Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ӳсӗр ҫынсене йышӑнмалли учреждени (хӑй вӑхӑтӗнче вӗсене урӑлтаркӑч тенӗ) ҫывӑх вӑхӑтра уҫма палӑртаҫҫӗ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев ун пек учреждение 2023 ҫулхи пӗрремӗш кварталтан кая юлмасӑр уҫма хушнӑ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗ ҫумӗнче йӗркелекенӗ право йӗркине тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен координаци канашлӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Олег Николаев алкогольпе, наркотикпа е урӑх ҫавӑн пек япаласемпе айкашакан ҫынсене пулӑшу памалли специализациленӗ учрежденисем тӑвас ӗҫе васкатма чӗнсе каланӑ.
Чӑваш Республикинчи граждансен сывлӑхне сыхласси ҫинчен калакан саккуна ҫывӑх вӑхӑтра улшӑну кӗртмелле.
«Саккун проектне Патшалӑх Канашӗн ҫитес сессийӗн кун йӗркине кӗртмелле», — тенӗ Олег Николаев.
Чӑваш Енре 3 кун хушшинче 34 ӳсӗр водителе тытса чарнӑ. Кун пирки, Чӑваш Енри ҪҪХПИ управлени пӗлтерни ҫине таянса, «Руль умӗнче» («За рулем») портал пӗлтерет.
3 кун хушшинче, мартӑн 25-мӗшӗнчен пуҫласа 28-мӗшӗччен, республика районӗсенче урӑ мар 23 водителе тытса чарнӑ. Тата 11 ӳсӗр водителе Чӑваш Енӗн тӗп хулинче тупса палӑртнӑ.
Водительсене ахаль тӗрӗслев вӑхӑтӗнче те чарнӑ, ятарлӑ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче те — ӳсӗр пулнине палӑртма кашни машинӑна тенӗ пекех тӗрӗсленӗ чухне — чарса тӗрӗсленӗ.
Чӑваш Енри ҪҪХПИ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа транспорта ӳсӗрле тытса пынӑшӑн 800 ытла водителе тытса чарнӑ. Ҫак тапхӑрта вӗсене пула ҫул ҫинче 22 инкек сиксе тухнӑ: 1 ҫын вилнӗ, 34-шӗ аманнӑ.
Шупашкарта ӗнер, пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, пулса иртнӗ инкек сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ. Айӑплӑ тесе шухӑшлакан водителӗн машининче унӑн икӗ ачи (пӗри тӑваттӑра, тепри улттӑра) пулнӑ.
Инкек каҫхи ултӑ сехетре Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 35-мӗш ҫурт патӗнче пулса иртнӗ. Пӑтӑрмахра 3 ҫын аманнӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкар районӗнче пурӑнакан 42 ҫулти арҫын хӑй тытса пыракан «Опель Корса» автомобильпе пӗр вырӑнта ларакан «Хендай Солярис» машинӑпа, унтан кайран «Киа Спортейдж» автомобильпе ҫапӑннӑ.
Инкекре «Опель Корса» водителӗн икӗ ачи тата «Киа Спортейдж» машинӑн 27 ҫулти хӗрарӑм-водителӗ аманнӑ.
«Опель Корса» машинӑн водителӗ хӗрӗнкӗ пулнӑ. Унӑн водитель удостоверенийӗн вӑхӑчӗ 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчех тухнӑ. Ҫав ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ӑна правасӑр тата ӳсӗр пуҫпа ҫула тухнӑшӑн патшалӑхӑн автоинспекторӗсем явап тыттарнӑ. Ун хыҫҫӑн та арҫын йӗркене кӗмен.
Шупашкар районӗнчи Курак Чурачӑк ялӗнче 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче икӗ арҫын — кӳршӗсем — хирӗҫсе кайнӑ. 69 ҫулти арҫын хӑй пурӑнакан хӗрарӑм килӗнче 55 ҫулти кӳршипе хирӗҫсе кайнӑ.
Малтан икӗ арҫын тавлашса кайнӑ. Унтан асли хӑйнчен кӗҫӗнреххине икӗ хутчен тапса ҫапнӑ, унтан ҫӗҫӗпе кӑкӑрӗ тӗлнче чикнӗ. Сурана пула арҫын кӑштахран вилсе кайнӑ.
Тӗрлӗ экспертиза ирттернӗ хыҫҫӑн 69 ҫулти арҫын пуҫ чирӗпе аптӑрани палӑрнӑ. Вӑл хӑй мӗн хӑтланнине ӑнланса пӗтереймест иккен. Ӑна психиатри пульницине ӑсатма йышӑннӑ.
Мускав хулинче пурӑнакан 66 ҫулти арҫын 59 ҫулти шӑллӗне вӗлернӗ. Халӗ ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 10 ҫуллӑха ӑсатнӑ.
Пӑтӑрмах 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче пулса иртнӗ.
Мускавран килнӗ арҫын шӑллӗн Шупашкарти ҫуртӗнче пулнӑ. Ӳсӗр хӑна тӑванӗпе хирӗҫсе кайсан ӑна 124 хутран кая мар ҫӗҫӗпе чиксе, 7 хутран кая мар тапса-ҫапса пӗтернӗ. Шар курни йывӑр сурансене пула вилсе кайнӑ.
Пиччӗшӗ шӑллӗн виллине путвала пенӗ.
Психиатри экспертизи палӑртнӑ тӑрӑх, усалланнӑ арҫын пуҫӗ йӗркеллех ӗҫлет. 66 ҫулти арҫыннӑн ҫитес 10 ҫула ҫирӗп режимлӑ колонире ирттерме тивӗ.
Иртсе кайнӑ кунсенче, пуш уйӑхӗн 5-8-мӗшӗсенче, Чӑваш Енри ҫул-йӗр ҫинче ӳсӗр 70 водителе тытса чарнӑ. Ӗҫме арҫынсем ҫеҫ мар, хӗрарӑмсем те кӑмӑллаҫҫӗ. Ҫапла пӗтӗмлетме статистика хистет. Ара, ӳсӗр 70 водительтен 6-шӗ хӗрарӑмсем пулнӑ. Ӳсӗрпе тепӗр хутчен ҫакланнисем те пур. Ун пеккисем — улттӑн.
Водитель прави ҫуккисем те руль умне ларса тухаҫҫӗ иккен. Канмалли кунсенче ун пеккисем 33-ӗн ҫакланнӑ.
Иртсе кайнӑ кунсенче ҫул-йӗр правилине тӗрлӗ майпа пӑснӑ 1668 тӗслӗхе шута илнӗ.
Шупашкарта пӗр усламҫӑ ҫынна вӗлернӗ. Пуяна тытса чарнӑ, ӑна вӑхӑтлӑха хупса хунӑ, ҫынна вӗлернӗ этем тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, каҫхи вунӑ сехет тӗлӗнче, «Имидж-оптика» тулли мар яваплӑ обществӑн директорӗ хӑйӗн килӗнче пулнӑ. Ун патӗнче 47 ҫулти арҫын, хайхи кӳрши, хӑналаннӑ. Хӑнапа кил хуҫи хирӗҫсе кайсан ӳсӗр усламҫӑ кӳрше ҫӗҫӗпе 44 хутчен ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ. Йывӑр суранланнӑ хӑна кӑштахран килсе кайнӑ.
Ӗнер каҫхине, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Шупашкарти Коопераци институчӗ тӗлӗнче ӳсӗр водитель тытса пыракан машина автобуспа пырса ҫапӑннӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Тойота» автомобиль водителӗ тӗп ҫул ҫине тухнӑ чухне автобуса ҫул паман. Унпа ҫапӑнсан «Лэнд-Крузер» ҫул хӗрринчи кӗрт тата тимӗр карта ҫине пырса кӗнӗ, автобус вара хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Телее, ҫав самантра нимӗнле машина та пулман.
«Тойота» водителӗ урӑ марри сисӗннӗ.
Автобус водительне вӑл руль умӗнче урӑх ҫын пулнӑ, пӑтӑрмах вырӑнне ҫав этем кӗҫех килсе ҫитӗ тесе суйма ыйтнӑ. Анчах йӗрке хуралҫисене улталама май килмен. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем камерӑсене пӑхнӑ та ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче кам пулни аван курӑннӑ.
Чи пахи – инкекре никам та аманман.
Нарӑсӑн 12-мӗшӗнче ҫӗрле, 4 сехетре, Шупашкарти ведомство хуралӗн сотрудникӗсемпе «Город грехов» (чӑв. Ҫылӑхлӑ хула) юхӑм хастарӗсем ҫыхӑннӑ, вӗсем пӗр машшинӑн рулӗ умне ӳсӗр ҫын ларма пултарни пирки пӗлтернӗ.
Хастарсем каланӑ тӑрӑх, кӗмӗл тӗслӗ иномарка водителӗ ҫул ҫинче унталла-кунталла пӑрӑнкаласа пынӑ, ҫул тӑваткалӗсем урлӑ светофор хӗрлӗ тӗс кӑтартнине пӑхмасӑр иртсе кайнӑ.
Нумаях та вӑхӑт иртмен, росгвардеецсем сӑнласа панӑ автомобиле асӑрханӑ, ҫул ҫинче пӑтӑрмах сиксе тухасран ӑна ҫийӗнчех Трактор тӑвакансен проспектӗнче чарнӑ. Руль умӗнче Коми Республикинче пурӑнакан 23 ҫулти арҫын пулнӑ. Транспорт хатӗрӗн водителӗ чӑнах та ӳсӗр пулни палӑрнӑ: унӑн сӑмахӗсем ҫыхӑнусӑр пулнӑ, калаҫнӑ чухне вара унтан эрех шӑрши ҫапнӑ.
Вырӑна ДПС экипажне чӗнсе илнӗ. Автоинспекторсем ҫамрӑка ӳсӗр пулнине палӑртакан медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма сӗннӗ, анчах та лешӗ тӗрӗсленме килӗшмен. Ҫавна пула водителе РФ КоАП-ӗн 12.26 статйин 1-мӗш пайӗпе административлӑ явап тыттарнӑ.
Куславкка хулинчи 31 ҫулти арҫын хӑйӗн ӗмӗрӗнчи 13 ҫула яхӑн тӗрмере ирттернӗ. Юлашки хутчен вӑл ирӗке 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнче тухнӑ. Анчах уҫӑ сывлӑшпа кӑкӑр тулли сывласа, ирӗклӗ тӗнчепе савӑнса та ҫунатланса пурӑнас вырӑнне вӑл каллех пӑтӑрмаха ҫакланнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче вӑл хула урамӗнче 45 ҫулти арҫынпа паллашнӑ. Ӑна вӑл эрех туянма тата пӗрле ӗҫме ыйтнӑ. Лешӗ килӗшнӗ. Анчах шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса ларман икӗ арҫын — харкашма тытӑннӑ. Ҫамрӑкки аслӑраххине темиҫе хутчен ҫапнӑ, унтан ӑна хваттер подъездне илсе тухнӑ, унта каллех хӗненӗ — тапса-ҫапса пӗтернӗ. Шар курни тепӗр кунне реанимацире вилсе кайнӑ.
Хӗнекене тытса чарнӑ. Ҫынна ятарласа вӗлермен пулин те ӑна никам та уншӑн саккун пуҫран шӑлас ҫук.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |