Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Статистика

Статистика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтӗр мӗн чухлӗ ҫын вилни пирки доклад тунӑ.

Министр палӑртнӑ тӑрӑх, кӑшӑлвирус демографи лару-тӑрӑвне япӑх витӗм кӳнӗ. Пӗлтӗр, 2020 ҫулпа танлаштарсан, 1600 ҫын нумайрах вилнӗ. Ытларахӑшӗ – чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсене, усал шыҫҫа пула.

Министр докладӗнче лайӑххине те асӑннӑ. Пӗлтӗр, ҫӗршывӗпе илес тӗк, пирӗн республикӑра тин ҫуралнӑ ачасем вилнин чи пӗчӗк кӑтартӑвӗ пулнӑ.

 

Статистика
buketleta.com сайтри сӑн
buketleta.com сайтри сӑн

Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче лавккасенче мӗн хакланнӑ? Мӗн йӳнелнӗ?

Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрах, хакӗ самай ӳснисен йышӗнче - пуҫлӑ сухан, шампунь тата чӗрчунсене ҫитермелли типӗ апат. Ытти таварӑн хакӗ 3 процентран ытларах хӑпарман.

Мӗн йӳнелнӗ? Хӑяр, ҫӑмарта, ача-пӑча подгузникӗ, арҫын нуски. Ҫавӑн пекех сӑнаса тӑракан чылай эмелӗн хакӗ чакнӑ. Шурӑ эрех 2,23 процент йӳнелнӗ

 

Статистика

Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, республикӑра вилекенсен йышӗ,ҫуралакансемпе танлаштарсан, нумайрах.

Пуш уйӑхӗнче 1630 ҫын вилнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак уйӑхпа танлаштарсан, 6,7 процент нумайрах.

Пуш уйӑхӗнче 861 ача ҫуралнӑ. Пӗлтӗрхинчен 26,7 процент сахалрах.

Республикӑра пуш уйӑхӗнче 769 ҫын сахалланнӑ. Палӑртмалла: пӗлтӗр республикӑра 30496 ҫын вилнӗ. Кунашкалли 21-мӗш ӗмӗрте пулман. Ку - антирекорд.

 

Статистика

Чӑваш Енре вӑтам шалу виҫи ӳссех пырать. Ку Чӑвашстат хатӗрленӗ статистикӑран курӑнать.

Чӑваш Енре юлашки 12 уйӑхри вӑтам шалу 36 пин те 235 тенкӗпе танлашнӑ. Ку енӗпе пирӗн регион Мӑкшӑ тата Мари республикисенчен иртсе кайнӑ. Пенза тата Чӗмпӗр облаҫӗсене хӑваласа ҫитмелли нумай та юлман.

Сӑмах май, пӗлтӗр республикӑра вӑтам шалу 35,599,9 тенкӗпе танлашнӑ. Ҫулталӑкра вӑл 11,4 процент ӳснӗ.

 

Статистика
vashgorod.ru сайтри сӑн
vashgorod.ru сайтри сӑн

Юлашки вӑхӑтра ОРВИпе чирлекенсен йышӗ ӳснӗ. Ака уйӑхӗн 18-24 мӗшӗсенче республикӑра 3961 ҫын чирленине тупса палӑртнӑ. Пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнченпе кун пек пысӑк кӑтарту пулман. Ун чухне 5345 ҫын чирленӗ. Ун хыҫҫӑн эрнесерен 3,8 пин ҫыннӑн ОРВИ пулнине тупса палӑртнӑ.

Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Шупашкар районӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче чирлекенсем ытларах. Шупашкарта чирлесси республикӑри вӑтам кӑтартуран 1,66 хут пысӑкрах, Канашра - 1,04 хут.

 

Статистика

Чӑваш Енре 3 ҫулта халӑх йышӗ 2,04 процент сахалланнӑ. Статистикӑна 2019-2021 ҫулсене кӗртнӗ.

Республикӑра вилекенсен йышӗ ҫуралакансен хисепӗ нумайрах пулнипе ҫак 3 ҫулта 20,38 пин ҫын чакнӑ. Тепӗр 4,42 пинӗшӗ - миграцие пула. Ҫапла пӗлтерет "Рейтинг" информаци агентстви.

2022 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енри халӑх йышӗ 1 миллион та 998,4 пин ҫынпа танлашнӑ.

Раҫҫейӗпе илсен, юлашки 3 ҫулта халӑх йышӗ 1,22 миллион ҫын чакнӑ. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, Орлов, Тамбов, Смоленск, Курган, Еврей автономи облаҫӗсенче халӑх йышӗ чи нумай чакнӑ.

 

Статистика
ШӖМ  архивӗнчи сӑн
ШӖМ архивӗнчи сӑн

Чӑваш Енре пӗлтӗр Тӑван ҫӗршывӑн 254 ветеранӗпе сусӑрӗ пурӑннӑ. Кӑҫал вара вӗсен йышӗ палӑрмаллах чакнӑ.

ЧР Ӗҫлев министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне республикӑра вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи 6,5 пин ҫын пурӑнать. Вӗсенчен 165-шӗ вӑрҫӑ ветеранӗпе сусӑрӗ, 5,6 пинӗшӗ – тыл ӗҫченӗ (905-шӗ вӑрҫа хутшӑннӑ салтакӑн тӑлӑх арӑмӗ), 1,6 пинӗшӗ - вилнӗ ветеранӑн тӑлӑх арӑмӗ, 6-шӗ – вӑрҫӑра вилнӗ салтак арӑмӗ, 37-шӗ – концлагере лекнӗ ҫул ҫитсен ачасем, 25-шӗ Ленинград блокадине тӳснӗ ҫынсем.

Ҫак категорие кӗрекен ҫынсене ҫулсерен соцтӳлев пама 250 миллион тенкӗ уйӑраҫҫӗ.

 

Статистика
im0-tub-ru сайтри сӑн
im0-tub-ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре мӑшӑрсем сахалрах уйрӑлаҫҫӗ. Пӗлтӗр ку енӗпе пирӗн республика Атӑлҫи тӑрӑхӗнче - иккӗмӗш, ҫӗршывра улттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Ҫапах ку ыйту пирӗн регионта ҫивӗч. Кӑҫал икӗ уйӑхра 582 мӑшӑр уйрӑлнӑ.

Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, мӑшӑрсен 80 проценӗ суд урлӑ уйрӑлать. Ку ҫемьере 18 ҫул тултарман ача пуррине пӗлтерет. Специалистсем шӑпӑрлансем ашшӗ-амӑшӗ уйрӑлнине йывӑррӑн чӑтса ирттернине пӗлтереҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/77909
 

Статистика
im0-tub-ru сайтри сӑн
im0-tub-ru сайтри сӑн

Республикӑри тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра пирӗн регионта ӗҫсӗрлӗх шайӗ ӳсмен. Пачах тепӗр май, иртнӗ уйӑхпа танлаштарсан, кӑштах чакнӑ та.

Ӗнер ЧР Ӗҫлев министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра 4689 ҫын ӗҫсӗррисен шутӗнче тӑнӑ. Пӗр уйӑх каялла ку кӑтарту 4799 ҫынпа танлашнӑ. Халӗ вакансисен йышӗ ӗҫсӗррисенчен 3,7 хут нумайрах-мӗн.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ӗҫлев центрӗ урлӑ 3 пин ытла ҫын ӗҫе вырнаҫнӑ. Шупашкарта ӗҫ шыракан 2459 ҫын юлнӑ. Вӗсенчен 311-шӗ - тивӗҫлӗ канӑва тухма вӑхӑт ҫитсе пыраканнисем.

 

Статистика
im0-tub-ru.yandex.net сайтри сӑн
im0-tub-ru.yandex.net сайтри сӑн

Банк карттисемпе, телефонпа тата тӗнче тетелӗпе усӑ курса ҫынсене улталасси пӗлтӗр, 2020 ҫулпа танлаштарсан, 3,9 процент ӳснӗ. Ку ҫулталӑкра вӑрланӑ пурлӑхӑн 39,6 проценчӗпе танлашать.

Пӗлтӗр Шупашкар ҫыннисем ултавҫӑсене 310 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Ку, 2020 ҫулпа танлаштарсан, икӗ хута яхӑн нумайрах. 310 миллион тенкинчен 1,9 процентне ҫеҫ каялла тавӑрма май килнӗ.

Йӗрке хуралҫисем тимлӗ пулма ыйтаҫҫӗ. Банк карттин реквизичӗсене никама та пӗлтермелле мар.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, ...48
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Пуш, 19

1936
90
Корнилов Геннадий Емельянович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ.
1954
72
Шиманский Михаил Петрович, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ ҫуралнӑ.
1960
66
Деверинская Александра Тимофеевна, чӑваш спорт ӑсти ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть