Кӳршӗре
![]() Раштавӑн 25-мӗшӗнче ӗнер Йошкар-Олара ҫӗнӗ словарь хӑтланӑ — Любовь Абукаева, Андрей Чемышев тата Анжелика Митрускова хатӗрленӗ Ҫармӑс чӗлхин танлаштаруллӑ сӑмах пуххине. Вӑл В.М. Васильев ячӗллӗ Чӗлхен, литературӑн тата историн мари ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнче иртнӗ. Хӑтлавра Любовь Абукаева ҫӗнӗ словаре епле хатӗрлени пирки каласа панӑ. Ӑна калӑплас ӗҫре Андрей Чемышев ертсе пынипе хатӗрленекен ҫармӑс чӗлхин корпусӗ пулӑшни пирки вӑл уйрӑммӑн чарӑнса тӑнӑ. Любовь Абукаева, сӑмах май, шӑп вӑл кун хӑйӗн 50 ҫулхи юбилейне палӑртнӑ. Ҫармӑссен паллӑ чӗлхе тӗпчевҫи тата фольклорисчӗ 1969 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Юбилейпа ӑна институт директорӗ Евгений Кузьмин тата ыттисем саламланӑ. |
Кӳршӗре
![]() cap.ru сайтри сӑн Чулхулара шеф-поварсен тата рестораторсен форумӗпе килӗшӳллӗн Пӗтӗм Раҫҫейри кулинарсен «Chef a la Russe» уҫӑ чемпионачӗ иртнӗ. Унта профессионалсем тата юниорсем хутшӑннӑ. Финала Чулхулари, Дзержинскри, Муромри, Ярославльти, Хусанти, Рязаньти, Тӗменти, Ижевскри, Глазоври, Шупашкарти, Питӗрти командӑсем тухнӑ. Пирӗн регион чысне «Варвара» ресторан поварӗсем хӳтӗленӗ: Александр Гониашвили, Владислав Аляхов, Даниил Ккан. Пирӗн ентешсем чи нумай балл пухса пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсем Пӗтӗм тӗнчери шеф-поварсен конгресне кайӗҫ. Вӑл ҫитес ҫул утӑ уйӑхӗн 28-31-мӗшӗсенче Питӗрте иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Анна Спиридонова архивӗнчи сӑн Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Анна Спиридонова хӑйӗн пулатарулӑхӗпе куравра паллаштарӗ. Унӑн проекчӗ «Нехудожник» (чӑв. «Ӳнерҫӗ мар») ятлӑ. «Кашни кун ӳкеретӗп. Мӗн ачаранпах ӳнерпе кӑсӑкланатӑп. Туса пӑхма хӑрамастӑп. Хампа ӗҫлетӗп. Йӑлтах хамӑн призма витӗр куратӑп. Фирма стилӗ ҫук. Кашни кун улшӑнатӑп. Илем шыратӑп…» - ҫапла ҫырнӑ депутат-ӳнерҫӗ. Курав чӳк уйӑхӗ тӑршшӗпех ӗҫлӗ. Вӑл «Интерьерпа дизайн центрӗнче» (Ярославль урамӗ, 29-мӗш ҫурт) уҫӑлӗ. Куравра 30 ытла картина пулӗ. Унта тӳлевсӗрех кӗрсе курма май пур. Пухӑннӑ укҫа-тенкӗ «Это Чудо» ыркӑмӑллӑх фондне кайӗ. Курава 18 ҫултан аслӑраххисене кӗртеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ҫак арҫын тӗнче тетелӗнче сӗтел-пукан сутни пирки пӗлтерӳсем тупнӑ та сутуҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ, укҫа тӳлесе хума шантарса лешсен банк карттин ревизичӗсене пӗлнӗ. Ӑна тытса чарас тесе Чӑваш Енри полицейскисем Хусана кайнӑ. 38 ҫулти арҫынна пирӗн республикӑна конвойпа илсе ҫитернӗ. Следстви вӑхӑтӗнче ӑна хупса лартнӑ. Вӑл ытти ҫакнашкал преступленисемпе те ҫыхӑнма пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Чӑваш Енре пурӑнакан икӗ ҫын ҫак ултавҫӑн аллине лекнӗ. Вӗсем ӑна 16500 тата 12500 тенкӗ куҫарса панӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() "Про Город" сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чулхула облаҫӗнчи колони-поселенирен Канашра ҫуралнӑ арҫын Сергей Колоколов тухса тарни пирки хыпарланӑччӗ. Ӑна «преступлени тӗнчинче» Колокольчик ятпа пӗлеҫҫӗ. 49 ҫулти арҫынна колони-посление 3 ҫул та 6 уйӑхлӑха ӑсатнӑ пулнӑ. Преступник ирӗкре шӑп та лӑп 10 кун пулнӑ, ӑна юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче тытса чарнӑ. Арҫынна Чулхула облаҫӗнчи Сухобезводное поселокӗнче 16 сехет те 20 минутра ярса илнӗ. Халӗ ун тӗлӗшпе колонирен тарнӑшӑн тепӗр пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Палӑртмалла: Сергей Колоколов пӗрре мар судпа айӑпланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() халӑх тетелӗнчи сӑн Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чулхула облаҫӗнчи 17-мӗш колони-поселенирен преступник тарнӑ. Вӑл – Канашра ҫуралса ӳснӗ 49 ҫулти Сергей Колоколов. «Преступлени» тӗнчине ӑна «Колокольчик» хушма ятпа пӗлеҫҫӗ. Вӑл колоние 3 ҫул та 6 уйӑхлӑха пӑшал хатӗрленӗшӗн, ӑна упранӑшӑн лекнӗ. Колокольчика Канашсем лайӑх пӗлеҫҫӗ-мӗн. 2000-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче вӑл хулана хӑратса тӑнӑ, пӑшалтан пӗр шутламасӑрах пенӗ. Полицейскисем, ОМОН таркӑна кунӗ-ҫӗрӗн шыраҫҫӗ. Сергей Колоколов хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать, ӑна курсанах полицие шӑнкӑравламалла. Палӑртмалла: вӑл унччен судпа темиҫе хутчен айӑпланнӑ. Сергей Колоколов 180 сантиметр ҫӳллӗш, «р» саспаллие калаймасть. Тарнӑ чухне хура калпак, тӗттӗм сӑран куртка тӑхӑннӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Кӳршӗре
Силпи улӑхӗсем тавра пуҫланнӑ калаҫусем ҫинчен «Урал сасси» хаҫатра сентябрӗн 12-мӗшӗнче тата октябрӗн 2-мӗшӗнче пичетленнӗ статьясене вуларӑм, «Регионы России» журналта, «Чӑваш халӑх сайтӗнче», «Правда Краснояра ВКонтакте», «Идель.Реалии» сайтра тата ытти хыпарлав хатӗрӗсенче тухнисемпе паллашрӑм. Чӑваш халӑхӗшӗн сӑваплӑ вырӑнсем шутланакан ҫӗре ют ҫӗршыв компанине арендӑна панине, Силпи сӑрчӗпе улӑхӗсене сысна каяшӗ айне тума шутланине ниепле те йышӑнма май ҫук. Хальхи технологи хӑватлӑ теҫҫӗ пулсан та, йышлӑ сысна комплексӗн пылчӑкӗпе шӑршине икӗ хуранта пытарса усрама май пулмасть. Халлӗхе Раҫҫейре ун пек тап-таса комплекссем никам та туман, ҫавӑнпа сысна витине Пелепей хули ҫумне е Шарлӑк (Шаровка) варрине лартмаҫҫӗ. Халӑх сӑлтавсӑр шавламасть. Сысна комплексӗ Слакпуҫ ял хутлӑхӗнчи чӑваш ялӗсен малашлӑхне касса татать, ҫӑлкуҫсене варалать, сывлӑхшӑн пӑрӑнми хӑрушлӑх тӑвать. Кунта нимле юптару-тыттарупа, ӗҫ вырӑнӗ, инвестици ырлӑхӗ тенипе тӳрре тухма пулмасть. Вырӑнти халӑха пӑтратас шутпа халӗ Слакпуҫӗнчи шкула кам ятне парасси пирки тавлашу пуҫарнӑ. |
Кӳршӗре
![]() Альберт Разин Удмурт Республикинче паян инкек сиксе тухнӑ. Альберт Разин ӑсчах хӑйӗн тӑван чӗлхине хӳтӗлесе пӗчченле пикета тухса тӑнӑ. Кӑшт каярахпа вара вӑл хӑйне чӗртсе янӑ. Вырӑнта пулнӑ ҫынсем ҫулӑма тӳрех сӳнтереймен. Вунӑ минутран ҫитнӗ пушарпа кӗрешекенсем ҫеҫ ӑна сӳнтерме пултарнӑ. Ун хыҫҫӑн ӑсчаха пульницӑна леҫнӗ. Хӑйне ҫунтарса янӑ ӑсчах сывалайман, пулницӑра вилсе кайнӑ. Альберт Разин — философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Удмуртин тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ. Вӑл 79 ҫулта пулнӑ. Удмурт чӗлхине аталантарассишӗн тӑрӑшнӑ, «Удмурт Кенеш» наци юхӑмӗн ӗҫне хутшӑннӑ. Ку пӑтӑрмах пирки каланӑ чухне влаҫрисем республикӑра чӗлхе тӗлӗшӗнчен лару-тӑру йӗркеллех тесе пӗлтернӗ, ӑсчахӑн хӑйне ҫунтарса яма сӑлтавсем пулман имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() www.mordovmedia.ru сайтран илнӗ сӑн Ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче «Лиза Алерт» шырав ушкӑнӗ Чӗмпӗр облаҫӗнче пурӑнакан 14 ҫулти Анна Макаренкӑна шырани пирки хыпар вырнаҫтарнӑ. Хӗрача ҫурлан 27-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Паллах, ашшӗ-амӑшӗ кулянса ӳкнӗ, ӑна пӗр тӑхтамасӑр шырама пуҫланӑ. Юрать-ха, хӗрачана виҫӗ кунран шыраса тупнӑ. Вӑл Шупашкарта пулнӑ иккен. Хӗрача патне амӑшӗ тата тӑван мар ашшӗ Шупашкарти полицин ҫул ҫитменнисен пӳлӗмне килнӗ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ачана вӑрҫман. Аня Чӗмпӗрти вокзалта билет туяннине камера ӳкерме илнӗ. Вӑл унта каччӑпа пулнӑ. Хӗрачана шыраса тупма телефон та пулӑшнӑ. Вӑл амӑшӗн телефонне илсе ҫула тухнӑ, симка лартнӑ. Телефонӑн курупки ҫинчи кодпа вӑл ӑҫтине тӳрех шыраса тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 20 сехетре Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм Йошкар-Олара вӑрманта ҫухалса кайсан «112» номерпе шӑнкӑравланӑ та ҫул тупайманни пирки пӗлтернӗ. Линин тепӗр вӗҫӗнче специалистсем ӑна кӗҫех ҫӑлавҫӑсемпе ҫыхӑнтарассине каланӑ. Ҫакна илтсен 53 ҫулти хӗрарӑм пулӑшу кирлӗ маррине пӗлтернӗ. Вӑл вӑрманта вӑй пухать-мӗн. Тепӗр кун ирхине 5 сехетре ҫак хӗрарӑмран ҫӑлав службине шӑнкӑрав килнӗ. Хальхинче ҫӑлавҫӑсем вырӑна пур-пӗрех тухнӑ. Кӳршӗ республикӑри вӑрманта ҫухалса кайнӑ ентешӗмӗре ирхине 6 сехетре тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |