Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти арҫын аппӑшӗн арҫыннине вӗлернӗ. Ҫамрӑк арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Инкек раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 32-ри арҫынпа унӑн аппӑшӗпе пурӑнакан 35 ҫулти арҫын хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Кил хуҫи ӳсӗр пулнӑ. Аппӑшӗн арҫыннине вӑл икӗ хутчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Йывӑр сурана пула арҫын инкек вырӑнӗнчех кӑштахран вилсе кайнӑ.
Аллине ҫӗҫӗ ярса илнӗ арҫынна халӗ тытса чарнӑ, ӑна вӑхӑтлӑха хупса хунӑ. Тӗпчев малалла пырать.
Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче каҫхине, 17 сехет те 45 минутра, «Атӑл» М-7 ҫул ҫинче, Ҫӗрпӳ районӗнче, виҫӗ машина ҫапӑннӑ.
«Рено-Дастер» автомобиль малтан «Ман» фура ҫине пырса кӗнӗ, унтан — «Дэу-Нексиа» машинӑпа тӑрӑннӑ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «Рено» автомобиль тӗп ҫул ҫине тухнӑ чухне грузовика ирттерсе яман. Инкекре ҫӑмӑл машинӑн водителӗн 38 ҫулти арӑмӗ йывӑр суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Вӑл водительпе юнашар ларнӑ. Машина хӗрарӑм ларнӑ енчен пырса ҫапӑннӑ.
«Рено» водителӗ, Ҫӗрпӳ районӗнчи 39 ҫулти арҫын, ӳсӗрри палӑрнӑ. Каярах ӑна хӑйне те тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Ҫул-йӗр правилине пӑснӑшӑн, ҫав шутра хӑвӑртлӑха ӳстернӗшӗн те, пӗлтӗр ҫак водителе административлӑ майпа 5 хутчен явап тыттарнӑ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 45 ҫулхи арҫынна суд тунӑ. Вӑл сунар пӑшалӗпе ҫынсене хӑратнӑ. Ӑна Раҫҫей Пуҫиле кодексӗн 213-мӗш статйин 1-мӗш пайӗн «а» пункчӗпе килӗшӳллӗн явап тыттарнӑ. Ӑна ирӗкрен тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче вӑл ӳсӗр пулнӑ. Ӑна, 4-мӗш хутра вырнаҫнӑ хӑйӗн хваттерӗн балконӗ ҫинче тӑраканскере, подъезд умӗнче икӗ арҫын хыттӑн калаҫса тӑни килӗшмен. Ҫавӑншӑн вӑл вӗсене малтан сӑмахпа асӑрхаттарнӑ, кайран алла пӑшал ярса илнӗ. Арҫынсен ҫывӑхӗнчи тротуара тата лапама икӗ хутчен пенӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ӳсӗрле руль умне ларма юратакан арҫынна суд тунӑ. Вӑл унччен те ҫавӑн пек майпа пӑтӑрмаха ҫакланнӑ-ха. Хӗрӗнкӗ пуҫпа машина хускатса ҫула тухнӑ этеме колони-посление тӑватӑ уйӑхлӑха ӑсатӗҫ. Унсӑр пуҫне вӑл водитель правине ҫитес виҫӗ ҫулта алла тытса кураймӗ.
Арҫын ӳсӗрле руль умне ларнипе йӗрке хуралҫисен аллине икӗ хутчен ҫакланнӑ. Уншӑн ӑна икӗ хутчен суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче арҫын каллех «Volkswagen Transporter» машинӑна хускатса Ҫӗнӗ Шупашкар тӑрӑх тухса кайнӑ. Кӑштахран ӑна хулари Винокуров урамӗнчи 44-мӗш ҫул патӗнче ҫул-йӗр инспекторӗсем асӑрханӑ.
Суд йышӑнӑвӗ ытла кӑра тесен айӑплин ваккачӗ республикӑн Аслӑ судне ҫитнӗ. Анчах унтисем те пӗрремӗш инстанцири суд йышӑнӑвне пӑрахӑҫламан.
Элӗк районӗнчи Якунькӑ ялӗнче пурӑнакан 38 ҫулти арҫынна хӗрарӑм ҫумне ҫулӑхнӑшӑн тытса чарнӑ. Вӑл хӑйӗн арӑмӗ пулнӑ ҫын ҫумне ҫыпӑҫнӑ. Лешне ҫакӑ килӗшмен — йӗрке хуралҫисене евитленӗ.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче арҫын Ҫӗмӗрле районӗнчи Эскетен ялӗнче арӑм пулнӑ ҫыннӑн тӑванӗ патне пырса кӗнӗ. Арӑмӗ мунчана кӗрсе кайсан вӑл ун хыҫҫӑн утнӑ. Арӑм пулнӑ хӗрарӑм ҫумне мунча пӳртемӗнче ҫулӑхма тытӑннӑ. Амӑшӗ пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑран хӗрарӑмӑн ывӑлӗ чупса пынӑ. Арҫын тухса тарнӑ. Анчах ӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкар районӗнчи 38 ҫулти вӑйпиттие 14-ри яша хӗненӗшӗн явап тыттарасшӑн.
Арҫын Етӗрне районӗнчи Исимпай ялӗнче пӗр хӗрарӑмпа пурӑннӑ. Унпа харкашма тытӑнсан хӗрарӑмӑн 14 ҫулти ывӑлӗ яланах амӑшне майлӑ пулнӑ, ӑна хӳтӗлеме тӑрӑшнӑ. Усал арҫын ҫавӑншӑн ача ҫине пӗрре кӑна мар алӑ ҫӗкленӗ. Пӑтӑрмах кӑҫалхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗччен тӑсӑлнӑ.
Яша нушалантарса пурӑннӑ арҫын тӗлӗшпе халӗ Раҫҫей Федерацийӗн Пуҫиле кодексӗн 117-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «г» пункчӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Судпа медицина экспертизи ирттерме палӑртнӑ.
Маларах ҫавӑн пек тӗслӗх Йӗпреҫ районӗнче пулнӑччӗ. Унта арҫын арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑмпа ывӑлне хӗнесе пурӑннӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр майпа явап тыттарма йышӑннӑ.
Шупашкарта паян чутах пысӑк инкек пулса иртмен. Хулара пӗр ҫын машина ҫулӗ ҫине тӑсӑлса выртнӑ. Ҫавна асӑрханӑ пӗр водитель пӑрӑнса иртес вырӑнне... чарӑнса ларнӑ. Ҫапла-ҫапла. Вӑл ӑна ытти машина ҫапса хӑварассинчен ҫӑлса хӑварнӑ.
Водитель пакунлисем патне шӑнкӑравланӑ. Вӗсем часах вырӑна пырса ҫитнӗ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ӳсӗр ҫынна полицине илсе кайнӑ, унтан пульницӑна ӑсатнӑ.
Ҫул ҫинче ӳсӗр ҫынсем инкеке лекме пултараҫҫӗ. Шар курас мар тесен ӳсӗрӗличчен эрех ӗҫмелле мар.
Шупашкарта пурӑнакан каччӑ ҫармӑс хӗрне хӗненӗ. Уншӑн ӑна тӗрмене хупса хурӗҫ.
Каччӑ кӳршӗ регионта пурӑнакан 14 ҫулти хӗрпе туслӑ пулнӑ. Туслӑ кӑна та мар, лешӗ унран йывӑр ҫын пулса тӑнӑ. Пӑтӑрмах 2019 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи ака уйӑхӗччен тӑсӑлнӑ. Каччӑ ӗҫсе лартнӑ хыҫҫӑн савнийӗпе ялан харкашнӑ. Ун ҫине алӑ та час-часах ҫӗкленӗ. Хӗре каччӑ хӑйӗн килӗнче те, амӑшӗ патӗнче хӗненӗ.
Пӗрмай патак ҫитерсе пурӑнакан каччӑ тӗлӗшпе тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӗнтӗ суд та пулнӑ. Ҫамрӑка пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ҫулталӑк ҫурӑлӑха ӑсатмай йышӑннӑ.
Эх, эпир, мӑнтарӑн этемсем! Пӗрре килекен пурнӑҫа та йӗркеллӗ пурӑнса ирттерме пӗлместпӗр тесси ҫеҫ юлать кун пек пӑтӑрмахсем пирки пӗлсен.
Муркаш районӗнче пурӑнакан вӑйпитти арҫын йӗкӗрешӗн пуҫне ҫинӗ. Ҫакна суд тусах хальлӗхе ҫирӗплетмен-ха. Анчах пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ ӗнтӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем шухӑшланӑ тӑрӑх, пӑтӑрмах авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче каҫхи 20 сехет тӗлӗнче Муркашра пулса иртнӗ. 41 ҫулти арҫын йӗкӗреш тӑванӗпе пӗр хваттерте пурӑннӑ. Ӳсӗрскер тӑванӗпе урлӑ илнӗ, ӑна ҫӗҫӗпе чӗри тӗлӗнчен чикнӗ. Шар курни кӑштахран вилсе кайнӑ.
Тӑванне ҫӗҫӗпе чикнӗ тесе арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, тӗпчев малалла пырать.
Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнакан 33 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: эрех ӗҫме юратакан, киккирикне хӗртсен усалланса каякан пӗр арҫын ывӑлне хӗненӗ, арӑм пулнӑ хӗрарӑма вӗлерессипе хӑратнӑ. 10-ри ачана ачана амӑшне хӳтӗлеме тӑнишӗн патак лекнӗ. Пӑтӑрмах Йӗпреҫре пулса иртнӗ.
Ниҫта та ӗҫлемен вӑйпитти арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 117-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «г» пункчӗпе (ҫул ҫитмен ачана пӗрмай хӗненӗшӗн) тата 119-мӗш статьян 1-мӗш пайӗпе (вӗлерессипе хӑратнӑшӑн) айӑпланӑ. Ӗҫсен хайне пачах тытма пӗлмен этеме суд тӗрмене хупмасӑр 3 ҫул та 7 уйӑхлӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |