Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Статистика

Статистика

Чӑвашстат ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, статистика органӗ кӑҫалхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенчи республикӑри демографи лару-тӑрӑвне пӗтӗмлетнӗ.

Малтанласа шутланӑ тӑрӑх, ҫуралакансен хисепӗ пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен пирӗн тӑрӑхра 142 ҫын ( 3,8%) сахалланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вилекенсен шучӗ 33 ҫын нумайрах. Ҫапла вара вилнисен шучӗ ҫуралнисенчен 44,5% йышлӑрах (2019 ҫулхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенче ҫак хисеп 38,1% пулнӑ).

Кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхра ҫуралнисенчен 1252 ача (мӗнпур ҫӗн кайӑкран 35,0%) — ҫемьери пӗрремӗш пепке, 1277 ача (35,7%) — иккӗмӗш, 781 ача (21,8%) — виҫҫӗмӗш, 269 ача (7,5%) — тӑваттӑмӗш е ун хыҫҫӑнхи.

Маларах асӑннӑ тапхӑрта ҫулталӑка ҫитмен 10 ача вилнӗ.

Мӑшӑрланакансен йышӗ пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 79, е

6,3% сахалланнӑ, уйрӑлакансен йышӗ 314 тӗслӗх, е 24,5% чакнӑ.

 

Статистика

«Рейтинг» информаци агентстви Раҫҫейре пурӑнакан ҫемьесен тупӑшне тишкернӗ. Мӗнпур вычета шута илсен Чӑваш Енри пӗр ачаллӑ ҫемьен уйӑхри вӑтам тупӑшӗ 26 496 тенкӗ юлать. Икӗ ачаллӑ ҫӗмьесенче вӑтамран 15 484 тенкӗ юлать. Ку кӑтартупа пирӗн республика ҫӗршывра 55-мӗш вырӑн йышӑнать. Вӑл енӗпе вӑл Крымран, Мари Элтан, Мордва Республикинчен, Чӗмпӗр облаҫӗнчен тата ытти хӑш-пӗр субъектран иртейнӗ.

2019 ҫулхи ҫав танлаштарӑмра Ямал-Ненецк автономи округӗ чи малта. Унта мӗнпур вычет хыҫҫӑн пӗр ачаллӑ ҫемьесен тупӑшӗ 101,6 пин тенкӗпе танлашнине шутласа кӑларнӑ. Иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсенчеи – Сахалин облаҫӗ (86,2 пин тенкӗ) тата Мускав (76,1 пин тенкӗ).

 

Статистика
moskva.bezformata.com сайтри сӑн
moskva.bezformata.com сайтри сӑн

Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 4,5 пине яхӑн ача ҫут тӗнчене килнӗ. Вӗсенчен 82-шӗ йӗкӗреш ҫуралнӑ.

Йӗкӗрешсем ытларах – Шупашкарта. Кунта 52-ӗн вӗсем. Элӗк, Вӑрнар, Куславкка, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче кӑҫал икшер йӗкӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Улатӑрта, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 4, Канашра 6 йӗкӗреш ҫуралнӑ.

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫут тӗнчене килнӗ 4454 ачаран 2280-шӗ – арҫын ача, 2174-шӗ хӗрача.

 

Статистика
ekburg.tv сайтри сӑн
ekburg.tv сайтри сӑн

Кӑҫал, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, сӑвӑс сахалрах пек. Пӗлтӗр вӗсем ҫын ҫине кӗрсе ларнӑ тӗслӗх те нумайрах пулнӑ.

Кӑҫал икӗ уйӑхра, ака тата ҫу уйӑхӗсенче, ӳте сӑвӑс кӗрсе ларнӑран 130 ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Кунашкал статистикӑпа Роспотребнадзор паллаштарать. 130 ҫынран 63-шӗ – ачасем. Танлаштармашкӑн: пӗлтӗр ку тапхӑрта тухтӑрсенчен 163 ҫын пулӑшу ыйтма пынӑ.

Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсем ҫинчен кӑларнӑ 106 сӑвӑса лабораторире тӗпченӗ. Пӗлтӗр вара 610 сӑвӑса лабораторире пӑхнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/64497
 

Статистика
mk.tula.ru сайтри сӑн
mk.tula.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ татах ӳснӗ: пӗтӗмпе – 502 ҫын. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет.

Паянхи кун тӗлне 1567 ҫынна тухтӑрсем пӑхса тӑраҫҫӗ. Пульницӑран 59 ҫын киле кайнӑ – вӗсем сывалнӑ. Ку таранччен 8 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ.

Сӑмах май, паян Раҫҫейре 6411 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Пӗтемпе Раҫҫейре 93558 ҫын инфекциленнӗ, 8456 ҫын сывалнӑ. Пӗтӗмпе 867 ҫын вилнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/58009
 

Статистика

Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлӗ 225 ҫынна тупса палӑртнӑ. Вӗсенчен 12-шӗ сывалнӑ. Ӗнер вилнисен йышӗнче 2 ҫынччӗ, паян вара виҫҫе ҫитнӗ. Иккӗшӗн кӑшӑлвирус пулнине вилнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ пӗлнӗ.

«Кӗрен парӑс» обсерваторие 16 ҫынна вырттарнӑ. Тепӗр 10 ҫыннӑнне анализ кӑтартӑвӗсене кӗтеҫҫӗ.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 3621 ҫынна сӑнаса тӑнӑ, халӗ ку йышра – 1538 ҫын. Вӗсенчен 1260-шӗ килте карантинра лараҫҫӗ, 262-шне пульницӑна вырттарнӑ. Вӗсен хушшинче 18 ҫул тултарман 22 ача.

 

Статистика
abakan-news.ru сайтри сӑн
abakan-news.ru сайтри сӑн

Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре тепӗр 32 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Ҫапла майпа ку таранччен ку инфекципе 225 ҫын аптӑранӑ.

Пӗтӗмпе 9 ҫын сывалнӑ. Ку таранччен 1 ҫын вилнӗччӗ. Паян вара ҫакӑ паллӑ: тепӗр ҫын та кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Аса илтерер: вируса пула вилнӗ пӗрремӗш пациент 79 ҫулта пулнӑ. Ӑна кӑшӑлвирус чирлӗ ҫынран ернӗ. Анализ илсенех ӑна пульницӑна вырттарнӑ. Анчах сывлӑхӗ япӑхланса пынӑ. Вӑл чире парӑнтарайман – вилнӗ. Иккӗмӗш пациент миҫе ҫултин хальлӗхе пӗлтермен-ха.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/63894
 

Статистика
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енре тепӗр 29 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине тупса палӑртнӑ. Ӗнер 3 ҫын сывалнӑ.

Ҫапла майпа республикӑра пӗтӗмпе 194 ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ, вӗсенчен пӗри, 79 ҫулти хӗрарӑм, вилнӗ.

Раҫҫейре пӗр талӑкра 6060 ҫын (78 регионтан) кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Вӗсенчен 43 проценчӗн симптомсем пулман. Ҫӗршывра ку таранччен ҫак вируспа 42853 ҫын чирленӗ, 3291 ҫын сывалнӑ, 361 ҫын вилнӗ.

 

Статистика
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Кӑшӑлвирусӑн ҫӗнӗ тӗсӗ ерсен ҫыннӑн ӳпке шыҫҫи аталанма пултарать. Ҫавна пулах ҫын вилет.

Ӳпке шыҫҫипе унччен те ҫынсем пурнӑҫран уйрӑлнӑ – ку паллӑ ӗнтӗ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, 2020 ҫулта, кӑҫал, пӗрремӗш кварталта вируслӑ пневмонирен 19 ҫын вилнӗ.

Пӗлтӗр вара ку чире пула 83 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. 2019 ҫулта 6216 ҫыннӑн ӳпке шыҫҫи пулнине палӑртнӑ. 2227-шӗн ку чир пӗлтӗрхи пӗрремӗш кварталта пулнӑ.

 

Статистика

Кӑҫалхи икӗ уйӑхра пирӗн республикӑра 1743 ача ҫуралнӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенчинчен 110 ача сахалрах. Республикӑра 2531 ҫын вилнӗ. Ҫакӑ пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 48 ҫын сахалрах. Ҫуралнисен йышӗ вилнисенчен 45,2 % сахалрах.

Халӑхӗн самай пайӗ юн ҫаврӑнӑшӗн чирӗсене пула нумай вилет. Ун пеккисене кӑҫалхи икӗ уйӑхра 1038 ҫынна шута илнӗ. Усал шыҫҫа, тулаш сӑлтавсене, сывлӑш ҫулӗсен, апат ирӗлтерекен органсен чирӗсене, инфекци чирӗсене пула пурнӑҫран уйрӑлаҫҫӗ.

Кӑҫалхи кӑрлач-нарӑс ҫулталӑка ҫитичченхи виҫӗ ача вилнӗ. Ҫак цифрӑсене Чӑвашстат пӗлтернӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, [14], 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, ...47
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ эсир юрату серепине ҫакланма пултаратӑр. Сире шӑпах романтика хутшӑнӑвӗ кирлӗ вӗт? Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: килӗштерӳ кӗҫех кӗвӗҫӳпе ылмашӑнӗ. Хирӗҫни уйрӑлу патне илсе ҫитерме пултарать. Тен, ҫывӑх ҫынсем е тӑвансем пулӑшу ыйтӗҫ.

Пуш, 31

1899
126
Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1926
99
Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1976
49
Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
1981
44
Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ.
1985
40
Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ