Ҫӗрпӳ районӗнчи пульницӑра ӗҫлекен тухтӑрсенчен пӗри хӗрарӑма чирлет тесе пульница хучӗ памалла тунӑ. Ырӑ кӑмӑллӑ тухтӑра лешӗ 2 пин тенкӗ укҫа тыттарнӑ.
Усалпа вӗҫленнӗ ҫак ӗҫ пӗлтӗрхи ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Чирлӗ мар ҫынах хӑйне чирлӗ пек кӑтартас тенӗ. Пулӑшма килӗшекен тухтӑра вӑл ӗҫ пӳлӗмӗнчех укҫа тыттарнӑ.
РФ Тӗпчев комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби хӑйӗн сайтӗнчи кӗске хыпарта мӗнпур вӑрттӑнлӑха уҫӑмлатман та, суя ҫиеле епле тухни паллӑ мар. Анчах 2 пин тенкӗлле ырӑ тӑвас тени тухтӑршӑн хакла ларнӑ. Сӗтев илнӗ тесе ун пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарса 110 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Унсӑр пуҫне тухтӑрӑн 1,5 ҫул хушши шурӑ халат тӑхӑнма май килмӗ — шӑпах ҫав вӑхӑтлӑха ӑна врачра ӗҫлеме чарнӑ.