӗтернӗ хыҫҫӑн вӗсен ялти сиплев учрежденийӗсенче ӗҫлеме тивӗҫ. Тӗллевлӗ вӗренекенсем яла таврӑнмасан вӗсене ӑс парса тӑкакланнине каялла тавӑрса илмеллине палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Мускавра сывлӑх сыхлав системинче пулса иртекен реформӑсем пирки илтнех пулӗ. Ак иртнӗ канмалли кунсенче те унта халӑх чылайӑн пухӑнса митинг ирттернӗ. Ку лару-тӑру Чӑваш Ене пулӑшасса шанаҫҫӗ иккен — сывлӑхпа социаллӑ аталану министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова планерка вӑхӑтӗнче ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ тухтӑрсем тӑван тӑрӑха таврӑнасса кӗтет. Чӑваш Енре тухтӑрсем ҫитменни вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Пысӑк шалу шыраса сахал мар ӑста Мускавпа Мускав облаҫне тухса кайнӑ, унта тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем таврӑнсан Чӑваш Енри пульницасенче ҫитмен тухтӑрсен йышне 30% таран пӗтерме пултарӗҫ имӗш. Хальхи вӑхӑтра вара пирӗн сывлӑх системинче тухтӑрсен йышӗ кирлинчен 60,3% кӑна иккен. Уйрӑмах район пульницисенче кирлӗ ӑстасем ҫук. Сӑмах май, «Земство тухтӑрӗ» программа республикӑри лару-тӑрӑва кӑшт лайӑхлатма пулӑшнӑ теҫҫӗ. Унпа усӑ курса ялти сывлӑх учрежденийӗсене 239 тухтӑр вырнаҫнӑ (11-ӗшӗ кӑна каярах килӗшӗве татса программӑран тухнӑ пулать). Татьяна Богданова каланӑ тӑрӑх пирӗн пульницасене тата пӗр 100 тухтӑр патнелле кирлӗ. Вӗсем уйрӑмах Улатӑр, Вӑрнар, Йӗпреҫ тата Канаш районӗсенче ҫителӗксӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарти чылай аптека хӑйсен ирӗкӗпе «фанфуриксем» сутмасси пирки меморандум алӑ пуснӑ. Ҫак кунсенче мэри вӗсем панӑ сӑмаха епле тытнине тӗрӗсленӗ. Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе хулари аптекӑсенчен 68 проценчӗ меморандум алӑ пуснӑ. Ҫапла майпа Шупашкарти 152 аптекӑран 104-шӗ «фанфурик» сутмасси пирки сӑмах панӑ. Чӑнах та, вӗсем хӑйсен сӑмахне тытнӑ. Алӑксем ҫине ҫапла ҫырса хунӑ: «Кунта халӗ «фанфурик» сутмаҫҫӗ». Сентресем ҫинче те ку тавар ҫук-мӗн. Меморандум алӑ пусман ытти аптекӑпа ку ыйтупа калаҫу пырать. 5 аптека сетне ку шухӑш килӗшмен. «Фанфурик» сутни хушма тупӑш кӳрет-ҫке-ха. Ҫапах мэри алӑ усмӗ, вӗсене ӳкӗте кӗртме тӑрӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Раштавӑн 3-мӗшӗ — Пӗтӗм тӗнчери сусӑрсен кунӗ. Ӑна Раҫҫей Федерацийӗн делагацийӗ сӗннипе ООНӑн Тӗп ассамблейи 1992 ҫулта ҫирӗплетнӗ. Ку кун — шӑпа сывлӑх енчен кӳрентернӗ пулин те хуҫӑлманнисен хӑватне палӑртакан дата. Тата, паллах, сыввисен хамӑр хушӑра инвалидсен нуши-терчӗ пирки манмалла маррине, вӗсене пулӑшмаллине аса илтересшӗн. Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӗ 1157 сусӑра пӑхса тӑрать. Вӗсенчен 60-шне киле кайса пӑхса тӑраҫҫӗ, 29-шӗ вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑмсенче пурӑнать. Реабилитаци валли техника хатӗрӗсем илме 1068 ҫын учетра тӑрать. Ҫав хатӗрсемпе ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 834 ҫынна тивӗҫтернӗ. Пӗтӗм тӗнчери инвалидсен кунӗ умӗн нумаях пулматсь Кӳкеҫри «Улӑп» спортпа сывлӑх центрӗнче районти фестиваль иртнӗ. Кӑҫалхипе ӑна вуннӑмӗш хут йӗркеленӗ. Ӑмӑртӑва хӗрарӑмсемпе арҫынсем, шкул ачисем хутшӑннӑ. Вӗсем дартс, вырӑс шашки, шахмат енӗпе тупӑшнӑ. Мала тухнисем дипломсене тата хаклӑ парнесене тивӗҫнӗ. Сӑнсем (5) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Вячеслав Александров депутат Тухтӑр пулӑшӑвӗ кӳресси республикӑра епле шайра-ха? Мӗншӗн хӑш-пӗр пульницӑна йышӑнӑва кайнӑ хыҫҫӑн юлашки вӑхӑтра тухтӑр пулӑшӑвӗ кӳни мӗн хака ларни пикри хут ҫырса пама тытӑннӑ? Сывлӑх сыхлавӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусем яланах нумай. Пульницӑна кайсан шурӑ халатлисен кӑнттамлӑхӗпе тӗл пулни те вӑрттӑнлӑх мар. Сывлӑх сыхлавӗпе ҫыхӑннӑ мӗнпур ыйтӑва Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Обязательнӑй медицина страхованийӗн территорири фончӗн ертӳҫипе Вячеслав Александровпа сӳтсе явма май пур. Кун пеккине Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ туса парать. Ҫитес уйӑхра, раштавӑн 10-мӗшӗнче, парламент хаҫачӗ депутатпа «тӳрӗ лини» ирттерӗ. Ыйтусене ирхи 10 сехетрен тытӑнса 12 сехетчен 8(8352) 28-85-07 тата 62-82-00 номерсемпе йышӑнаҫҫӗ. Маларах шӑнкӑравласан та тем мар — Александров депутат вӗсене «тӳрӗ лини» вӑхӑтӗнче уҫӑмлатӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫак эрнере И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ вӗрентекенӗсемпе студенчӗсем «Донор эрнелӗхӗ» акцие хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсем Республикӑри юн илекен станцие 8-12 сехетсенче пыма пултараҫҫӗ. Мускав район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, акци университетри «Донор юнӗ пурнӑҫ парнелет» акципе килӗшӳллӗн иртет. Ӑна ҫамрӑксене донор пулмашкӑн илӗртме йӗркелеҫҫӗ. Ҫул ҫитнӗ, Чӑваш Енре регистрациленнӗ кашни яш-хӗр донор пулаять. Унӑн юн пама юраманнине кӑтартакан сӑлтавсем пулмалла мар. Паян юн илекен станцие дизайнерсем тата математика, физика, информаци технологийӗн факультечӗсенче вӗренекенсем пынӑ. Ыран экономика тата химипе фармацевтика факультечӗсем килӗҫ. Чӳкӗн 26-мӗшӗнче строительсемшӗн, журналистсемшӗн тата инженерсемшӗн алӑк уҫӑ. Тепӗр кунхине машиностроени, историпе географи, энергетика тата электротехника факультечӗсем юн парӗҫ. Донор эрнелӗхне информатикӑпа шутлав техникин, ют чӗлхе, ӳнер, управлени, юрдици факультечӗсем вӗҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Патшалӑх шучӗпе Крымра каннисем Чӑваш Енри сусӑрсем сывлӑха Крым тӑрӑхӗнче ҫирӗплетеҫҫӗ. Патшалӑх шучӗпе курорта кайма ҫӗршыв хыснинчен Чӑваш Ене 13 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Раҫҫейри Крымра чи малтан каннисенчен пӗри — Арибзян Багаутдинов. «Унта питӗ лайӑх сиплентӗм», — тенӗ вӑл. Лайӑхпа асра юлни шутӗнче сакси пылчӑкне, бишофит ваннине, углекислӑ ваннӑна, массажа, лайӑх апатлантарнине, хӑтлӑ номерсене палӑртнӑ. Ҫыннисем кӑмӑллине те асӑрханӑ арҫын. Чӑваш Енрен патшалӑх шучӗпе курорта Рудольф Рахимов та лекнӗ. Крымран ҫак икӗ арҫын туслашса таврӑннӑ. Халӗ вӗсем пӗр-пӗринпе час-часах курнӑҫаҫҫӗ. Канма кайма путевкӑна кӑна мар, ҫул укҫине те патшалӑх саплаштарать. Ҫак программӑпа Чӑваш Енри 329 ҫын сипленӗ. Республикӑн сывлӑх сыхлав министерстви унти чӗрепе юн тымарӗсен, сывлӑш ҫулӗсен, вар-хырӑм, нерв тытӑмӗн тата шӑмӑсен чирӗсенчен сиплекен санаторисене суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |