Кӳршӗре
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Атӑл леш енче Мари вӑрманӗсем ҫунма тытӑннӑ. Пушар вӑйлах алхасать. «Ҫыхӑнура» форумра каҫхине ӳкернӗ сӑнсене вырнаҫтарнӑ. Сӑнсене Карась кӳлӗ патӗнче ӳкернӗ. Вӗсене пӑхсанах паллӑ: пушар питӗ пысӑк лаптӑкра алхасать. Пушар лаптӑкӗ, шел те, пысӑклансах пырать. Ӗнер Сосновый Бор поселокӗнчи ҫынсене эвакуациленӗ. Шупашкарта тӳррӗн каҫас тӑк ҫунакан вырӑн пирӗнтен 40 ҫухрӑмра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Чулхула облаҫӗнче ҫул ҫинче камера фара ҫутмасӑр ҫӳрекен машинӑсене ӳкерме пуҫланӑ. Паллах, куншӑн хуҫине штраф килет. Камера Чулхулари Комитерн урамӗнче вырнаҫнӑ. Вӑл утӑ уйӑхӗнченпе фара ҫутмасӑр ҫӳренӗ 7,3 пин машинӑна ӳкернӗ. Куншӑн 500 тенкӗ штраф тӳлеттереҫҫӗ. Йӗркене пӑснӑ ҫак тӗслӗхсене ӳкерме камерӑна нейросетьсем пулӑшаҫҫӗ. Камерӑна кӑларнӑ предприятире пӗлтернӗ тӑрӑх, унашкаллипе кирек хӑш регионта та усӑ курма пулать – вырӑнти ҪҪХПИ йышӑнӑвӗ ҫеҫ кирлӗ. Ҫапах водительсем тӗнче тетелӗнче кӑмӑлсӑрланнине палӑртнӑ. Вӗсен двигательпе ҫуталакан фарӑсем ӗҫленӗ, штраф вара килнӗ. Хальлӗхе пӑрахӑҫланӑ 48 тӗслӗх пирки пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Мӑкшӑ Республикинчи заповедникре алхасакан пушара сӳнтерме Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсем те кайнӑ. 80 ҫынран тӑракан аэромобильлӗ ушкӑн тата 13 техника кӳршӗ региона паян ирхине тухса кайнӑ. Ку йыша Шупашкарти, Вӑрмарти, Йӗпреҫри, ытти тӑрӑхри пушарнӑйсем кӗнӗ. Юлашки даннӑйсене ӗненес тӗк, заповедникре ҫулӑм 850 гектар ҫинче алхасать. Сӑмах май, Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсем 2010 ҫулта та Чулхула облаҫне вӑрман сӳнтерме кайнӑ. 2011 ҫулта Тутарстанра «Пӑлхар» теплоход путнӑ вырӑнта ӗҫленӗ. 2013 ҫулта вара Хабаровск крайӗнче ейӳпе кӗрешнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Юрий Пащенко тунӑ сӑн Чулхула облаҫӗнче пуҫ ҫапакан кӑпшанкӑ (выр. богомол) ӗрчеме пуҫланӑ. Кун пирки NN.ru портал пӗлтерет. Асхат Каюмов эколог пӗлтернӗ тӑрӑх ку ҫанталӑк ӑшӑнса пынипе ҫыхӑннӑ. Пуҫ ҫапакан кӑпшанкӑсем Раҫҫейре унччен кӑнтӑр тӑрӑхсенче ҫеҫ тӗл пулнӑ. Асхат Каюмов каласа панӑ тӑрӑх пуҫ ҫапакан кӑпшанкӑсене Чулхула облаҫӗнче вунӑ ҫул каялла асӑрхама пуҫланӑ. Малтанах ку тӗлӗнмелле пулнӑ, халь вара вӗсене ҫак тӑрӑхра та тӗл пулнине хӑнӑхса ҫитнӗ ӗнтӗ. Ку кӑпшанкӑ ҫынсемшӗн сиенлӗ мар, чир-чӗр таврашне сармасть. Кӳршӗ тӑрӑхри халӑх кӑпшанка ӳкерсе ыттисене кӑтартать. Вӗсене Чулхулари Сурӑмпа Щербинка микрорайонсенче, Ленин районӗнче асӑрханӑ. Ҫавӑн пекех кӑпшанка Дзержинскра, Городецра, Борта тата Чулхула облаҫӗн Вознесенски районӗнче курнӑ. Чулхулари экзотариумра каласа панӑ тӑрӑх ку тӑрӑхри ҫанталӑк вӗсемшӗн ҫавах сивӗрех, ҫавна май хӗлле вӗсем ҫуртсен путвалне пытанаҫҫӗ, унта ҫӑмарта хураҫҫӗ. Вӑрмансенче вӗсем ҫук имӗш. Сӑмах май, пуҫ ҫапакан кӑпшанкӑ ҫӑткӑннисен йышне кӗрет, вӑл ытти кӑпшанкӑпа тӑранса пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Елизавета Фурашова Чӗмпӗрте пурӑнакан чӑваш хӗрарӑмӗ Фурашова Елизавета Алексеевна тухтӑр утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 100 ҫул тултарчӗ. Вӑл Чӗмпӗр облаҫӗн Хисеплӗ гражданинӗ, Ленин орденӗн кавалерӗ, РСФСР тава тивӗҫлӗ врачӗ, хӑй вӑхӑтӗнче Чӗмпӗр хула Канашӗн депутачӗ пулнӑ. Е.А.Фурашова хальхи Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районне кӗрекен Анат Тимӗрҫен ялӗнче 1921 ҫулта ҫуралнӑ. 1945 ҫулта Воронеж медицина институтне хӗрлӗ дипломпа пӗтернӗ. Вӑл облаҫра неврологи службине уҫаканӗ пулнӑ, унта 35 ҫул тӗп врачра вӑй хунӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан тепӗр 35 ҫул ахаль врачра ӗҫленӗ. Пурӗ ун медицинӑри стажӗ 72 ҫул. Ҫав вӑхӑтрах вӑл 90 ҫул тултариччен Чӗмпӗр патшалӑх университетӗнче доцент пулнӑ. Пурӗ чӑваш хӗрарӑмӗ 40 ҫулта 400 невролог врач хатӗрленӗ, вӗсем хушшинче профессорсем те пур. Ун ачисем, мӑнукӗсем, кӗҫӗн мӑнукӗсем те медицинӑра вӑй хунӑ, халӗ те вӑй хураҫҫӗ. Пурӗ династин медицина стажӗ 300 ҫула яхӑн. Чӑваш хӗрарӑмӗн ячӗ легендӑсем хушшине кӗнӗ. |
Кӳршӗре
![]() Чулхула облаҫӗнчи Кулебаки хулинче ҫитес уйӑхра II Микула патшан юланутлӑ пӗрремӗш кӳлепине вырнаҫтарӗҫ. Ӑна утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хӗн-асап курнӑ сӑваплӑ Михаил (Гусев) храмӗ умӗнче лартӗҫ. Хальхи вӑхӑтра скульптурӑна хатӗрлесе пӗтерес ӗҫ пырать. Кӳлепене хатӗрлеме халӑхран 5 миллион тенкӗ пуҫтарнӑ. Скульптура авторӗ — Ирина Макарова. Унччен вӑл Серафим-Дивеево мӑнастирӗ валли патша ҫемйин палӑкне ӑсталанӑ пулнӑ. Храм настоятелӗ Николай Болдырев ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, патшана вӗлернӗшӗн вырӑс халӑхӗ ҫине ылхан ӳкнӗ. Ун шухӑшӗпе вырӑс халӑхӗн 1613 ҫулхи Земски соборта Романовсен династине панӑ тупана сутнӑшӑн ӳкӗнес пулать. «Ваттисем каланӑ тӑрӑх, II Микулай мӗнле ҫын иккенне ӑнланса илеймесӗр Раҫҫей ура ҫине тӑмӗ. Эпир ҫылӑхлӑ, эпир тупа тунине сутнӑ», — ӑнлантарнӑ Николай атте. Аса илтеретпӗр, II Микулай патшана Уралканаш йышӑнӑвӗпе 1918 ҫулта утӑ уйӑхӗнче, 16-мӗшпе 17-мӗш кун хушшинчи ҫӗр хушшинче персе пӑрахнӑ. Ку вӑл юлашки вӑхӑтра патшасене чысласа лартнӑ пӗрремӗш палӑк мар. Нумай пулмасть, ҫӗртмен 5-мӗшӗнче, Питӗрте III Александра халалланӑ скульптурӑна уҫнӑччӗ. Палӑка уҫнӑ ҫӗре Владимир Путин Президент та хутшӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() «Чайка» пассажир карапӗ Шупашкара Хусанпа ҫыхӑнтаракан юханшыв маршрутне уҫнӑ хыҫҫӑн (унта «Валдай» кимӗ ҫӳрӗ) Тутарстан влаҫӗсем те асӑннӑ маршрутпа хӑйсен пассажир карапне яма шухӑшлани пирки пӗлтернӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Советская Чувашия» кӑларӑма панӑ интервьюра пӗлтернӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ журналистсен ыйтӑвне хуравланӑ май икӗ республикӑн тӗп хули хушшинче ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫӗнче ҫӳреме пуҫлакан «Валдайсем» ҫинче билет хакӗ автобусринчен уйрӑлса тӑмӗ тесе пӗлтернӗ. Маршрутра хальхи вӑхӑтра Сӗнтӗрвӑрринче тата Куславккара чарӑнусене пӑхса хӑварнӑ, Сӗве ялӗнче те чарӑну тӑвасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне Олег Алексеевич юханшыв маршрутне Тутарстан влаҫӗсем те уҫма шухӑшлани пирки пӗлтернӗ. Кун валли вӗсем хальхи вӑхӑтра Ешӗл Варти А.М. Горький ячӗллӗ савутра тума пуҫланӑ «Чайка» караппа усӑ курасшӑн. Пахалӑхӗсене танлаштарсан ку карапсем «Валдайсенчен» миҫе ҫынна турттарма пултарассипе (176 ҫынна хӑйпе илейрет; «Валдай» вара 45 ҫеҫ) ирттереҫҫӗ, анчах хӑвӑртлӑх енӗпе вӗсем япӑхрах. «Чайка» сехетре 18 ҫухрӑма яхӑн хӑвалама пултарать пулсан, «Валдай 45-Р» шывай ҫунатлӑ кимӗ сехетре 65 ҫухрӑм таран вӗҫтерме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() газетановокосино.рф сайтри сӑн Чӑваш Енри 17 ҫулти каччӑ ҫынсене улталаса пурӑннӑ. Ӑна нумаях пулмасть тытса чарнӑ. Кун пирки Тутарстанри ШӖМ пӗлтерет. Кӳршӗ республикӑра Лениногорск хулинче пурӑнакан 20 ҫулти каччӑ полицие пырса хӑй ултавҫӑсен аллине ҫакланни пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, укҫа ӗҫлесе илес тенӗ, мессенджерта ушкӑн та тупнӑ. Ун патне тӳрех «консультант» ҫырнӑ. Хайхискер ӑна питӗ ӑннине, вӑл укҫа выляса илме пултарнине пӗлтернӗ. 20-ри каччӑ сумма пирки илтсен йӑлтах манса кайнӑ тейӗн, ҫав шутра -вӑл нимӗнле лотерейӑна, конкурса хутшӑнманни пирки те. Анчах ӑна 5 пин комисси тӳлемеллине пӗлтернӗ. Тӳлесен вара, паллах, нимӗнле укҫа та выляса илмен вӑл. Ҫак ӗҫе Чӑваш Енри 17 ҫулти каччӑ тунӑ тесе шутлаҫҫӗ, ӑна тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Тутарстанри чӑваш наци культурин автономийӗ Хусанта отчетпа суйлав конференцине ирттернӗ. Унта Тутарстан президенчӗн наци политикин департаменчӗн шалти политика енӗпе ӗҫлекен управлени пуҫлӑхӗ Данил Мустафин, Тутарстанри Ассамблея Канашӗн ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Константин Яковлев, Тутарстанри Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗн директорӗ Ирек Шарипов, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Владимир Тяпкин, чӑваш хаҫачӗсен элчисем тата ыттисем хутшӑннӑ. Данил Мустафин республикӑри чӑваш обществи чӑваш культурине, чӗлхине упрас тата аталантарас тӗлӗшпе тухӑҫлӑ ӗҫленине каланӑ. Константин Яковлев общество ӗҫне ачасемпе ҫамрӑксене явӑҫтарни пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. Владимир Тяпкин Тутарстанри чӑваш обществин хастарӗсене чӑваш чӗлхипе культурине упрас тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ тунӑшӑн тав тунӑ, Тав хучӗсем панӑ. Тутарстанри чӑваш наци культурин автономийӗн председателӗ Дмитрий Самаренкин автономин 2017–2020 ҫулсенчи ӗҫӗ пирки доклад тунӑ. Тухса калаҫнисене итлесен организаци Уставне сӳтсе явнӑ, Канаш, ревизи комиссийӗн пайташӗсене, автономи председательне, унӑн ҫумне суйланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() «Нижний№1» сӑнӳкерчӗкӗ Кӳршӗре, Чулхула облаҫӗнче, паян 9 сехет те 13 минутра газ сирпӗннӗ. Вырӑнти МИХсем ҫырнӑ тӑрӑх, ку Мещер бульварӗнче суши-барта пулнӑ. Сирпӗннӗ хыҫҫӑн ҫурт стени ишӗлсе аннӑ, ванчӑкӗсем машинӑсене лекнӗ. Кафене уҫма тӑнӑ хӗр суранланни пирки пӗлтереҫҫӗ. Телее, вилекенсем пулман. Юлашки хыпарсем ҫакнашкал: ишӗлчӗксен айӗнчен пӗр ҫынна кӑларнӑ, тепӗр ҫын унта пулма пултарать. Официаллӑ майпа пӗлтернӗ тӑрӑх, 2 ҫын суранланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |