Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Мари Эльте ҫармӑс чӗлхин танлаштаруллӑ сӑмах пуххине хӑтланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 26.12.2019 16:28 | 1452 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре

Раштавӑн 25-мӗшӗнче ӗнер Йошкар-Олара ҫӗнӗ словарь хӑтланӑ — Любовь Абукаева, Андрей Чемышев тата Анжелика Митрускова хатӗрленӗ Ҫармӑс чӗлхин танлаштаруллӑ сӑмах пуххине. Вӑл В.М. Васильев ячӗллӗ Чӗлхен, литературӑн тата историн мари ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнче иртнӗ.

Хӑтлавра Любовь Абукаева ҫӗнӗ словаре епле хатӗрлени пирки каласа панӑ. Ӑна калӑплас ӗҫре Андрей Чемышев ертсе пынипе хатӗрленекен ҫармӑс чӗлхин корпусӗ пулӑшни пирки вӑл уйрӑммӑн чарӑнса тӑнӑ.

Любовь Абукаева, сӑмах май, шӑп вӑл кун хӑйӗн 50 ҫулхи юбилейне палӑртнӑ. Ҫармӑссен паллӑ чӗлхе тӗпчевҫи тата фольклорисчӗ 1969 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Юбилейпа ӑна институт директорӗ Евгений Кузьмин тата ыттисем саламланӑ.

#кӗнекесем, #тӗпчевсем, #Мари Эл, #кӳршӗре, #хӑтлавсем, #ҫармӑс чӗлхи

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3298.84.5198
2019.12.26 17:15
Agabazar
Марий-Эл.
<<танлаштаруллӑ>> тени ӑнланмалла мар. Танлаштарусен словарӗ темелле. Танлаштару!
Agabazar // 3298.84.5198
2019.12.26 17:22
Agabazar
Ку словарь кĕлетки çине пăхап та — мĕн курап-ха? Ячĕ вырăсла. Çармăсла мĕнле каламаллине кăтартман. Хуплашка çинче çармăсла пĕр сăмах та курмастăп.
Кукша // 3151.23.2516
2019.12.31 13:26
Чӑваш сӑмахӗсен толковый словарӗ кирлӗ!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем