|
Статистика
![]() vladtime.ru сайтри сӑн Шупашкарти ҫынсене ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса яраҫҫӗ кӑна. Кӑҫал 4 уйӑхра полицие унашкал 620 яхӑн заявлени панӑ. Ҫак тапхӑрта Шупашкар ҫыннисем ултавҫӑсене 170 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Шар курнисен йышӗнче – 126 пенсионер, 49 студент, декрет отпускӗнче ларакан 9 хӗрарӑм. Палӑртмалла: 2021 ҫулта Шупашкар ҫыннисем палламан ҫынсене 300 ытла пин тенкӗ куҫарса панӑ. Пӗлтӗр вара – 327 миллион тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Статистика
![]() Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче республикӑри ҫынсем илнӗ вӑтам шалу виҫипе Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи 5 региона хӑваласа иртсе кайнӑ: Мӑкшӑ Республикине, Пенза облаҫне, Мари Эле, Киров облаҫне Чӗмпӗр облаҫне хыҫа хӑварнӑ. Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пирӗн регионти вӑтам шалу 42870 тенкӗпе танлашнӑ. Ку, ҫулталӑк каяллахипе танлаштарсан, 21 процент нумайрах. Сӑмах май, пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче пирӗн патри шалу виҫи рекорд лартнӑ: 56 пин ытла тенкӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Статистика
![]() antiplankton.ru сайтри сӑн Ака уйӑхӗн 19-25-мӗшӗсенче республикӑра сӑвӑсран шар курнӑ 28 ҫын пульницӑна пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӗсенчен 6-шӗ - ачасем. Гигиенӑпа эпидемиологи центрӗнче ҫынсен ӳтӗнчен кӑларнӑ 34 сӑвӑса тӗпченӗ. Тӑваттӑшӗнче боррелиоз пуррине палӑртнӑ. Пӗринче - эрлихиоз. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 65 ҫын сӑвӑсран шар курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Статистика
![]() zdorovieinform.ru сайтри сӑн Роспотребнадзор республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа мӗн чухлӗ ҫын эрехпе наркӑмӑшланса вилнине шутланӑ: 49 ҫын. Кӑҫал пӗрремӗш кварталта пӗтӗмпе 357 ҫын наркӑмӑшланнине палӑртнӑ. Вӗсенчен 237-шӗ – арҫынсем, 120-шӗ – хӗрарӑмсем. 17 ҫул тултарман 19 ача наркӑмӑшланнине палӑртнӑ. 73 ҫын ятарласа вилес тӗллевпе е наркотикпе пуҫа минретес тесе наркӑмӑшланнӑ. 213 ҫын ӑнсӑртран наркӑмӑшланнӑ: ҫав шутра – эрех ӗҫсе, хайсем тӗллӗн сипленсе, препарата йӑнӑшпа ӗҫсе. Эрехпе наркӑмӑшланнӑ 155 ҫынран 49-шӗ, шел те, вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Статистика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян хитре янӑракан кун - 23.03.2023 - Чӑваш Енре 49 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ. 8 ҫемьене Шупашкарти Мускав проспектӗнчи Мӑшӑрлану керменӗнче регистрациленӗ. Тӗп хулари Мускав районӗн администрацийӗнче тата Ҫӗнӗ Шупашкарта 7-шер мӑшӑр ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑннӑ. Ленин районӗнче - 6, Калинин районӗнче 5 ҫемье чӑмӑртаннӑ. Ыттисем - районсенче. Патӑрьел тӑрӑхӗнче 5 мӑшӑра регистрациленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Статистика
![]() www.usynovite.ru сӑнӳкерчӗкӗ Иртнӗ ҫул пирӗн республикӑра вилекенсен шучӗ 2021 ҫултинчен 4799 ҫын чухлӗ (е 23,5%) сахалланнӑ. Ҫав шутра ҫуралакансен йышӗ пӗлтӗр виҫӗмҫулхинчен 1124 ҫын (е 10,1%) чакнӑ. 2022 ҫулта ҫуралнисенчен 3399-шӗ (е 34,1 проценчӗ) ҫемьере пӗрремӗш ача пулнӑ, 3376 ача (33,9%) – иккӗмӗш, 2306 ача (23,2%) — виҫҫӗмӗш, 870 ача (8,7%) — тӑваттӑмӗш тата ун хыҫҫӑнхи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Статистика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пуш уйӑхӗ пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 9 ҫын пӳрт тӑрринчен ӳкнӗ. Кун пирки катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗ пӗлтерет. Шар курнӑ ҫынсем 40-80 ҫулсенче. Вӗсене пурне те, тӑххӑрӑшне те, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Пӗрисем шӑммине хуҫнӑ, теприсен пуҫ мими чӗтреннӗ. Ӗнер тухтӑрсем икӗ ҫын патне ҫитнӗ. 40 ҫулти арҫын тата 66-ри хӗрарӑм пӳрт тӑрринчен юр антарнӑ чухне ӳкнӗ. Хӗрарӑмӑн аяк пӗрчисем, пӗҫҫи хуҫӑлнӑ. Арҫын вара ӳксен тӑнне ҫухатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Статистика
![]() Пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче республикӑра вӑтам ӗҫ укҫи 56 пин тенкӗпе танлашнӑ. Кун пирки Чӑвашстат пӗлтерет. Ку, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчи шалупа танлаштарсан, 32,1 процент пысӑкрах. 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗпе танлаштарсан вара, 15,5 процент ытларах ку. Ун чухне республикӑри вӑтам шалу 35798,6 тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Статистика
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер ирттернӗ пресс-конференцире «Про Город» кӑларӑм журналисчӗ тухтӑрсен шалӑвӗпе кӑсӑкланчӗ. Вӑл Ҫӗнӗ ҫул умӗн больницӑра пулнӑ чухне икӗ тухтӑр шалу пӗчӗк тесе пӑшӑрханнине пӗлтерчӗ. Олег Николаев ӑна республикӑри тухтӑрсем уйӑхсерен вӑтамран 40 пин тенкӗ илнине Росстат кӑтартӑвне тӗпе хурса хуравларӗ. Фельдшерсемпе медсестрасен шалӑвӗ 39 пин те 865 тенкӗрен, врачсен 79 пин те 730 тенкӗрен кая пулмалла мар иккен. Пӗтӗрхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче врачсене вӑтамран 68 146 тенкӗ тӳленӗ. Канаш районӗнче — 51 458 тенкӗ, Шупашкарти федераци организацийӗсенче — 118 892 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Статистика
![]() 2022 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче, 2021 ҫултипе танлаштарсан, республикӑри вӑтам ӗҫ укҫи ӳснӗ. Ҫапла пӗлтернӗ нумаях пулмасть Чӑвашстат. Пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче Чӑваш Енри вӑтам шалу 42 пин те 446 тенкӗпе танлашнӑ. Ку, 2021 ҫулпа танлаштарсан, 13,9 процент нумайрах. Ун чухне вӑтам шалу 39 пин те 865 тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
