Чӑваш Енре пурӑнакансем миҫе тенкӗ шалупа ҫырлахма хатӗррине пӗлтернӗ.
«Про Город» хаҫат тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче ыйтӑм йӗркеленӗ. Унта хутшӑннӑ Чӑваш Ен ҫыннисенчен 4,82 проценчӗ халӗ чи пӗчӗк ӗҫ укҫи илсе пурӑннине пӗлтернӗ. Ҫавӑнпа вӗсем кӑҫал 20 пин тенкӗ илсен те савӑнӗччӗҫ. 3,53 проценчӗ 25 пин тӳлесен ҫырлахӗ. 9,67 проценчӗ 25-35 пин тенкӗ илме ӗмӗтленет, 18,07 проценчӗ — 35-45 пин тенкӗ, 17,1 проценчӗ — 45-55 пин, 12,77 проценчӗ — 55-75 пин, 11,28 проценчӗ 75-100 пин тенкӗ, 22,76 проценчӗ кӑҫал 100-150 пин тенкӗрен кая мар ӗҫлесе илессе шанать.
Ыйтӑма 4 024 ҫын хутшӑннӑ.