Статистика
![]() abakan-news.ru сайтри сӑн Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре тепӗр 32 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Ҫапла майпа ку таранччен ку инфекципе 225 ҫын аптӑранӑ. Пӗтӗмпе 9 ҫын сывалнӑ. Ку таранччен 1 ҫын вилнӗччӗ. Паян вара ҫакӑ паллӑ: тепӗр ҫын та кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Аса илтерер: вируса пула вилнӗ пӗрремӗш пациент 79 ҫулта пулнӑ. Ӑна кӑшӑлвирус чирлӗ ҫынран ернӗ. Анализ илсенех ӑна пульницӑна вырттарнӑ. Анчах сывлӑхӗ япӑхланса пынӑ. Вӑл чире парӑнтарайман – вилнӗ. Иккӗмӗш пациент миҫе ҫултин хальлӗхе пӗлтермен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енре тепӗр 29 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине тупса палӑртнӑ. Ӗнер 3 ҫын сывалнӑ. Ҫапла майпа республикӑра пӗтӗмпе 194 ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ, вӗсенчен пӗри, 79 ҫулти хӗрарӑм, вилнӗ. Раҫҫейре пӗр талӑкра 6060 ҫын (78 регионтан) кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Вӗсенчен 43 проценчӗн симптомсем пулман. Ҫӗршывра ку таранччен ҫак вируспа 42853 ҫын чирленӗ, 3291 ҫын сывалнӑ, 361 ҫын вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Кӑшӑлвирусӑн ҫӗнӗ тӗсӗ ерсен ҫыннӑн ӳпке шыҫҫи аталанма пултарать. Ҫавна пулах ҫын вилет. Ӳпке шыҫҫипе унччен те ҫынсем пурнӑҫран уйрӑлнӑ – ку паллӑ ӗнтӗ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, 2020 ҫулта, кӑҫал, пӗрремӗш кварталта вируслӑ пневмонирен 19 ҫын вилнӗ. Пӗлтӗр вара ку чире пула 83 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. 2019 ҫулта 6216 ҫыннӑн ӳпке шыҫҫи пулнине палӑртнӑ. 2227-шӗн ку чир пӗлтӗрхи пӗрремӗш кварталта пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Кӑҫалхи икӗ уйӑхра пирӗн республикӑра 1743 ача ҫуралнӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенчинчен 110 ача сахалрах. Республикӑра 2531 ҫын вилнӗ. Ҫакӑ пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен 48 ҫын сахалрах. Ҫуралнисен йышӗ вилнисенчен 45,2 % сахалрах. Халӑхӗн самай пайӗ юн ҫаврӑнӑшӗн чирӗсене пула нумай вилет. Ун пеккисене кӑҫалхи икӗ уйӑхра 1038 ҫынна шута илнӗ. Усал шыҫҫа, тулаш сӑлтавсене, сывлӑш ҫулӗсен, апат ирӗлтерекен органсен чирӗсене, инфекци чирӗсене пула пурнӑҫран уйрӑлаҫҫӗ. Кӑҫалхи кӑрлач-нарӑс ҫулталӑка ҫитичченхи виҫӗ ача вилнӗ. Ҫак цифрӑсене Чӑвашстат пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() mirsmazok.ru сайтри сӑн Хыпарсен наци служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн экспертсем хӑш регионти хӗрарӑм-водительсем аварие тӑтӑшрах ҫакланнине палӑртнӑ. Шупашкарти хӗр-хӗрарӑм ТОП-3 списока кӗнӗ. Антитанлаштарӑмра пӗрремӗш йӗркесене Тутарстанри хӗрарӑм-водительсем йышӑннӑ. Новосибирск тата Шупашкар хӗрарӑмӗсем 2-мӗш тата 3-мӗш йӗркесене лекнӗ. Нальчикри хӗрарӑмсем аварисене сайра хутра ҫакланаҫҫӗ. Палӑртмалла: танлаштарӑма хатӗрленӗ чухне 40 регионти хӗрарӑм-водительсене тишкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Статистика акӑ мӗн кӑтартать: Чӑваш Енре пӗлтӗр ҫул ҫинче 39 чӗрчуна ҫапса хӑварнӑ. Кун пирки ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви хыпарлать. Пӗлтӗр аварире 39 тискер чӗрчун вилнӗ. 24 тӗслӗхре аваришӗн айӑплӑ ҫынсем паллӑ, вӗсенчен сунарҫӑсен ресурсне кӳнӗ тӑкака шыраса илмелле пулнӑ. ОСАГО полисӗ пур тӑк ҫак тӑкака страхлав компанийӗ саплаштарать. Пӗлтӗр 29 чӗрчуна ҫул ҫинче ҫапса хӑварса пӗтӗмпе 1,5 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Палӑртмалла: ҫак йыша саккуна пӑснӑ сунарӑҫем кӳнӗ тӑкака та кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() yandex.ru сайтри сӑн Чӗрчунсен тӗнчине сыхлакан дирекци республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа миҫе кашкӑр тытнине шутланӑ. Палӑртмалла: ытларах чухне сунарҫӑсем кашкӑрсене ушкӑнпа тытаҫҫӗ. Ҫулсерен ҫак чӗрчунсене Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсенче переҫҫӗ. Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре сунарҫӑсем 11 кашкӑр тытнӑ. Сунарҫӑсем Вӑрнар районӗнче – 5, Шӑмӑршӑ районӗнче - 3, Йӗпреҫ районӗнче – 2, Ҫӗмӗрле районӗнче 1 чӗрчуна тытнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() yandex.ru сайтри сӑн Шел те, Чӑваш Енре эрехпе наркӑмӑшланса вилекенсем ҫулсеренех пур. Пӗлтӗр, 2018 ҫулпа танлаштарсан, эрехе пула пурнӑҫран уйрӑлакансен йышӗ 2,1 процент ӳснӗ. Кун пирки Роспотребнадзор пӗлтерет. Чӑваш Енре эрехпе наркӑмӑшланакансен йышӗ ҫулталӑкра чакнӑ: 789 тӗслӗх пулнӑ, кӑтарту 618-а ҫитнӗ. Наркӑмӑшланакансен 79,5 проценчӗ – арҫынсем. Ку кӑна мар, 14 ҫула ҫитмен ачасен йышӗнче эрехпе наркӑмашланнӑ 41 тӗслӗхе шута илнӗ, ҫамрӑксен хушшинче – 10 тӗслӗх. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, 387 ҫын этанол ӗҫсе шар курнӑ, 201 ҫын паллӑ мар спиртпа аптӑранӑ. 27 ҫын вара метанолпа наркӑмӑшланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() rosbalt.ru сайтри сӑн ЧР Ӗҫлев министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре кӑҫал чухӑнлӑхпа кӗрешес ӗҫ малалла пырӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫакна та палӑртмалла: республикӑра чухӑнсен йышӗ чакнӑ, 8300 ҫын ку йышран тухнӑ. Ҫапах кунпа кӑна лӑпланасшӑн мар - ҫак ӗҫе вӑйлатма та палӑртнӑ. Чӑвашстат малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра чухӑн пурӑнакансем сахалланнӑ. Кӑҫал шутланӑ тӑрӑх, 2018 ҫул вӗҫнелле чухӑнлӑх шайӗ, 2017 ҫулпа танлаштарсан, 0,6 процент чакнӑ, ку кӑтарту 17,8 процентпа танлашнӑ. Ҫапла майпа Чӑваш Енре 8300 ҫын лайӑхрах пурӑнма тытӑннӑ. Чухӑнсен йышӗнче хальлӗхе 219 пин ҫын шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() yarodom.livejournal.com сайтри сӑн Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен Шупашкара 16 пин ытла турист килсе курнӑ. Ку, унчченхи ҫулсемпе танлаштарсан, 10 процент нумайрах. Туристсем хулара вӑтамран 1-2 кун тытӑнса тӑнӑ, ҫапах хӑна ҫурчӗсенче вырӑнсем пулнӑ, вӗсем тулса ларман. Хула администрацийӗ палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал Шупашкара, ытти ҫулхи пек, ытларах ушкӑнпа мар, пӗчченшерӗн-икшерӗн килнӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ кунсенче пирӗн патра Мускавра, Питӗрте, Хусанта, Чулхулара, Пермьре, Кировра, Ярославльте, Костромара, Владимирта пурӑнакансем пулса курнӑ. Туристсене ытларах «Амазони» этнокомплекс килӗшнӗ. Унта уявӑн тӗп мероприятийӗсем иртнине палӑртмалла. Туристсем Анне палӑкӗ патне, Арбата та ҫитсе курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ. | ||
| Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |