Кӳршӗре
![]() ВТОЦ ялавӗ Тутарстан прокуратури суда тавӑҫпа тухнӑ — вӗсем Тутарсен обществӑлла центрне (ВТОЦ) экстремизм енӗпе айӑпласшӑн. Прокуратура ӗҫченӗсен шухӑшӗпе ку пӗрлӗх саккунсене пӑхӑнмасть тата экстремизм енчен хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Ҫак сӑлтавсене пула Тутарсен обществӑлла центрӗн ӗҫӗ имӗш Раҫҫей Федерацийӗн конституци йӗркин никӗсне пӑсма пултарать. Экстремизмла ӗҫлени шутне, сӑмахран, хутсене тутар чӗлхипе ҫеҫ туса пынине кӗртнӗ. «Тутарстан конституцийӗнче икӗ патшалӑх чӗлхи — тутар тата вырӑс — пирки ҫырнӑ пулин те, вӗсем иккӗшӗ те пӗртан пулни ҫинчен асӑннӑ пулин те, вӗсем (прокуратура) ҫакна темшӗн экстремизм тесе шутлаҫҫӗ», — пӗлтернӗ пӗрлӗх ертӳҫи Фарит Закиев. Тутар чӗлхи шӑпине сӳтсе явнӑ мероприятине те прокуратура ӗҫченӗсем экстремизм шайне кӗртнӗ. Асаилтеретпӗр, унччен маларах кӳршӗри тепӗр сӑвнашкал перлӗхе экстремизмлисен йышне кӗртнӗччӗ — Пушкӑрстанри «Башкорт»-а. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() ru-polit.livejournal.com сайтри сӑн Мускавра аварие ҫакланнӑ Михаил Ефремова чӑвашсем хӳтӗленӗ. Аса илтерер: артист руль умне ӳсӗрле ларнӑ, тепӗр машинӑпа ҫапӑннӑ. Леш водитель вилнӗ. Суд Михаил Ефремова 8 ҫуллӑха пӗтӗмӗшле колоние хупма йышӑннӑ. Чӗмпӗрти общество организацийӗ артиста хӳтӗлесе ҫырнӑ. Ҫырура вӗсем Михаил Ефремов Иван Яковлевӑн кӗҫӗн мӑнукӗн ачи пулнине палӑртнӑ. Иван Яковлевич Чӑваш Енре 300 ытла шкул уҫнине, вырӑнти халӑха ҫутта кӑларнине ҫырнӑ. Мускав хулин сучӗ аппеляцие пӑхса тухнӑ. Артистӑн срокне чакарма йышӑннӑ: 8 ҫултан 7,5 ҫул хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Мари Элти ҫӑлав служби тунӑ сӑн Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Енре пурӑнакан тӑватӑ хӗрарӑм Мари Эл вӑрманне шур ҫырли татма кайнӑ. Анчах вӗсем каялла тухма ҫул тупайман – ҫухалса кайнӑ. Хӗрарӑмсем машинине лартса хӑварнӑ та ҫырла татма кайнӑ. Витрисене тултарсан каялла тухма тӑнӑ, анчах машинӑна тупайман, ҫулран аташса кайнӑ. 17 сехет те 40 минутра Мари Элти аварипе ҫӑлав службин дежурнӑй пулчӗ ҫине шӑнкӑрав ҫитнӗ. Ҫалавҫӑсем хӗрарӑмсене шырама тытӑннӑ. Ҫур ҫӗр ҫитеспе, 23 сехетре, вӗсене тупнӑ, хӑйсен машини патне илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Ирина Славина. Хӑйӗн страницинчи сӑн Чулхула облаҫӗн ШӖМ ҫурчӗ умӗнче паян «Коза Пресс» тӗп редакторӗ Ирина Славина хӑйне ҫунтарса янӑ. Хӑйне вӗлерес умӗн вӑл «Ман вилӗмре Раҫҫей Федерацине айӑплама ыйтатӑп» тесе ҫырса хӑварнӑ. Пӗр кун маларах, ӗнер, унӑн хваттерне следовательсемпе полици ӗҫченӗсем килсе ухтарнӑ пулнӑ. Ун пирки Ирина Славина ҫапла пӗлтернӗ: «6 сехетре паян алла бензорезпа фомка йӑтса ман хваттере 12 ҫын килчӗҫ: СКР-па полици ӗҫченӗсем, СОБР, пунеттейсем. Алӑка упӑшка уҫрӗ. Эпӗ, ҫарамасскер, хам нихҫан унччен курман хӗрарӑм сӑнаса тӑнипе тумлантӑм. Ухтарчӗҫ. Адвоката шӑнкӑравлама памарӗҫ. Брошюрӑсем, листовкӑсем, «Уҫӑ Раҫҫей» счечӗсене, тен тата Михаил Ходорковский сӑнӗллӗ турӑша шырарӗҫ. Ман ун пекки нимӗн те ҫук. Анчах ҫавах хӑйсене валли мӗн илсе каймаллине тупрӗҫ — пӗтӗм флешкӑсене, ман ноутбука, хӗрӗн ноутбукне, компьютер, телефона тата пресс-конференци вӑхӑтӗнче эпӗ ҫырма усӑ курнӑ пӗр купа блокнота. Эпӗ ӗҫлемелли хатӗрсемсӗр юлтӑм». Ирина Славинӑна право сыхлакан органсем унччен те канлӗ пурӑнма паман. Пӗлтӗр ун тӗлӗшпе тӑватӑ протокол ҫырнӑ пулнӑ, сӑмахран Борис Немцова асӑнса ирттернӗ митингшӑн явап тыттарнӑ — ӑна саккуна пӑсса йӗркеленӗ тесе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() dneprovec.by сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан арҫын, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑскер, Мари Эл вӑрманне ҫырла пуҫтарма кайсан ҫухалса кайнӑ. Вӑл Звенигово районӗнче пулнӑ, каялла тухма ҫул тупайман. Иртнӗ канмалли кунсенче дежурнӑй пульчӗ ҫине ватӑ арҫын ҫухалса кайни пирки хыпар ҫитнӗ. Ӑна шырама Кокшайскри аварипе ҫӑлав ушкӑнӗ ҫула тухнӑ. Вӑхӑт питех нумай иртмен – Шупашкар арҫыннине ултӑ сехетрен тупнӑ. Вӑл хӑйне чиперех туйнӑ. Ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман, киле йӗркеллех ҫитнӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Патӑрьел районӗнче тӑватӑ хӗрарӑм кӑмпана кайсан ҫухалса кайнӑ. Вӗсене шыраса тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Кӳршӗре
ТУТАРСТАН РЕСПУБЛИКИН ПРЕЗИДЕНТНЕМинниханов Р.Н. господина ТУТАРСТАН РЕСПУБЛИКИН ПАТШАЛӐХ КАНАШӖН ПРЕДСЕДАТЕЛЬНЕ Мухаметшин Ф.Х. господина
Хисеплӗ Рустам Нургалеевичпа Фарит Хайруллович! Мӗн пур пек Тутарстан Республикинче пурӑнакансене тата пӗтӗм тутар нацине питӗ пысӑк Уявпа — ҫӗнӗ тапхӑрта йӗркеленнӗ тутар патшалӑлӑхлӑхӗ йӗреленнипе саламлама чысӑмланассӑм килет. Шӑп та лӑп ҫӗр ҫул каялла — 1920-мӗш ҫулхи май уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Халӑх Комиссарӗсен Канашӗн Пӗтӗмраҫҫейри тӗп пурнӑҫлав комитечӗ Раҫҫей Федеративлӑ Социализмла Совет Республикин йышӑнчи Автономилле Социализмла Тутар Совет Республики йӗркеленни ҫинчен калакан Деклараци йышӑннӑ. Ҫакӑ вӑл тутар халӑхӗн вӑл ӗмӗрсем хушши хӑйӗн патшалӑхне йӗркелесе ярас ӗмӗчӗ пурнӑҫланни пулса тӑнӑ. Тутар нацийӗ хӑйӗн наци патшалӑхне йӗркелесе яни вӑл Сирӗн Республика хӑйӗн территорийӗнче экономикӑна, социаллӑ пурнӑҫа тата культурӑна аталантарма хывса хӑварнӑ ҫирӗп никӗс пулса тӑнӑ. Паянхи вӑхӑтра Тутар Республики Раҫҫей Федерацин патшалӑх веденийӗпе полномочийӗсӗр тата Раҫҫей Федераципе пӗрлехи веденийӗсӗр пуҫне Раҫҫей Федерацин субъекчӗ шутланакан, Тутарстан Республикинчи нумайнациллӗ халӑхпа тутар халӑхӗн кӑмӑлне палӑртакан, историлле, нацилле тата чунлӑх традицийӗсене палӑртакан, гражданла тӑнӑҫлӑхӗпе нацисем хушшинчи килӗшӗве хӳтӗлекен суверенлӑ демократилле право патшалӑхӗ пулса тӑрать. |
Кӳршӗре
![]() movp.ru сайтри сӑн Ӗнер Йошкар-Олара тин ҫуралнӑ ачана Пепкелӗх центрӗнчен вӑрлани пирки пӗлтернӗччӗ. Лайӑх хыпар ҫитнӗ: хӗрачана тупнӑ, вӑл чӗрӗ-сывах. Кӳнтеленсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ача ҫуратмалли ҫуртра ют хӗрарӑма асӑрханӑ. Ача ҫухалсан Следстви комитечӗ икӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ: вӑрланӑшӑн тата тухтӑрсем пӑхса ҫитерейменшӗн. Ачана нимеҫӗсем, полицейскисем шыранӑ. Ӑна ӗнерех тупнӑ. Ачана пӗр хӗрарӑм вӑрланӑ-мӗн. Унӑн хырӑмӗ ӳкнӗ, кун пирки вӑл упӑшкине пӗлтермен, пепке пульницӑра тесе суйнӑ. Хӑй вара ют ҫын ачине вӑрласа тухнӑ та киле ҫитсен ним пулман пекех кравать ҫине хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() "Лиза Алерт" сӑнӳкерчӗкӗ Кӳршӗ республикӑра, Мари Элта, пуҫа вырнаҫман япала пулса иртнӗ. Паян кӑнтӑрла Йошкар-Олари Пепкелӗх центрӗнчен тин ҫуралнӑ ачана вӑрланӑ. Хӗрача паян, пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, кун ҫути курнӑ. Вӑл 48 сантиметр ҫӳллӗш ҫуралнӑ. Вӑрласа кайнӑ вӑхӑтра пепкене сирень тӗслӗ чечексем ӳкернӗ шурӑ распашонка тӑхӑнтартнӑ пулнӑ. РФ Следстви комитечӗ тӳрех икӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ: ачана вӑрланӑшӑн тата тухтӑрсем тимлесе ҫитерейменшӗн. Ачана йӗрке хуралҫисемпе пӗрле «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн нимеҫисем шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() «Ульяновская правда» информаци порталӗ чӑваш ҫыннипе паллаштарнӑ. Асӑннӑ издательство ҫурчӗ йӗркеленӗ телекӑларӑма Чӑваш Енри Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сурӑм ялӗнче 1953 ҫуралнӑ Геннадий Кондратьева хӑнана чӗннӗ. Вӑл — вӑрманҫӑ. Унсӑр пуҫне ӑна вырӑнтисем сӑвӑҫ, Чӑваш Республикин Ҫыравҫӑсен союзӗн пайташӗ евӗр пӗлеҫҫӗ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи Инза хулинче пурӑнать. Унӑн пӗр юратӑвӗ — вӑрман, тепӗр юратӑвӗ — поэзи. Чӗмпӗр облаҫӗнчи вӑрман хуҫалӑхне вӑл техникум вӗренсе пӗтерсен направленипе лекнӗ. Телекӑларӑмра вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ. Халӗ хуралҫӑра ӗҫлет. Калаҫӑва Раҫҫей Журналистсен союзӗн пайташӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Ларионов ертсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Коми Республикинче никӗсленекен «7х7» тетелти кӑларӑма Сыктывкарти суд 20 пин тенкӗлӗх штраф ҫырса панӑ. Айӑпа журнал коми чӗлхиллӗ материалсемшӗн кӗнӗ. Суд шухӑшӗпе «7х7 журнала» регистрациленӗ чухне вӑл тухакан чӗлхе шутӗнче вырӑс чӗлхине кӑтартнӑ, анчах та тетелти кӑларӑм Николай Удоратинӑн материалӗсене коми чӗлхипе тата «Комикс вӑйӗ» ятарлӑ проекта акӑлчан чӗлхипе вырнаҫтарнӑ. Ҫапла май МИХ суд Административлӑ айӑплав кодексӑн 13.21 статйин 1-мӗш пайне пӑснӑ тесе йышӑннӑ. Тетелти кӑларӑма судра хӳтӗлекен Андрей Никулин айӑпланакан сӑпатлава йӑнӑш кӑтартни ҫине, комилле тухнӑ материалсем обществӑра хӑрушлӑх кӑларса тӑратманни ҫине таянса ку ӗҫе пӑрахӑҫлама ыйтнӑ. Анчах суд унпа килӗшмен. Суд йышӑнӑвӗпе «7х7 журнал» килӗшмӗ тесе пӗлтереҫҫӗ, ку енӗпе ҫӳлӗрех инстанцисене тухӗҫ. МИХ ертӳҫисен шухӑшӗпе влаҫрисем вӗсене хирӗҫ ятарласа айӑплав шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |