Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Шӑллӗне вӗлерсе путвала пенӗ

Туянатӑп Чăваш Наци библиотеки 1996, 1997, 2000, 2004, 2009, 2013, 2014 çулсенче кăларнă ...
Паллашу Ялта пуронатоп, начал привычкосемсер, ещместеп туртмастоп. Хелп паллашас тетеп.х...
Паллашу Салам. Эпĕ Çтерлĕ (Пушкăрт респ.) хулинчен. Чăвашла калаçакан туссене шыратăп. Ÿ...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 11.03.2022 00:24 | 417 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Мускав хулинче пурӑнакан 66 ҫулти арҫын 59 ҫулти шӑллӗне вӗлернӗ. Халӗ ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 10 ҫуллӑха ӑсатнӑ.

Пӑтӑрмах 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче пулса иртнӗ.

Мускавран килнӗ арҫын шӑллӗн Шупашкарти ҫуртӗнче пулнӑ. Ӳсӗр хӑна тӑванӗпе хирӗҫсе кайсан ӑна 124 хутран кая мар ҫӗҫӗпе чиксе, 7 хутран кая мар тапса-ҫапса пӗтернӗ. Шар курни йывӑр сурансене пула вилсе кайнӑ.

Пиччӗшӗ шӑллӗн виллине путвала пенӗ.

Психиатри экспертизи палӑртнӑ тӑрӑх, усалланнӑ арҫын пуҫӗ йӗркеллех ӗҫлет. 66 ҫулти арҫыннӑн ҫитес 10 ҫула ҫирӗп режимлӑ колонире ирттерме тивӗ.

#Мускав, #пӑтӑрмахсем, #тӗпчевҫӗсем, #Шупашкар, #ӳсӗрсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑма ҫӗҫӗпе чикнӗ
2021, 03, 08
Психиатри пульницине ӑсатӗҫ
2021, 06, 16
Мускаври инкекре вилнӗ
2022, 01, 28
Ӳсӗр водитель автобуспа пырса ҫапӑннӑ
2022, 02, 18
Шупашкарти усламҫӑ ҫынна вӗлернӗ
2022, 02, 25

Комментари:

Agabazar // 1724.26.0001
2022.03.11 00:27
Agabazar
Çакăн пек криминалшăн та 10 çул çеç параççĕ-и вара?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org