РФ Сывлӑх министерстви сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче ӗҫлекенсен этика кодексӗн проектне хатӗрленине «Известия» хаҫат пӗлтерет. Унта 25 статья-мӗн.
Документпа килӗшуллӗн, медицина ӗҫченӗсен хӑйсен професси ӗҫ-хӗлне рекламӑлама ирӗк ҫук. Ҫавӑн пекех вӗсен ӗҫтешӗсем тата вӗсен ӗҫӗ пирки пациентсен тата вӗсен тӑванӗсен умӗнче хурласа калама юрамасть. Кодексра палӑртнӑ тӑрӑх, ӗҫтешӗсен тӗлӗшпе асӑрхаттарнине аргументпа ҫирӗплетмелле, вӗсене кӳрентермелле мар.
Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче вӑй хуракансен пирус туртма, хӑйӗн сывлӑхне ытти мелсемпе сиен кӳме те юрамасть. Проектра сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнмаллине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех вӗсен ку йӗркене МИХсем урлӑ пропагандӑламалла.
Этика кодексне нарӑс уйӑхӗнче Ольга Голодец вице-премьер хатӗрлеме хушнӑ. Вӑл тухтӑрсенчен пуҫласа регистратура ӗҫченӗсем таранах пырса тивмелле.