Роспотребнадзор кӑшӑлвируспа ытларах кам чирлени пирки каласа кӑтартнӑ. Ачасем ытлах чирлемеҫҫӗ. Инфекциленнӗ 11821 ҫынран 872-шӗ – 17 ҫул тултарман ачасем.
Аслисен хушшинче ытларах 50-64 ҫулсенчисем, 30-49 ҫулсенчисем, 65 ҫултан аслӑраххисем аптӑраҫҫӗ. Тивӗҫлӗ канури 3389 ҫын чирленине палӑртнӑ. 1377 медӗҫчен чирленӗ.
Юлашки вӑхӑтра ытларах Шупашкарта инфекциленеҫҫӗ. Иртнӗ эрнере, тӗслӗхрен, 407 ҫын кӑшӑлвируспа аптӑранӑ. Ҫурла уйӑхӗнченпе ют ҫӗршывран таврӑннӑ 71 ҫыннӑн кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ.