Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 33 ҫын шӑнса вилнӗ. Кун пирки Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра калаҫнӑ. Статистикӑпа Чӑваш Енри Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Николай Иванов паллаштарнӑ.
Хӗлле пуҫланнӑранпа 101 ҫын шӑнса вилнӗ. Вӗсенчен 33-шӗ – кӑҫал. Чылайӑшӗ ӳсӗр пулнӑ, хӑйсен килӗнчен инҫех мар сывлама пӑрахнӑ.
Ӗнер ав Чантӑр ҫывӑхӗнчи пӗве патӗнче 59 ҫулти арҫыннӑн виллине тупнӑ. Вӑл шӑнса вилме пултарнӑ. Паян ирхине Шупашкарта Хусанкай урамӗнче хӗрарӑм виллине тупнӑ. Вӑл 40 ҫулсенчи пек курӑнать, шӑнса вилме пултарнӑ.
Хӗлле шӑнса кӳтнӗрен 110 ҫын суранланнӑ. Вӗсенчен 77-шӗ - ҫулталӑк пуҫланнӑранпа.