Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри ӗҫсӗр ҫынсене ҫӗнӗ пӗлӳ илме пулӑшаҫҫӗ. Кун пирки республикӑн Ӗҫлӗх служби хыпарлать. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, хушма пӗлӳ илме 1300 ҫынна янӑ, ҫав шутран 628-шӗ — Шупашкар хулинче пурӑнакан ӗҫсӗр ҫынсем. Хӑш енӗпе вӗренме ярасси рынокра паян епле специалистсем кирлинчен килет. Сӑмахран, ҫӗвӗҫе, парикмахера, интерьер дизайнерне, чӗрне хитре сӑрлама вӗрентеҫҫӗ. Бухгалтерсемпе «В» категориллӗ водитель пулма та вӗрентсе кӑлараҫҫӗ. Пӗлӳ илме ытларах чухне хӗрарӑмсем килӗшеҫҫӗ. Маларах асӑннӑ 628 ҫынран 394-шӗ — хӗрарӑмсем. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |